Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

«Бессмертный полк» акцие хутшăнма регистраци вӗçленет

Заявкăна https://2021.polkrf.ru/ сайтра майăн 7-мӗшӗччен (каçпа 20:00 сехетччен) пама пулать

Пӗтӗм Раççейре иртекен «Бессмертный полк» акцие хутшăнма регистраци вӗçленет. Заявка пама питӗ сахал вăхăт юлчӗ. Коронавирус пандемийине пула акци 2-мӗш çул ӗнтӗ онлайн форматра иртет. Анчах çакăн çине пăхмасăр та акцие питӗ нумай çын хутшăнать, пурте Тăван çӗршывăн Аслă вăрçине хутшăннă тăванӗсем пирки каласа парасшăн.

Заявкăна https://2021.polkrf.ru/ сайтра майăн 7-мӗшӗччен (каçпа 20:00 сехетччен) пама пулать. Пӗлтӗр акцие хутшăннă çынсем 2020 çулхи заявкăна кăçал та яма пултараççӗ, ун пирки анкетăра çеç пӗлтермелле. Çакăн пирки «Бессмертный полк России» юхăмӗн сопредседателӗ Елена Цунаева каласа панă.

Çак акцие кăçал Тутарстан президенчӗ, Рустам Минниханов, та хутшăннă. Вăл вăрçăра вилнӗ Галимзян Минниханов ятлă пиччӗшӗ пирки каласа панă.

Татар-информ архивӗнчи сăнӳкерчӗк.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев