Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Бизнеса тӗрев парас çӗнӗ майсем Тутарстана мала тухма пулăшӗç

Патшалăх Думи Раççей Правительствин закон кăларас пуçарăвӗсене васкавлă майпа пăхса тухать. Çакна вăл çӗршывра финанспа экономика лару-тăрăвне стабилизацилес, граждансемпе усламçăсене тӗрев парас тесе тăвать.

Çакăн çинчен Патшалăх Думинчи Контроль комитечӗн ертӳçи, Тутарстанран суйланнă депутат Олег Морозов пӗлтернӗ.

«Услам ӗçне аталантарас енӗпе Тутарстан пирӗн çӗршыври лидерсенчен пӗри пулнă май, республика бизнесменӗсем бизнеса сертификацилес, бухгалтерине илсе пырас, маркетплейссене тухас, ӗçлӗ куравсене хутшăнас çăмăллăхсемпе усă курни пирӗншӗн питӗ пӗлтерӗшлӗ. Çак мерăсем ял хуçалăх таварӗсене туса кăларакансене те пырса тивӗç. Пӗчӗк бизнес предприятийӗсем хăй çине илнӗ финанс яваплăхне субсидилесси те ӗçе кӗрет. Çакна предприятисене кризислă тапхăрта тӗрев парас, вӗсене аталанăвне малалла тӗртес тесе тăваççӗ», - тесе комментари панă лару-тăрăва парламентари.

Пирӗн çӗршыва хирӗç кӗртнӗ санкцисене кура Раççей Правительстви антикризислă ӗçсен виççӗмӗш пакетне хатӗрлет. РФ Премьер-министрӗн Михаил Мишустинăн сăмахӗсемпе, пӗчӗк тата вăтам бизнесăн сегментӗнчи кредит каникулне тивӗçме пултаракан отрасльсене анлăлатма палăртнă. Матăн 1-мӗшӗччен заем илнисене çур çуллăх отсрочка пама пултараççӗ е льготăллă тапхăрта тӳлевсен калăпăшне чакарма.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев