Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Беларуçăн Хусанти Хисеплӗ консулӗ «Песняры» ушкăн мӗншӗн протестлама тухни пирки каласа панă

Сергей Маруденко сăмахӗсемпе, оппозиционерсем омоновецсене провокациленӗ

«Песняры» ансамбль Белоруссири протестсене хутшăннă. Çакăнпа вӗсем урамри акцисене хутшăнакансене хаяррăн тустарнипе килӗшменнине кăтартасшăн пулнă. Кун пирки Беларуçăн Хусанти Хисеплӗ консулӗ Сергей Маруденко Андрей Кузьмина панă интервьюра пӗлтернӗ.

«Эпӗ «Песняры» ансамблӗн ертӳçи патне шăнкăравласан вăл мана хăйсем протестлама тухни пирки пӗлтерчӗ. Эп ăна: «Епле-ха капла? «Песняры» – патшалăх ансамблӗ-çке!» – тетӗп. Вăл мана: «Эпир йӗркесӗрлӗх тума тухман-çке!» – терӗ», – çапла каласа панă «Интервью без галстука» программăн хăни.

Ун сăмахӗсемпе, ансамбль артисчӗсем халăха хыттăн тустарса салатнă хыççăн тухнă. Анчах та, ун шухăшӗпе, оппозици омоновецсене хăй провокациленӗ. «Ӗç акă мӗнре: протестлама тухнисем хăйсем провокацилеççӗ. Митингсем ирттерме хаказ паракансен задачи вара – унта (митинга) кайса килесси çеç мар, тарăхтарасси. 40 омоновец больницăра!» – тенӗ Маруденко.

Беларуçăн Хусанти Хисеплӗ консулӗпе Сергей Маруденкăпа тунă интервью Sntat.ru сайтра пичетленнӗ. Видеоверсие «Татар-информ» ИАн YouTube каналӗнче курма пулать. Телевизорпа «Интервью без галстука с Андреем Кузьминым» программăна куракансем шăматкун 18.30 сехетре, вырсарникун 13.30 сехетре пăхма пултараççӗ.

Сăнӳкерчӗк «Татар-информ» ИА.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: интервью без галстука белоруссия