Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Банксем льготӑллӑ кредитсем пама тытӑннӑ

Ҫакӑ кивҫене кӗрекен предприятисенче ӗҫлӗхе упраса хӑвӑрма тата ӗҫ укҫине вӑхӑтлӑ тӳлеме май парать

Раҫҫейри предприятисем валли ҫулталӑка 2 процентпа кредит илмелли льготӑллӑ тӗрев программине хута янӑ июнӗн 1-мӗшӗнчен.
Ӑна пандемияна пула йывӑрлӑха кӗрсе ӳкнӗ компанисем, социаллӑ сулӑмлӑ коммерцилле мар организацисем тата отрасльсенчи ӗҫне ҫӗнӗрен хута ярас тенӗ компанисем илме пултараҫҫӗ. Илнӗ укҫине предприниматель услам ӗҫне яма, ӗҫлекенсене зарплата тӳлеме е маларах илнӗ кредитсене тӳлеме яма пултарать.
Льготӑллӑ кредита коронавирусран хур тӳснӗ РФ Экономика аталанӑвӗн министерствин ятарлӑ реестрне кӗнӗ пӗчӗк, вӑтам, пысӑк бизнес тата НКО представителӗсем илме пултараҫҫӗ.
Пӗчӗк бизнес предприятийӗсем хушма ОКВЭДпа хур тӳснӗ отрасльсен шутне кӗмелле. Кредит договорнне алӑ пуснӑ вӑхӑтра заемщик банкротство процедуринче пулмалла мар. Енчен те кивҫен укҫа илекен уйрӑм предприниматель пулсан, льготӑллӑ кредит илме заявлени панӑ вӑхӑта унӑн ӗҫӗ чарӑнма лармалла мар.
Кредит калӑпӑщне ҫак формулӑпа хисеплеҫҫӗ:
(один МРОТ + страховые взносы на каждого сотрудника ежемесячно в течение полугода)
Палӑртса хӑвармалла, кредита тӳрех пӗр суммӑпа памаҫҫӗ, ӑна пайӑн-пайӑн уйӑхсерен куҫарса тӑрӗҫ. Ҫакӑ кивҫене кӗрекен предприятисенче ӗҫлӗхе упраса хӑвӑрма тата ӗҫ укҫине вӑхӑтлӑ тӳлеме май парать.         
Кредита 2020 ҫулхи июнӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа ноябрӗн 1-мӗшӗччен илме пулать. Ӑна пӗр ҫуллӑха кӑна параҫҫӗ. Июнӗн 1-мӗшӗнчен Раҫҫейри чылай пысӑк банк тытӑннӑ ку кредитсене пама. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев