Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Беловка ялӗн 100 çулхи юбилейне яла пуçласа янă Иван Беловăн кӗçӗн мăнукӗ те килнӗччӗ

Июнӗн 19-мӗшӗнче Аксу районӗнчи Беловка çыннисем юратнă тăван ялӗ 100 çул тултарнине паллă турӗç. Халăх таçтан та пухăннă ӗмӗрхи юбилее. Пӗр уявра темиçе пӗлтерӗшлӗ пулăма палăртрӗç иртнӗ шăсаткун. Мероприяти Аслă вăрçă пуçланнăранпа 80 çул çитнине халалланă митинг-реквиемран пуçланчӗ. Ăна Беловка ял библиотекин ӗçченӗ Евгения Кожеманова ертсе пычӗ. Тăван çӗршыва хӳтӗлесе фронтра пуçне хунисен ячӗпе тунă çӗнӗ палăка уçмалли чыса Аксу районӗн пуçлăхӗ Камиль Гилманов тата  ял старости Сергей Уланов тивӗçрӗç. Пухăннисем вăрçăра пуç хунисене пӗр минут шăп тăрса асăнчӗç, вырăнти пуçламăш шкул ачисем çӗнтерӳçӗ-салтаксен палăкӗ умне чӗрӗ чечексем хучӗç, сăвăсем каларӗç. Район пуçлăхӗ К.К.Гилманов сăмах каларӗ.

Уяв малалла тӗп сцена çине куçрӗ. Вăл прологран тытăнчӗ. Вырăнти артистсен ăста  вылявӗ – кӗске спектакль – çӗр-çӗр куракана шăп 100 çул каяллахи пурнăçа тавăрчӗ... Çӗнӗ Ӳселӗнчен уйрăлса тухма йышăннă  хастарсене (Иван Белов, Николай Полоруссов, Сергей Фомин...) пушшех те йăхташӗсен малашнехи шăпи  шухăшлаттарать.  Ӗлӗкхи тумлă, хаклă ял-йыш – сумлă шурсухалсем- Белов чăваша Хусана Çӗнӗ Ӳслӗнчен тухма ирӗк паракан хут илме ăсатать, çул çине пил парать. Ӗçе кăларатех ентеш. Тумхахлă вăрăм  çула, тӗрлӗ чăрмавсене  парăнтарса Грамотăпа таврăнать  арçын. Çынсем Сӗнче хӗрринчи тӳрем те тулăх  вырăна („Чувашские выселки“)  куçма пуçлаççӗ, хуллен япалисене куçараççӗ, çурт хыççăн çурт çӗклеме пуçлаççӗ. Яла Белов хушаматран Беловка ят пама шухăшлаççӗ.  Хресчен пурнăçӗ майӗпен  йӗркеленсе каять, туйсем кӗрлеççӗ,  ачасем ӳсеççӗ, кил хуçалăхӗсем тӗрекленеççӗ. Ӗçчен кунти халăх, сапăрлă, йăваш. Нимӗн те Аслă вăрçă пуласси пирки систермест-ха. 1941 çулхи çӗртме çитет. Вăйпитти арçынсем, çамрăксем фронта кайма пуçлаççӗ. Мӗльюн-мӗльюн совет халăхӗпе пӗрле беловкăсем те Тăван çӗршыва хӳтӗлеме çӗкленеççӗ... Тинех Аслă Çӗнтерӳ çитет.  Тахçантанпах кӗтнӗ савăнăç куççулӗпе пӗрле виçесӗр хурлăх, çухату туйăмне чӗри витӗр кăларать халăх. Малалла пурăнма шанăç, хавхалану илсе килеççӗ орден-медаль çакнă фронтовик-ентешсем...

Пурнăç малалла пырать. Ӗçчен ентешӗсен çитӗнӗвӗсемпе савăнса пурăнать паян  Беловка. Яла çамрăксем  юлма ӳркенменшӗн, кермен пек çуртсем çӗкленӗшӗн хӗпӗртет. Вӗсене çул кăтартса пыраканӗсем ăслă, пултаруллă чăвашсем пуррипе мăнаçланать.

Унтан мăн асатте-асаннесен «Алран кайми аки-сухи»  юрри янăрарӗ.  Несӗлсен авалхи йăли-йӗркине пăхăнса пурте ура çине тăчӗç.

Уяв ялавне çӗклес хисепе ялти Ӗçпе вăрçă ветеранӗсен канашӗн председателӗ, нумай çул «Сульча» колхоз председателӗнче вăй хунă Геннадий Николаевич Селиванов тата çак ялта çуралса ӗмӗр ӗмӗрленӗ, тăван «Дружба», каярах «Верный путь» колхозра ырми-канми вăй хунă Илья Кузьмич Кожеманов тивӗçрӗç.

Пулăшакансене тав

Сцена çине хаклă хăнасене – Аксу районӗн пуçлăхне Камиль Гилманова, район администрацийӗн Ӗçтăвкомӗн ертӳçине Станислав Зайцева, Аксу районӗнчи ЧНКЦ председательне Роза Чентаевăна, Беловка ял хутлăхӗн пуçлăхне Ильсур Махмутова, районти таврапӗлӳçе Владимир Чуракова чӗнчӗç. Ӗмӗрхи юбилейпе хӗрӳллӗн саламланă май тӳресем ял çыннисен хастарлăхӗ пирки те каласа хăвармасăр тӳсеймерӗç. Чи-чи  пултаруллисене Тав хучӗсем парса чысларӗç. Аксу район пуçлăхӗн Тав çырăвне Сергей Уланов, Илья Кожеманов тата Петр Алексеев тивӗçрӗç. Ильсур Рахимзянович паянхи уява ирттернӗ çӗре пайта хывнă ентешӗсене ял хутлăхӗн Хисеп хучӗсене парса чысларӗ. Вӗсен хушшинче  нумай çул ялти тӗрлӗ учрежденире, ял хуçалăхӗнче вăй хунă, хуракан, паян пӗр ӳркенмесӗр уява хатӗрленме пулăшнă çынсем – П.Ефимов, В.Андреев, С.Уланов, В.Буянов, И.Кожеманов, А.Максимов, А.Пименов тата ыттисем те.

Ял старости Сергей Уланов мероприятие ирттерме укçан пулăшнă çынсене тав турӗ. «Историре хуть те хăш вăхăтра та ял аталанăвне тӳпе хывакан ентешсем, спонсорсем, пулнă. Тайма пуç сире, ырă кăмăлăршăн», – терӗ Сергей Васильевич кашнин ятне пусăмлатса калама вăхăт хӗсӗккине палăртса. Беловкăри пилорама хуçин Алексей Питимировăн аллине (Кивӗ Ӳселӗнче пурăнать, амăшӗ çак ялтан) уявăн тӗп сценине янтăлама хăма панăшăн хыттăн чăмăртарӗ. 

Сцена çине яла никӗсленӗ çынсенчен пӗрин кӗçӗн мăнукне – Самар хулинче пурăнакан Тамара Николаевна Вересовăна (Белова) – тухма ыйтсан сумлă хăнана халăх тăвăллăн алă çупса саламларӗ.

Ялта ача çурални – хăйне уяв

Мӗн авалтан чăвашсем пысăк уявсенче ватăсене чысланă, çамрăксене пилленӗ. Беловкăсем те ку йăларан юлмарӗç. Беловкăра çуралса ӗмӗр тăршшӗпех ялта пурăннă чи аслă çул-ӳсӗмри çынна – 93 çулхи Зинаида  Селивановăна (Полоруссова) пысăк юбилейре «Вăрăм ӗмӗрлӗ, хисеплӗ çын» ята пачӗç. Зинаида Ивановна юратнă тăван ялӗнчен 7 çул çеç кӗçӗнрех. Нумай çул пӗр-пӗринпе килӗштерсе пурăнакан мăшăрсене те – Нинăпа Илья Кожемановсене, Нинăпа Сергей Жирновсене, Юлийăпа Валерий Янилкинсене, Людмилăпа Петр Алексеевсене, Валентинăпа Геннадий Селивановсене, Иринăпа Федор Давыдовсене, Еленăпа Юрий Кожемановсене – манмарӗç, чыс турӗç.

Чи кӗçӗнни вара Беловкăра 1 уйăхри Арсений Статин. Ялта ача çурални хăйне пӗр уяв. Эппин Беловкăри пуçламăш шкулăн малашӗ пур-ха. «Ывăла ялти пӗлӳ çуртнех çӳретесчӗ», – терӗç Юлийăпа Вячеслав Статинсем.

Паяна 74 кил хуçалăхӗнче 290 çын пурăнать. Вӗсенчен 4-шӗ тыл ӗçченӗ: Анисия Ивановна Шадрина, Ольга Герасимовна Максимова, Зинаида Ивановна Селиванова, Юрий Александрович Фролов. Вӗсене Тăван çӗршыв историйӗнчи чи йывăр вăхăта тӳссе ирттерме тивнӗ. Ялта «Хисеп палли» орден кавалерӗ пур. Вăл – Валентина Бульбова.

Ялӗ пӗчӗк, çыннисем хастар 

300 яхăн çын... Ку хисеп, паллах, 100 çул каялла кӳршӗ саларан куçса тухнă чăвашсен йышӗнчен самай пӗчӗкрех. Апла пулин те аталанать вăл, çутă ӗмӗт-тӗллевсемпе, тунă ӗçсемпе савăнса пурăнать. Кашни хӗлле шăпах кунта (Анатолий Бульбовпа Владимир Кожеманов тренерсем тăрăшнипе) регионсен хушшинчи «Беловка йӗлтӗр йӗрӗ» ăмăрту иртет. Кăçал чăвашсен пӗрремӗш халăх поэчӗ Николай Шелепи çуралнăранпа 140 çул çитнине çӳллӗ шайра уявларӗç. Юбилее Шупашкартан та сăвăç-çыравçăсем, юрăçсем, Чăваш наци библиотекин ӗçченӗсем йышлăн килнӗччӗ.

Кăçал «Чăваш пики – 21» конкурсăн районти тапхăрӗ те Сӗнче хӗрринчи халăх поэчӗ вăй илнӗ ялта  иртрӗ. Ялта пурнăç çине çӗнӗлле пăхакан  çамрăк ăру çитӗнет. Спортсменсем те, сăвăçсем те, поэзи конкурсне хутшăнса çӗнтерекенсем те, çак ачасене çунат хушма хавхалантаракан вӗрентекенсем те пур. Фельдшерпа акушер пунктӗнче медицина ӗçченӗ çукки çеç кулянтарать шур сухаллă ватăсене, ашшӗ-амăшсене. Çамрăк фельдшер килессе тем пек шанса кӗтеççӗ беловкăсем. 

Ял уявне ертсе пыракансем – Беловкăри пуçламăш шкулăн пуçаруллă та хастар учителӗсем Елена Кожемановăпа Татьяна Бульбова – пысăк уявăн кун йӗркипе тапхăрăн-тапхăрăн паллаштарсах тăчӗç. Тӗп сценăран аякра мар – клуб çумӗнчи уçă лапамра наци вăййисем иртеççӗ, çумӗнчех – ача-пăчасемпе спорт ăмăртăвӗсем, эстафета йӗркелеççӗ, тухса калаçма кăмăл пуррисене пурне те сăмах параççӗ. Юрлас-ташлас текенсем валли те сцена юнашарах. Урамра пысăк хурансенче мӗнпур уяв халăхӗ валли тутлă шӳрпе, техӗмлӗ тутлă пăтă пиçеççӗ.

Кӗтӳ ансан та саланмарӗç

Сарăхнă тата хальхи сăнӳкерчӗксенчен хатӗрленӗ сăнӳкерчӗксен куравне йӗркелени те уява пуянлатрӗ, чылайăшне асаилӳ авăрне путарчӗ. Ялти ал ăстисен ӗçӗсем те илӗртрӗç мӗнпур ӗçне пăрахса килнӗ çынсене, ялти чи маттур çынсемпе, тăрăшуллă ӗçченсемпе, ырă кăмăллă меценатсемпе паллаштаракан стендсем те. 

Вырăнти «Хамăр ял» тата «Шур çăл» юрăпа ташă ансамблӗсем (пултарулăх ертӳçи – Культура çурчӗн директорӗ Тамара Андреева), хаклă хăнасем – Владимир Майоров, Мария Давыдова, Ангелина Гаврилова, Алена Бульбова, Владимир Левуков, Валери Туктар, Николай Кудряшов тата ыттисем халăха савăнтарчӗç. 

Пурте пӗрле какай шӳрпи тата çуллă пăтă çинӗ май ялти чи асра юлнă вырăнсен ячӗсене, паллă пулăмсемпе хисепе тивӗçнӗ çынсене аса илчӗç. Шкултан вӗренсе тухакансене – ăнăçу, качча кайма, авланма шухăш тытнă пикесемпе йӗкӗтсене – юрату, çемьесене – телейлӗ кун-çул,  ватăсене – вăрăм ӗмӗр, пурне те – сывлăх сунчӗç, инçетре Раççей салтакӗн тивӗçне пурнăçлакансен çарти çитӗнӗвӗсемпе тем пек мухтаннине те каласа хăварчӗç, ашшӗ-амăшне чăтăмлăрах пулма ыйтрӗç. Яла пуçаракансене, ӗмӗрлӗхех уйрăлса кайнисене шăппăн асăнчӗç...

Анлă уяв ташă каçӗпе вӗçленчӗ. Кӗтӳ яла ансан та халăх саланма васкамарӗ-ха.

Елена СЕЛИВАНОВА.

Аксу районӗ.

З.Леонтьева тата автор сăнӳкерчӗкӗсем.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: юбилей