Сувар

г. Казань

Çӗнӗ хыпарсем

Бизнеса хӗсме сăлтав çук

ТР Патшалăх Канашӗн черетлӗ пресс-конференцийӗнче калаçу пӗчӗк тата вăтам бизнеса аталантарассипе çыхăннă сферăра тата муниципаллă районсенчи промышленность площадкисен ӗçӗнче  закон пурнăçланăвӗ епле пынипе çыхăнчӗ. Журналистсен ыйтăвӗсене ТР Патшалăх Канашӗн Экономика, инвестицисем тата предпринимательствăпа комитет председателӗ Лутфулла Шафигуллин, Патшалăх Канашӗн депутачӗ Марат Галеев, ТР экономика министрӗн пӗрремӗш çумӗ – Предпринимательствăпа конкурентлăх аталанăвӗн департаменчӗн директорӗ Рустем Сибгатуллин хуравларӗç

Лутфулла Шафигуллин палăртнă тăрăх, вăтам тата пӗчӗк бизнеса закон тӗревӗ парса пулăшассине профильлӗ комитетăн кашни ларăвӗнче пăхса тухаççӗ. Ун сăмахӗпе, экономика аталанăвӗ пӗчӗк тата вăтам бизнесран нумай килет. «Пӗчӗк тата вăтам предприятисем пысăккисенчен маларах рынок конъюнктурин  улшăнăвӗсене хăвăрт  сиссе тавар рынокӗнче конкурентлă лару-тăру йӗркелеме пултараççӗ. Паян экономикăн тăваттăмӗш пайне шăпах вӗсем йышăнаççӗ те. Тутарстанра ку сферăра пурӗ 750 пин çын ӗçлет», – терӗ комитет пуçлăхӗ.  
Министрăн пӗрремӗш çумӗ палăртнă тăрăх, çитес çула  предпринимательсене пулăшма пӗтӗмпе 1,2 миллиард тенкӗ уйăрма палăртнă. Экономика министерствине пăхăнса тăракан ведомствăсен пулăшăвне шута илсен 3,55 миллиард таранах. Финанс программисен пулăшăвӗсӗр пуçне «Пӗчӗк тата вăтам предпринимательство тата харпăр предприниматель пуçарăвӗсене тӗрев парасси» наци проекчӗ те пурнăçланса пырать. Çапла бизнес пуçлакансене, харпăр хăйне ӗçпе тивӗçтерекенсене, тахçантанпа ӗçлекен предпринимательсене те тӗрлӗ енлӗ пулăшу параççӗ.

Транспорт, пурлăх налогӗнчен хăтарнă

Промышленность паркӗсен ӗçне илес пулсан, Лутфулла Шафигуллин сăмахӗпе, паяна промышленность паркӗсенче 1500 резидент регистрациленнӗ. Вӗсем пурӗ 39 пин ӗç вырăнӗ йӗркеленӗ. Спикер шучӗпе, парксене резидентпа тултарасси кăна çителӗксӗр. Промышленность паркӗсенчи услугăсен пахалăхне ӳстерме тăрăшмалла. Вӗсем бизнесшăн илӗртӳллӗ пулмалла, çав шутра налог преференцийӗсемпе тивӗçтерес енчен те. Управлени системине лайăхлатасси те кирлӗ вырăнта пулмалла.
Промпарксем республикăра кирлӗ-ха, анчах пурте туллин ӗçлемеççӗ. Хăш-пӗринче резидентсен шучӗ 70 процента та çитмест. Паллах, промплощадкăсем çурма вăйпа ӗçлени экономикăшăн тăкаклă. Проблемăна татса парас тӗллевпе темиçе закон пуçарăвӗ йышăннă. Вӗсем налог ставкине чакарассипе, транспорт тата пурлăх налогне тӳлеттерессинчен хăтарнипе çыхăннă.

Çăмăллăх пурин валли те мар

Рустем Сибагатуллин ку вăхăтра промышленность паркӗсен анлă ревизине пуçлани çинчен каларӗ. Ун шучӗпе, налог çăмăллăхӗсене йышăнни вӗсен ӗçне эффективлă тума май парать. Яллă вырăнсенче промпарксем халăхăн çуррине ӗç вырăнӗпе тивӗçтереççӗ, резидентсенчен çурри производствăпа ӗçлет. Анчах налог льготипе пурне те тивӗçтермеççӗ, ку çăмăллăхпа Экономика министерствипе килӗшӳ тунисем кăна усă кураяççӗ. Килӗшӳри тӗп условипе предпринимателӗн инвестицисем явăçтарма пӗлмелле,  хушма ӗç вырăнӗсем йӗркелемелле. Паяна 80 предпринимателӗн çакăн йышши килӗшӳ пур. Çитес вăхăтра ку шута 150 çитересшӗн.
Йышăннă мерăсен усăлăхне предпринимательсем çитес çул пуçламăшӗнче налог декларацине тултарнă чух хаклама тивӗç. Экономикăшăн вара налог çăмăллăхӗсен эффективлăхӗ халех палăра пуçланă: 16 промпаркра 60 çӗнӗ резидент ӗçлесе кайнă.
Налог хурассин патент системи çинчен калакан республика законне улшăнусем кӗртни те предпринимательсене налог йывăрлăхӗсенчен хăтарнă. «Ку закона пăхса тухнă çӗре эпир бизнес представителӗсене, суту-илӳпе промышленность палатине, депутатсемпе экспертсене те хутшăнтарнă. ЕНВД тапхăрӗнче патентпа сахаллăн усă курнă. Эпир ӗçӗн кашни енӗпе илӗнекен налога шутларăмăр та ăна ЕНВД шайӗпе  танлаштарма тăрăшрăмăр. Бизнеса хӗсме тӗллев çук пирӗн», – терӗ Марат Галеев.  
Экономика министрӗн çумӗн шучӗпе те, налогăн патент системи 2021 çулхи январӗн 1-мӗшӗнчен ӗçлеме пăрахнă ЕНВДăн альтернативлă форми пулса тăнă. Закона кӗртнӗ улшăнусем халӗ льгота системипе усă курма май паракан ӗçсен тӗсӗсене те сарма пулăшнă. Унсăр пуçне ял хутлăхӗсенче ӗç пуçаракансен налог ставкине тата та чакарнă, 40 процент таран.
Рустем Сибагатуллин пӗлтернӗ тăрăх, 2020 çулта патент системипе 3,6 пин предприниматель усă курнă пулсан, хальхи вăхăтра вӗсен шучӗ 22,5 пинпе танлашать.

Çутçанталăк пурлăхӗпе усă курнăшăн сахал мар тӳлеççӗ

Пресс-конференцире промпарксен ӗçӗпе çыхăннă ыйтусем сахалрах пулчӗç, журналистсен ытларах налогпа çыхăннисем интереслентерчӗç.  Çав шутра Раççейре чӗртавар секторӗнче ӗçлекен пысăк бизнеса нумайрах налог тӳлеттерме пуçласси те. Çутçанталăк ресурсӗсем – халăх пуянлăхӗ, апла пулсан пысăк бизнесăн социаллă яваплăх кăтартса налог тивӗçлӗ тӳлемелле.
Ку ыйтăва уçăмлатассине Марат Галеев хăй çине илчӗ. Ун сăмахӗпе, Раççейре пысăк бизнесра ӗçлекенсем налог çителӗклӗ тӳлеççӗ. Вӗсен халăх умӗнчи социаллă яваплăх та пысăк имӗш. Патшалăх вӗсене чӗртаварпа ӗçлеме шанса тӗрлӗ социаллă программăсене хутшăнма явап тыттарать. «Чӗртаварпа ӗçлесси, çутçанталăк пурлăхне чавса е уçласа кăларасси çуллен йывăрланса пырать. Ӗлӗкхи пек скважинăсенчен тапса тăмасть халӗ. Технологисемпе усă курасси, çӗр ăшӗнчен таçтан шалтан чакаласа кăларасси питӗ хаклă. Тупăшăн самай пысăк пайне çисе яраççӗ вӗсем. Шантарса калатăп сире, налогне вӗсем сахал мар тӳлеççӗ, – терӗ Марат Галеев. – Патшалăх пур-тăк, налог пулатех. Ку улшăнми пулăм. Хăш-пӗри пуçӗпех чылай налога пӗтермелле теççӗ. Анчах ку тӗрӗс мар. Профильлӗ комитет хуть хăçан та налог нагрузкине чакарма ăнтăлнă, анчах вуçех пӗтерме мар. Пандеми çине йăвантарса паян хăш-пӗр «вӗри пуçсем» виçӗ çула йăлт налогран хăтарма сӗнеççӗ. Ку ăнăçлă йышăну мар. Налог тӳлеме пăрахсан пурнăçри аван мар пулăмсене эпир пурте çийӗнчех туйса илӗпӗр. Пурин те налог тӳлемелле, анчах вăл виçеллӗ, кризис тапхăрӗнче палăрмаллах чакмалла. Ку тӗрӗс», – терӗ Марат Галеев.
Республикăра йышăннă программăсен эффективлăхне вара, ун шучӗпе, кризис тапхăрӗнче те Тутарстанра предпринимательсен шучӗ ӳсни пит лайăх çирӗплетет.  


Сăнӳкерчӗк gossov.tatarstan.ru сайтран.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев