«Беловка йӗлтӗр йӗрӗ» ăмăрту 8-мӗш хут иртрӗ
Пӗлтӗр çумăр çуса тарăхтарнипе «Беловка йӗлтӗр йӗрӗ» ăмăртăва кăçал иртерех ирттерме шутласа хунăччӗ. Январьте пулаймарӗ (йӗлтӗрпе ярăнмалăх юр лартсан кашни шăматкун ăçта та пулин ăмăрту иртет), февраль вара питӗ те сивӗ пулчӗ. Кашни эрнере çанталăка тӗрӗслесех тăрсан та, ăмăрту ирттерме юрăхлă кун тупăнмарӗ. Çанталăка хирӗç кайма çук çав...
Пиртен сивӗ те хăрать
Март пуçламăшӗнче ăшăтрӗ. Çакăнпа усă курма шутларăмăр. Палăртса хунă кун, мартăн 7-мӗшӗнче, 9 сехете ăмăрту ирттерме йăлтах хатӗрччӗ. Пӗлтӗрхи ăмăрту хыççăн калаçса хунă çӗнӗлӗхсене те туса ӗлкӗртӗмӗр. «Беловка йӗлтӗр йӗрӗ» ăмăртăвăн 7 çулхи историне пухса пӗр баннер çине пичетлерӗмӗр, юратнă ялăн 100 çулхи юбилейӗ ячӗпе те саламлă баннер пухса хатӗрлерӗмӗр. Беловкăра çуралса ӳснӗ, хальхи вăхăтра урăх ялсемпе хуласенче пурăнакансем çак баннерсем патӗнче сăнӳкерчӗк çапăнма килӗштерни палăрчӗ. Тӗрлӗ çӗртрен пуçтарăннă спортсменсем те хăйсене шыраса тупса савăнчӗç. Тунă ӗç пурне те килӗшсен питӗ кăмăллă çав.
Интернетра пăхсан çанталăкӗ уяр, ăшă пулмалла пекчӗ. Ăмăрту иртмелли кун ирхине урама тухсанах сивве туйса илтӗмӗр – 30 градус таранах сивӗ иккен. Йӗрке тăрăх вара эпир пурăнакан вырăнта аслисемшӗн 20 градус, ачасемшӗн 15 градусран ытла мар сивӗре кăна ăмăртусем ирттерме юрать. Çапах та тăрăшакана Турă пулăшать теççӗ. Старт вăхăтне хӗртсе пăхакан хӗвел сивве хăратса та ячӗ, температура режимӗ шăпах ăмăрту ирттерме юрăхлă шая çитрӗ.
Спортсменсем те нумай кӗттермерӗç. Ăмăртăва Аксу, Нурлат, Çарăмсан, Элкел районӗсенчен, Самар облаçӗнчен те килнӗччӗ йӗлтӗрçӗсемпе куракансем. Республикăри пысăк хуласенче пурăнакансем те пирӗн ăмăртăва курма-хутшăнма туртăнни палăрчӗ кăçал. Хусан, Çырчалли, Элмет, Чистай хулисенчен самайăнччӗ. Йӗлтӗрçӗсен спорт разрячӗсем ахаль любительсенчен тытăнса спорт мастерӗсем таранччен, ӳсӗмӗ 7 çултан пуçласа 75-е çитичченех пулчӗç.
10 сехетре Раççей тата Тутарстан гимнӗсем янăрарӗç, ăмăрту уçăлчӗ. Аксу муниципаллă район пуçлăхӗн çумӗ Ильшат Минсабирович Загидуллин ăмăртăва хутшăнакансене ăнăçу сунчӗ, беловкăсене ял йӗркеленнӗренпе кăçал 100 çул çитнӗ ятпа саламларӗ. Район администрацийӗн Çамрăксен ӗçӗпе спорт уйрăмӗн пуçлăхӗ Радик Касымович Канафин ăмăртура пурне те ăнăçу сунчӗ, йӗркелӳçӗсемпе спонсорсене районти спорта çӗкленӗшӗн тав турӗ. Спонсорсен ятӗнчен Хусан хулинчи строительствăпа монтаж компанийӗн генеральнăй директорӗ Вячеслав Панков сăмах каларӗ, пурне те çăмăл старт сунчӗ. Унтан йӗркелӳçӗсем спортсменсене ăмăртăвăн йӗркипе паллаштарчӗç, номерсем валеçсе пачӗç. Вара 2013 çулхи арçын ачасемпе хӗрачасем ăмăртăва тухрӗç. Хуть те мӗнле уявра та пӗчӗк шăпăрлансем – илем кӳрекенсем. Пурте малалла талпăнаççӗ, ашшӗ-амăшӗсем кăшкăрса хавхалантараççӗ хăйсен тӗпренчӗкӗсене.
Стартра – 170 ытла спортсмен
Стартсем пӗринчен тепри йышлăрах, интереслӗрех, хумхануллăрах иртрӗç. 26 ӳсӗмри 170 ытла спортсмен старта тухрӗ çак кун. Стартсене питӗ интереслӗ йӗркеленӗ кăçал: кашни стартра икшер ӳсӗм ярса пычӗç – малта аслисем, вӗсен хыçӗнче – пӗчӗккисем. Аслисем хăйсен дистанцине çаврăнса киличчен пӗчӗккисен ушкăнӗ финиша çитет. Çак самантра тепӗр ушкăн старта тухма хатӗр тăрать. Пӗчӗккисем кӗрсе пӗтеççӗ кăна, аслисем те вӗçтерсе çитеççӗ. Аслисенчен юлашки чупакан финиша çитсенех тепӗр ушкăна валли «Марш» команда илтӗнсе каять. Ку мел ăмăртăва хăвăртрах ирттерсе яма пулăшать, пӗчӗккисемпе ваттисене шăнма, ытлашши ывăнма памасть.
Финишра йӗлтӗрçӗсене хӗрупраçсем шоколадпа кӗтсе илеççӗ. Аксури «Дельфин» бассейнра тренерта тăрăшакан Михаил Федоров кашнин результатне палăртса грамотăсене çыракан Елена Кожемановăна протоколсене парса пырать. Елена Васильевна вара пурте чупса пӗтернӗ вăхăта грамотăсене хатӗрлесе те хурать.
Чупса тухнисем пурте Галина Константинова, Светлана Ефимова, Елена Полорусова пӗçернӗ тутлă пăтăпа, вӗри чейпе сăйланчӗç. Курма килнисен шучӗ те сахал марччӗ. Тăма сивӗрех пулсан та никам та шăнмарӗ пулмалла. Куракансене Çӗнӗ Ӳсел ялӗнчи клуб ӗçченӗ А.С.Идиатуллин юрă-кӗвӗпе савăнтарчӗ – юрлаттарчӗ те, ташлаттарчӗ те. Тӗлӗнмелле пултаруллă этем çак Алим Самигуллович, йăлтах ӗлкӗрет. Ял халăхне хавхалантарма пӗлет. Спортсменсене йӗркелӳçӗсем стартран ăсатаççӗ пулсан, финиша вара вӗсем Алим Самигуллович комментарийӗсемпе кӗреççӗ. Çавăнтах пӗтӗм халăха хăйӗн юррисемпе савăнтарать. Ахальтен мар ăна Аксу районӗн шăпчăкӗ теççӗ пуль çав.
Спонсорсене пысăк тав!
Вырăн йышăннă спортсменсене пурне те медаль, грамота парса чысларӗç, укçан парне, 1-мӗш вырăн йышăнакансене йӗлтӗрçӗ статуэткине парса савăнтарчӗç йӗркелӳçӗсем. Йăлана кӗнӗ «Атте, анне, эпӗ...» эстафетăра çӗнтерекенсене çӳлте асăннă парнесемсӗр пуçне кубок та парса чысларӗç. Çак эстафетăра 1-мӗш вырăна Элкел районӗнчи Сиктӗрме-Хусанкай ялӗнчи Гордеевсен çемйи çӗнсе илчӗ, 2-мӗшпе 3-мӗш вырăнсене Нурлат районӗнчи Кив Чаллă ялӗнчи Порфирьевсемпе Трифоновсем тивӗçрӗç. Йӗлтӗрçӗсен хушшинче чи çамрăккипе чи аслине те палăртрӗç. Чи çамрăк йӗлтӗрçӗ хамăр районти Кивӗ Ипрел ялӗнчен килнӗ, 7 çулти Альфия Абзалова, чи ватти вара Нурлат районӗнчи Кивӗ Чаллă ялӗнчен килнӗ 75-ри Анатолий Елаков пулчӗç.
Çак уяв Хусан хулинче ӗçлесе пурăнакан Вячеслав Панкова, Çырчаллинчи бокс федерацийӗн тренерне Владимир Терентьева, Беловка ялӗнчен тухнă, хальхи вăхăтра Çырчаллинче пурăнакан Сергей Янилкинпа Алексей Уланова, Пухтел ялӗн хастар пенсионерне Владимир Кузьмина, хамăр ял хастарне Петр Ефимова пула чаплă иртрӗ.
Пирӗн юратнă «Сувар» хаçат та айккинче юлмарӗ. Редакцире ӗçлекенсем хăйсем килеймерӗç пулсан та, пирӗн ялта çуралса ӳснӗ пултаруллă юрăçран Вера Кожемановăран чаплă парнесем парса янă. Çак хаклă парнесене тӗп спонсорсем тивӗçлӗ тесен никам та хирӗç пулмарӗ, хапăл тусах килӗшрӗç çак шухăшпа. Хамăр таврари кайăксем çинчен çырнă кӗнекене вара ялăн библиотекине парнелесе пуянлатрăмăр – ял халăхӗ вуласа савăнтăр, шкул ачисем усă курччăр терӗмӗр.
Ăмăрту спонсорсене спорта аталантарма пулăшнишӗн Хисеп хучӗсем, пулăшакансене Тав хучӗсем парса чысланипе вӗçленчӗ. Пулăшакансем пурте мухтавпа хисепе тивӗçлӗ, вӗсен ӗçне курсан чун савăнать, вӗсен çинчен çырас пулсан хаçатăн пӗр номерӗ кăна та çитеймест.
Татьяна БУЛЬБОВА.
Автор сăнӳкерчӗкӗсем.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев