Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Браконьерсене ура хума тытăнаççӗ

Соцсетьссенче «Тӗтелсене хирӗç» ятлă ушкăн йӗркелерӗмӗр. Сӳрӗк мар чунлă граждăнсем унта йӗркене пăсакансен координачӗсене пӗлтерӗç

Тутарстан юханшывӗсенче экологи саккунӗсене пӑсакансемпе кӗрешме социаллă сетьсенче ятарлă ушкăнсем тума сӗннӗ пулăçă-спортсменсем. Вӗсем ТР Экологи министерствин оперушкăнӗпе тачă çыхăнса ӗçлеме тӗв тунă. Кун çинчен ТР экологи министрӗ Александр Шадриков Андрей Кузьмина интервью панă вăхăтра каланă. Калаçăва республикăри пулăçă-спортсмен Андрей Ферафонов хутшăннă, шăпах вăл экологи министрне интереслӗ сӗнӳ панă.

«Эпир Росрыбоводствăпа, Тутарстанри рыбинспекципе ӗçлетпӗр, пӗрле соцсетьссенче «Тӗтелсене хирӗç» ятлă ушкăн йӗркелерӗмӗр. Сӳрӗк мар чунлă граждăнсем унта йӗркене пăсакансен координачӗсене пӗлтерӗç.  Çак ушкăна Росрыболовствăпа пулăçсен инспекцийӗнче ӗçлекенсем те пур, çавăнпа та вӗсем самантрах тӗрӗслеве тухаççӗ. Вӗсем 2-3 сехет хушшинче вырăна çитеççӗ, йӗркене пăснине фиксацилеççӗ, информацине параççӗ.

Эпир çакнашкал ушкăна сирӗн сотрудникăрсемпе те тăвасшăн, унта вӗсем пӗр-пӗринпе тачă çыхăнсе ӗçлӗç. Эпир, пулăç-спортсменсем, пирӗн юханшывсенче пулă чăнахах та пултăр тесе тăрăшатпăр, – тенӗ Ферафонтов.

 ТР экологи министрӗ спортсмен-пулăçа çакăн пек сӗнӳшӗн тав тунă, Вăл çак пуçарăва ыралнă тата пӗрле ӗçлеме хатӗр пулнине палăртнă.

Александр Шадриковран илнӗ интервьюпа «События» сайтра паллашма пулать, видеоверсийӗ «Татар-информăн» Уоutube каналӗнче курма пулать.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев