Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Башир Рамеев ячӗллӗ ИТ-паркра космонавтпа тӗлпулу иртрӗ

Паян, ачасене хӳтӗлемелли пӗтӗм тӗнчери кунра, Башир Рамеев ячӗллӗ ИТ-паркра ачасем Раҫҫей Геройӗпе, космонавтпа Сергей Рыжиковпа тӗл пулчӗҫ

Ачасем космонавт валли питӗ нумай ыйту хатӗрленӗ, тӗлпулу вӗҫлениччен те залра алӑ йӑтакансем сахалланмарӗҫ. Сергей Рыжиков космосра мӗнле апат ҫинине те, космонавт пулма мӗн тумаллине те, тренировкӑсем мӗнле иртни пирки те каласа пачӗ.

Тӗлпулӑва ТР тӗп федераци инспекторӗ Виктор Демидовпа ТР ҫамрӑксен ӗҫӗсем министрӗ Ринат Садыков та килчӗҫ. Вӗсем ачасене пӗтӗм тӗнчери ачасене хӳтӗлемелли кун ячӗпе саламларӗҫ тата "Горячее сердце" Раҫҫейри обществӑпа патшалӑх инициативин ҫӗнтерӳҫисене чысларӗҫ. Кӑҫал 5 геройӑн паттӑрла ӗҫӗсем пирки каласа пачӗҫ, вӗсен пурнӑҫри хастарлӑ позицине палӑртрӗҫ. 

Наградӑна Абульханов Булат Салимович, Рыжов Игнат Вадимович, Симаков Евгений Владимирович, Афонина Алена Сергеевна тата Ахметгалиев Даниль Ильнуровичӗн ашшӗпе амӑшӗ илчӗҫ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев