Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Белоруссири çар вӗрентӗвӗсем вӗçленнӗ, салтаксем киле таврăнаççӗ

Раççей Федерацийӗн Президенчӗ Владимир Путин хăш чухне эпир Украина çине хăçан тапăнасси пирки шӳтлесе илме те пултарать. Кун çинчен унăн пресс-секретарӗ Дмитрий Песков пӗлтернӗ.

Кремль представителӗн сăмахӗсемпе çакнашкал «маниакаллă информаци ăссăрлăхне» ăнланса пӗтерме çук. Çав вăхăтра кӳршӗ çӗршыври хуласенче бомбоубежищесене тасатса хунă, карчăксене пăшал пеме вӗрентеççӗ, «сас-чӳ» чемоданӗсене хатӗрлеççӗ. Олигархсем хăйсен самолечӗсемпе Украинăран ӗнер мар пӗр кунах тарни çинчен пӗлтерчӗç хыпар хатӗрӗсем. Çӗршыв Раççей тапăнасса кӗтет. Зеленский та çакна кура Пӗрлӗх кунӗсем паллă тăвассине патшалăх шайӗнче çирӗплетет.  

«Çак лару-тăрăва ăнланса пӗтерме çук. Хăш чухне Путин кун пирки шӳтлесе те илет – вăл вăрçă миçе сехетре пуçланассине ниçта та пичетлемеççӗ-и тесе кăсăкланать» - тесе палăртнă Песков.  

Юлашки вăхăтра анăçри хыпар хатӗрӗсем Раççей Украинăри эскалаци патне хатӗрленни çинчен пӗлтереççӗ. Раççей енӗ «никама та тапăнма хатӗрленменни» çинчен пӗрре мар каланă пулин те, хăй енчен, информаци провокацийӗсене çакланас мар тесе, Украина территорийӗнче вырнаçнă учрежденийӗсен ӗçне оптимизацилесси çинчен пӗлтернӗ.

Владимир Путин Президент Украинăн влаçӗсене Минск килӗшӗвӗсен «демонтажӗнче» айăпланă.
Михаил Захаров сăнӳкерчӗкӗ

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев