Сувар

  Бюджета штрафсен укҫипе тултарсах тӑраҫҫӗ

Протоколсене палӑртнӑ самоизоляци, карантин режимӗсене пӑснӑшӑн ҫырнӑ

Раҫҫейре пурӑнакан 1 миллион та 100 пин ҫынна Соvid-19-па кӗрешмелли йӗркене пӑснӑшӑн штрафланӑ.

Ҫӗршывӑн Шалти ӗҫсен министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, правона административлӑ майпа пӑснӑ пирки протоколсене палӑртнӑ самоизоляци, карантин режимӗсене пӑснӑшӑн ҫырнӑ.

Йӗрке хуралҫисен аллине ҫакланнӑ Раҫҫей гражданӗсенчен чылайӑшне РФ КоАПӗн 20.6.1 статйипе («Невыполнение правил поведения при чрезвычайной ситуации или угрозе ее возникновения») явап тыттарнӑ. Вӑл статьяпа минималлӑ штраф 1000 тенкӗпе танлашать.

21,5 пин ҫынна РФ КоАПӗн 6.3 статйипе («Нарушение законодательства в области обеспечения санитарно-эпидемиологического благополучия населения») штраф тӳлеттернӗ.

Сак статьяпа парӑнакан штрафӑн чи пӗчӗк картлашки 15 пин тенкӗпе танлашать. Пашалӑх хыснине ҫак штрафсене пула 322,5 миллион тенкӗ кӗрет. 1000 тенкӗлӗх штрафсен сумми 1 миллиард та, 78 миллион та 500 пин тенкӗ. Пурӗ хысна сахалтан та 1 миллиард та 401 миллион тенке тулать. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: