Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

ӖÇ ПИРКИ МАНСАХ ВУЛАС КИЛЕТ

Пуш уйăхӗн 15-мӗшӗнче «Варкăш» литература клубӗнче черетлӗ тӗлпулу иртрӗ. Хальхинче Ирина Трифонован «Тăлăх» кӗнекине сӳтсе яврӗç. Кăларăм нумай пулмасть Чăваш кӗнеке издательствинче пичетленнӗ, унта çыравçăн калавӗсемпе халапӗ кӗнӗ. Тӗрӗслев витӗр тухнă юрату, ачалăхри йăнăшсем çитӗнсе çитсен те канăç паманни, вăрçă суранӗ ӗмӗрӗпех чуна ыраттарни, чараксăр чӗлхене пула нушаланни... – тӗрлӗ тема хускатать автор. Тӗпре вара – çемье.

Kӗнеке уявне автор хăй те хутшăнчӗ, Хусантан килсе çитрӗ. Çакă «Варкăш» ӗç-хӗлне тата пуянлатрӗ, хайлавсем епле çуралнине, вăл е ку сăнарăн прототипӗ çинчен çыравçăран ыйтса пӗлме пулать-çке.

Малтанах Ирина Федоровна хăйӗнпе паллаштарчӗ. Вăл – Чăваш Республикинчи Профессиллӗ писательсен союзӗн пайташӗ (2016), Тутарстанри Чăваш наципе культура автономийӗ çумӗнчи Чăваш çыравçисен союзӗн председателӗ (2021), журналист, дизайнер.

– Кӗнекене калавсемпе пӗрле халап та кӗнӗ. Унăн сюжечӗ 2000-мӗш çулсенче Мускава кайсан çуралчӗ. Самолет умӗнче çар тумне тăхăннă ватă пилот хурлăхлă тăни чуна пырса тиврӗ, – каласа пачӗ Ирина Федоровна.

Вулакансене кӗнекери Лёнькка сăнарӗ кăмăла кайни палăрчӗ. Çак лара-тăра пӗлмен ырă чунлă ача сăнарне кама тӗпе хурса çырнă-ши вăл?​

– Лёнькка вăл – пӗтӗмлетӳллӗ сăнар, хам пурнăçран илни те («Çӗрнӗ панулми»), кӗçӗн ывăл хăтланкаларăшӗ те пур унра. Чиркӗве кайса килни («Чиркӗве кайни») хампа пулса иртнӗ. Лёнькка çинчен çырма ларсанах вăл хăй пурнăçӗпе пурăнма пуçлать. Манăн ăна пӗр çулпа ярас килет, вăл хăй шутланă пекех тутарать мана. Ун пирки малаллине те çырасшăн-ха, – каласа пачӗ И.Трифонова.

Чăваш кӗнеке издательствин редакторӗ Ольга Федорова авторпа килӗштерсе ӗçленине палăртрӗ, пултаруллă çыравçăпа паллашнă саманта аса илчӗ.

– 2003 çулта Чăваш кӗнеке издательствинче Ирина Трифонован «Асра юлнă кунсем» кӗнеки кун çути курнăччӗ. Ăна Раман Иринкки ятпа кăларнă. Вăл пултаруллă, шанăç паракан автор, унпа малалла та ӗçлемелле тесе палăртрӗ ун чухне тӗп редакторта тимленӗ Петӗр Эйзин. Каярах Ирина Трифонова хайлавӗсем «Шурă туй кӗпи» коллективлă сборникра тухрӗç, унта вăл Ирина Гордеева хушаматпа пичетленчӗ. Халӗ акă аслă классем валли хăйне уйрăм кăларăм вулакансем патне çитрӗ, – терӗ вăл.

– Пирӗн писательсем чылай чухне авторлăх позицине мала кăлараççӗ. Хăш-пӗр хайлавра çыравçăсем ачасене мӗнле курас килет, çапла калăплаççӗ, кунта ачасен – хăйсен тӗнчи, вӗсем хăйсем хуçа. Паянхи шăпăрлансем шăпах çавăн пек. Ирина Трифонова кӗнекинче автобиографилӗх те палăрать, – каларӗ Николай Осипов критик.

– Çак кӗнеке çинчен интернетра Ольга Австрийская постне вуларăм та кӗнекине туянтăм. Кашни кун пӗрер е икшер хайлавпа паллашрăм. Пурте хăйне евӗр вӗсем: асаилӳ авăрне те чăматăн, хальхи вăхăта та таврăнатăн. Кашни калавӗ ырăпа вӗçленни мана килӗшрӗ. «Самолет тата этем» халапа куççульленсе вуларăм. «Тăман витӗр», «Ан йӗр, шăллăм», «Кӗпе» калавсем уйрăмах килӗшрӗç, – уçса пачӗ шухăшне Елена Кудрявцева вӗрентекен.

Нина Царыгинăна вара «Венецире çуралнă юрату» калав кăмăла кайнă.

– Кунта тӗпре – таса туйăмсем. Чăваш литературинче хайлаври ӗç-пуç ют çӗршывра пулса иртни сайра. Çыравçă пире Венецие илсе çитерет, унăн илемӗпе паллаштарать. «Айăпра» пачах расна: Надя океан хумӗсемпе киленет, анчах чӗрери суран ăна канăç памасть.

Ольга Австрийская та кăларăмпа хăпартлансах паллашнă.

– Сӗтеклӗ те пуян чӗлхеллӗ хайлавсем çăмăллăн вуланаççӗ, сюжет йӗрӗсем туххăмрах туртса кӗрсе каяççӗ. Хăвăн ӗçӳ пирки мансах сăнарсен пурнăçне чăматăн, малалла мӗн пулассине пӗлес килни васкама хистет. Çав хушăрах кашни саманта асра хăварас килет, пӗчӗк пайрăм та пӗлтерӗшлӗ пек. Геройсемпе пӗрле пăшăрханатăн е савăнатăн, вӗчӗрхенетӗн е хăпартланатăн. Хальхи самана, илемлӗ чӗлхе, çивӗч ыйтусене хускатни, сăнарсен кăмăл-туйăмне ăста уçса пани... – акă мӗн кӗтнӗччӗ эпӗ «Тăлăхран». Шанăçăм тӳрре тухнишӗн хӗпӗртетӗп.

Çитес тӗлпулу ака уйăхӗнче иртӗ, унта Петӗр Яккусенӗн «Кӗмӗл çутиллӗ хирсем» сăвă кӗнекине пăхса тухма палăртнă.

Любовь ЛЕВАЦКАЯ.​

Автор  сăнӳкерчӗкӗ.​

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев