Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

«БОЛЬШАЯ ПЕРЕМЕНА» КОНКУРС

Вӗренӳ валли миллион тенкӗ, «Артека» путевка, Раççей тăрăх çӳлçӳрев тата малта пыракан Раççей компанийӗсенче стажировка. «Большая перемена» конкурса хутшăнакансене çакăн пек парнесем кӗтеççӗ.

«Большая перемена» конкурсра мӗнле вӗренни çине мар, ачасем хальхи вăхăтра кирлӗ хăнăхусемпе мӗнле усă курнине пăхаççӗ. Вӗсен хушшинче: ушкăнра ӗçле пӗлни, нумай информаципе усă кура пӗлни, йывăр ситуацисенче хӑйне евӗрлӗ решени тупа пӗлни, творчествăлла шухăшлав тата организатор пултарулӑхӗ.

«Большая перемена» малтанхи тапхăрӗсем дистанциллӗ иртеççӗ. Кашни федераллă округра аслă классенче вӗренекенсен полуфиналӗсем пулаççӗ, финалсем «Артек» ача центрӗн базинче иртеççӗ. СПО студенчӗсем хушшинчи финал ноябрьте ытти чухнехи пекех Чулхулара иртет.

10-мӗш классем хушшинче 300 çӗнтерӳçӗ пулать, вӗсем вӗренӳ валли 1 миллион тенкӗ укçа тата ВУЗа кӗмелли портфолио валли баллсем илеççӗ. 8-9-мӗш классем хушшинче çӗнтерекенсем вӗренӳ валли 200 пин укçа илеççӗ. Аслă курссенче вӗренекен колледж студенчӗсем хушшинче те 300 çӗнтерӳçӗ пулать, вӗсем вӗренӳ валли 1 миллион тенкӗ укçа илеççӗ, 1-2 курс студенчӗсем вӗренӳ е стартап валли 200 пин укçа çӗнсе илеççӗ. 5-7-мӗш класс ачсисен хушшинчи 300 çӗнтерӳçӗ Раççей тăрăх «Большая перемена» поезчӗпе çӳреме май çӗнсе илеççӗ.

Чи нумай финалистсене хатӗрленӗ 50 вӗренӳ организацийӗ (30 шкул тата 20 колледж) вӗренӳ хутлӑхне аталантарма 2 миллион тенкӗ пысăкӗш грант çӗнсе илӗç.

Аслă классенчи тата студентсем хушшинчи çӗнтерӳçӗсене хатӗрленӗ педагог-наставниксем 150 пин тенкӗ тата «Большая перемена» конкурсăн партнерӗсем патӗнче вӗренӳ иртме май илеççӗ.

5-7 классем хушшинчи çӗнтерӳçӗсене хатӗрленӗ педагог-наставниксем 100 пин тенкӗ илеççӗ тата квалификаци хăпартма пултараççӗ.

Конкурса https://bolshayaperemena.online/  сайтра регистрациленме пулать.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев