Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Беловкăсем Чăваш чӗлхи кунне чаплăн паллă турӗç

Шкулӗ пӗчӗк, ачисем сахал, çитменнине тата çурри вырăс çемйинчен тесе мӗнле-ха атте-енне парнеленӗ, асанне-асатте пехиллесе хăварнă тăван члхене хисеплесе уяв ирттермесӗр юлатăн? Ялта чăвашсем пурăнаççӗ, шкул та мӗн ӗмӗртен чăваш шкулӗ шутланать.

Çапла шутланă та Аксу районӗнчи Беловкăри пуçламăш шкулти вӗрентекенсемпе вӗренекенсем ӗçе кӳлӗннӗ. Сăвăсем вӗреннӗ, вырăс ачисене чăвашла юрлама вӗрентнӗ, чăваш тӗррисемпе усă курса ӳкерчӗксем, аппликацисем тунă. 


Уяв ирттерес кăмăллă вӗрентекенсен ӗçе кӗртмелли идейăсем пит нумай. 1-мӗшпе 4-мӗш классене вӗрентекен Елена Васильевна Кожеманова тӗрлӗ пуçватмăшсем хатӗрленӗ вăхăтра 2-мӗшпе 3-мӗш классен учителӗ Татьяна Ивановна Бульбова интернет уçлăхӗнчен кӗçӗн класри ачасене кăтартма юрăхлă «Удивительный чувашский язык» ятлă видео тупнă, Иван Яковлевич Яковлев çинчен презентаци калăпланă.


Ачасене уяв кун ирех савăнтарас шухăшпа шкулăн пур кӗтесне те чăваш тӗррисемпе илемлетме тăрăшнă шкул ӗçченӗсем. Чăнах та ачасем чăваш тӗррин хӳхӗмлӗхне, тӗррӗн элеменчӗсен хăйнеевӗрлӗхне курса тӗлӗннӗ.


Уявра вара ачасем видеосем пăхса чăваш чӗлхин пурнăçри пӗлтерӗшӗпе, презентаци урлă И. Я. Яковлев пурнăçӗпе тата ӗçӗ-хӗлӗпе тӗплӗн паллашнă, унтан ваттисен сăмахӗсемпе, тупмалли юмахсемпе ӗçленӗ. Вӗренекенсен хушшинче вырăс ачисем те пулнипе икӗ чӗлхепе калаçма тивнӗ. Настьăпа Кольăна чăваш саспаллисемпе паллаштарса сасăсен артикуляцине кăтартса, сасăсене тӗрӗс калама маларах хăнăхтарнипе ачасем чăвашла вулама та, çӗнӗ сăмахсене тӗрӗс калама та пултарнă. Кунсăр пуçне вӗсем чăваш юррине те пуринпе пӗрле шăрантарнă. 


Вырăс ачисем валли чăваш ваттисен сăмахӗсемпе ӗçлеме пит интереслӗ меслет шыраса тупнă Елена Васильевна. Чăвашла текст пичетленӗ хут çинчен шыраса тупса ваттисен сăмахӗсене татăксенчен тӗрӗс предложенисем пуçтармалла. Пуçтараймаççӗ тетӗр-и? Пултарнă, паллах!


Ялти Культура çурчӗн ӗçченӗсем те айккинче юлман. Тамара Леонтьевна Андреевăпа Ирина Николаевна Давыдова шкул ачисене «Чăваш чӗлхи» юрăпа, такмаксемпе саламланă, илемлӗ чăваш тумӗпе паллаштарнă.


Уяв çак пысăк ӗçе пӗтӗмлетнипе вӗçленнӗ. Ачасем ку эрнере мӗн çӗннине пӗлнине, мӗнле çӗнӗ сăмахсем вӗреннине каласа панă. Чăваш чӗлхи пурнăçра пит пысăк пӗлтерӗшлӗ пулнине тӗпе хурса чăвашла нумайтарах калаçма, вулама сăмах панă.

Т.Бульбова сăнӳкерчӗкӗсем.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: 25 апреля – День чувашского языка