Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Бизнес ăнтăр тесен инвестора килӗшме пӗлмелле

– Форумăн программи питӗ пуян. Пӗрремӗш кунӗнче стартаперсен хăйсен проекчӗсене экспозицире кăтартса инвесторсене илӗртме май пулать. Инвесторсене илӗртессипе ятарлă мастер-класс та кӗртнӗ программăна. Форумăн иккӗмӗш кунӗ уйрăмах пӗлтерӗшлӗ. Пленарлă сесси ТР Президенчӗ хутшăннипе иртӗ. Тӗп тимлӗхре – çитес вунăçуллăх. Вăл Раççее кăна мар, пӗтӗм тӗнчене экономика аталанăвӗ çине урăхла пăхма хистӗ. Венчур индустрийӗн вырăнӗпе пӗлтерӗшӗ малашлăхра пысăк, – çитес мероприятипе малалла паллаштарчӗ Айнур Тауфикович.

Раççей Венчур отраслӗн пӗлтерӗшлӗ пулăмӗ – XV Раççей венчур форумӗ –  апрелӗн 7-8-мӗшӗсенче Хусанта иртӗ. Мероприятие кăçал 3000 ытла çын хутшăнмалла, çав шутран 200-шӗ ют çӗршывсен тата хамăрăн инвесторсем. Çӗршывсем технологи сферинчи лидерлăхшăн кӗрешнӗ саманара ку уйрăмах пӗлтерӗшлӗ пулăм. Пур отрасле те цифровизаци пысăк темпсемпе кӗнӗ чух венчур рынокне бизнеспа кăна танлаштарма çук. ТР Министрсен Кабинетӗнче иртнӗ брифингра «Тутарстан Республикин инвестиципе венчур фончӗ» коммерцилле мар организацин директорӗ Айнур Айдельдинов каланă тăрăх, форум KazanExpo площадкинче иртмелле.

Сăмах май, Раççей венчур форумӗ Хусанта 2005 çултанпа  иртме пуçланă, пӗлтӗр кăна пандемие пула пулаймарӗ. Çак мероприяти  пултаруллă предпринимательсемпе çамрăк ученăйсене, инноваторсене пӗтӗм тӗнчерен пуçтарать. Мероприяти Тутарстанра иртни ăна халăхсен хушшинчи рынокра Раççейӗн инновацилле хабӗ пек палăрма пулăшрӗ.
Форум йышăннă йӗркепе халăхсен хушшинчи конгресран тата проект пайӗнчен тăрать. 15 çул хушшинче  тӗнчери венчур бизнесӗн 850 яхăн представителӗ паллă инвесторсемпе, çӳллӗ технологиллӗ компанисен ертӳçисемпе, власть представителӗсемпе тӳррӗн çыхăнма, тӗл пулма пултарнă. Форум площадки уйрăмах çамрăк ăсчахсемпе предпринимательсемшӗн пӗлтерӗшлӗ. Инвесторсене проект килӗшсен бизнес валли тӗрев пур. Айнур Айдельдинов сăмахӗпе, форума çак çулсенче тӗнчери 30 çӗршывăн тата Раççейӗн 70 хулин 23 пин ытла предпринимателӗ хутшăннă. Нумайăшӗн проекчӗ çӗнтерсе халăхсен хушшинчи рынока тухнă.
– Стартапсен пулӗнчен çулсерен 6-шне суйлатпăр. Вӗсене «Идея 1000» программăна кӗртсе укçа-тенкӗпе пулăшатпăр. Инвестицисен калăпăшӗ 3 миллион тенкӗпе танлашать. Тепӗр 10 проекта PULSAR акселераци программине хутшăнма суйлатпăр. Унта инвестицисен сумми пӗр проекта 5 миллион тенкӗ, – терӗ Тутарстанри венчур фончӗн ертӳçи.

Форум
 географийӗ пуян
Палăртса хăварар, форумăн партнерӗсем тӗнчери венчур рынокӗн паллă вылявçисем: Инновацисене пулăшассин фончӗ, Раççей Венчур компанийӗ, Раççей нацийӗн Бизнес-Ангелсен ассоциацийӗ, Стратегилле пуçарусен агентстви, Сколково, «Глобал Технолоджи Капитал» (АПШ), «АлмазКапитал» фонд тата ыттисем.
Айнур Айдельдинов пӗлтернӗ тăрăх, кăçалхи форума Раççей, АПШ, Китай, Япони, Индонези, Ирланди, Нидерланды, Сингапур, Бельги, Швейцари çӗршывӗсен венчур отраслӗн вăйăçисем килмелле. Чӗннӗ хăнасен шутӗнче власть органӗсен, Раççей тата халăхсен хушшинчи  бизнес представителӗсем, венчур рынокӗн лидерӗсем, корпораци ертӳçисем. ТР Президенчӗ Рустам Минниханов Раççейӗн инновацилле регионӗсен ассоциацийӗн канашӗн Председателӗ пулнă май хутшăнатех. Мускавран Аркадий Дворкович, Анатолий Браверман («РВК» АО генеральнăй директорӗ), Екатерина Лукьянова (Baring Vostok Capital Partners компани ертӳçи), Леонид Богуславский (паллă инвестор) тата ыттисем килмелле.
– Форумăн программи питӗ пуян. Пӗрремӗш кунӗнче стартаперсен хăйсен проекчӗсене экспозицире кăтартса инвесторсене илӗртме май пулать. Инвесторсене илӗртессипе ятарлă мастер-класс та кӗртнӗ программăна. Форумăн иккӗмӗш кунӗ уйрăмах пӗлтерӗшлӗ. Пленарлă сесси ТР Президенчӗ хутшăннипе иртӗ. Тӗп тимлӗхре – çитес вунăçуллăх. Вăл Раççее кăна мар, пӗтӗм тӗнчене экономика аталанăвӗ çине урăхла пăхма хистӗ. Венчур индустрийӗн вырăнӗпе пӗлтерӗшӗ малашлăхра пысăк, – çитес мероприятипе малалла паллаштарчӗ Айнур Тауфикович.

Пурне те ăнмасть
Мӗн кӗтеççӗ-ха предпринимательсемпе стартаперсенчен? Мӗнле проектсем кирлӗ Тутарстан экономикине? Айнур Айдельдинов палăртнă тăрăх, малашлăхра искусствăлла интеллектăн, вӗрентӳ технологийӗсен, хуласемпе транспорт экосистемин тата цифровизаци аталанăвӗн пӗлтерӗшӗ пысăк. Çавăн пекех инвесторсемшӗн биотехнологипе, информаци технологийӗсемпе, çӗнӗ материалсемпе тата приборсемпе çыхăннă проектсем интереслӗ.
Кăçалхи форума пурӗ 14 çӗршывран 349 заявка килнӗ (2019 çулта 260 пулнă). Çавсенчен  пурӗ те 50-шне суйласа илнӗ. Вӗсен кăна венчур форумӗнче инвесторсене хăйсен проекчӗпе паллаштарма май пулать. Конкуренци, чăн та, пысăк. Усăллă-и-ха предпринимательсене форума хутшăнни? Паллах! Иртнӗ çулсенче хутшăннă стартаперсем паян Раççей рынокӗнче паллă вырăн йышăнса тӗнче шайне тухма хатӗрленнӗ. Çавсен шутӗнче – «Сакоса», «Ирбис», «НоваСТ», «Йорса», «Клик Шторм» компанисем.
Айнур Айдельдинов сăмахӗпе, çамрăк ăсчахсем, стартаперсем пуринчен ытла форумăн Халăхсен хушшинчи акселераци программине лекме ӗмӗтленеççӗ. Вăл бизнеса хăвăрт аталанма май паракан модель. Ӗçе йӗркелесе ярса çийӗнчех суту-илӳ площадки çине тухса бизнес шайне анлăлатма пулăшать. Венчур форумне йӗркелени Тутарстана венчур инвестицийӗсен рынокне тата этем капиталне  аталантарма пулăшнă. Çак мероприяти пулмасан паян çӗршывăн 641 стартаперӗ (шăп çакăн чухлӗ проекта тӗрев панă инвесторсем, инвестицисен калăпăшӗ – 463,3 миллион тенкӗпе танлашнă) ăçта пулӗччӗç-ши? Инвесторсем пулăшнипе паян пурте хăйсен бизнесне ăнăçлă илсе пыраççӗ, республика, çӗршыв экономикине усă кӳреççӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: бизнес-форум