Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

 Блиц-интервью: ИРИНА КОШКИНА

Ирина Кошкина Чăваш Енри Патăрьел районӗнчи Нăрваш Шăхаль ялӗнче çуралнă. Шкулта ăс пухнă вăхăтра ăсталăхне «Малтанхи утăмсем» пултарулăх кружокне çӳресе аталантарнă. «Тантăш», Патăрьел районӗн «Авангард» хаçатсемпе çыхăну тытнă.

. Тӗрленчӗкӗсем шкулта тухса тăракан «Шăхаль сасси» хаçатра пичетленнӗ. Халӗ Ирина – «Çамрăксен хаçачӗн» корреспонденчӗ. Чăваш кӗнеке издательствинче кун çути курнă «Пирӗшти патне янă çыру» коллективлă сборника Ирина Кошкинăн «Сӳнмен шанчăк» калавӗ кӗнӗ.

– Мӗн вăл сирӗншӗн литература?
– Урăх тӗнче. Вăл ырă, çутă, асамлă.
– Мӗн хавхалантарать сире çырма?
– Пурнăçри телейлӗ тата тунсăхлă самантсем.
– Юратнă поэт, прозаик.
– Кама та пулин уйрăммăн палăртас килмест. Эпӗ вуланă хайлавсене çыракансем пурте хăйне евӗр.
– Юратнă кӗнеке.
– Шкулта вӗреннӗ вăхăтра Англи çыравçин Джоан Роулингăн Гарри Поттер çинчен çырнă кӗнекесен серийӗ алла лекрӗ. Кӗнекесене антăхса кайса темиçе хут та вуласа тухнăччӗ. Вӗсем паянхи кун та чӗрере уйрăм вырăн йышăнаççӗ. Турккă çыравçин Решат Нури Гюнтекин «Королек – птичка певчая» романӗ, Гузель Яхинан «Зулейха открывает глаза» хайлавӗ тарăн йӗр хăварчӗç.
– Май пулнă-тăк, мӗнле çыравçăпа тӗл пулса калаçнă пулăттăр тата мӗншӗн шăпах унпа?
– Чăвашлăхшăн çуннă вӗри чӗреллӗ Çеçпӗл Мишшипе, Константин Ивановпа. Вӗсем паянхи çамрăксем пирки мӗн шухăшланине ыйтса пӗлӗттӗм.
– Пурнăç девизӗ.
– Тарăн шухăшлă, психологиллӗ, пурнăç илемне курма вӗрентекен кӗнекесем вулама, кинофильмсем курма кăмăллатăп. Унти шухăшсене çырса пыма тăрăшатăп. Вӗсем тӗрлӗ вăхăтра мана пулăшса, çунатлантарса пыраççӗ. Халӗ, сăмахран, «Çилпе силленмесӗр çеçке çурман чечек çук 6

» каларăш килӗшет мана.

– Хайлава çырса пӗтерсенех унпа чи малтанах кама паллаштаратăр? Камăн сӗнӗвӗ сирӗншӗн пысăк пӗлтерӗшлӗ?
– Савăнăçа та, куççуле те пӗрле пайлакан юлташсене. Вӗсем шухăшӗсене уççăнах пӗлтереççӗ тата çырма хавхалантараççӗ.

Ольга ИВАНОВА хатӗрленӗ.
Автор сăнӳкерчӗкӗ.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев