Сувар

Азнакай чăвашӗсем клублă пулчӗç

Азнакай районӗнчи пӗртен-пӗр чăваш ялӗнче – Çутăкӳлре – паян нумай функциллӗ центр уçăлчӗ.

Çутăкӳл ялӗнчи клуба паян Вячеслав Христофоров уçрӗ. ТР культурăн тава тивеçлӗ ӗçченӗпе пӗрле Азнакай районӗн пуçлăхӗ Марсель Шайдуллин, ТР Муниципалитетсен канашӗн председателӗ Экзам Губайдуллин, ТР Культура министерствин представителӗ Гали Габдрахманов тата ытти хăнасем пулчӗç Азнакай районӗнчи пӗртен-пӗр чăваш ялӗн уявӗнче.

Президент программипе кунти Культура çуртне тума кăçалхи июнь уйăхӗнче тытăннă. Вăл Тутарстанри 255-мӗш çӗнӗ клуб пулса тăчӗ. Вăл  50 вырăнлăх кăна. Анчах та унччен ялта Культура çурчӗ пулманнипе çутăкӳлсем кунпа та сапăр. Ялта хӗллехи вăхăтра 30 яхăн çын кăна пурăнать. Анчах та пӗр урамлă Çутăкӳлре пушă çурт çук. Çулла кунта пурнăç кӗрлет. Азнакайран 35 çухрăмра вырнаçнă ялпа кунта çуралнисем дача пек усă кураççӗ. Хур-кăвакал, выльăх усраççӗ. Вӗлле хурчӗсемпе аппаланакансем килӗрен тенӗ пекех. (А. Наумов сăнӳкерчӗкӗсем).

Çутăкӳлсене уяв ячӗпе саламлама Элмет районӗнчи Патраклăри «Çăлкуç» халăх ансамблӗ те килнӗччӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: