Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Ӗç шыракан, асăрха!

Апрелӗн 12-мӗшӗнче Тутарстанра регион шайӗнчи «Работа России. Время возможностей» Пӗтӗм Раççейри ӗçлӗх ярмăркки иртет


Апрелӗн 12-мӗшӗнче Тутарстанра регион шайӗнчи «Работа России. Время возможностей» Пӗтӗм Раççейри ӗçлӗх ярмăркки иртет

Ярмăрккана РФ Правительство йышăнăвӗпе ирттереççӗ. Унăн тӗллевӗ — эконокăшăн приоритетлă предприятисене кадрсемпе тивӗçтересси. 
Кун пек мероприяти пӗрремӗш хут 2023 çулта иртнӗччӗ. Ун чухне ярмăрккан икӗ тапхăрӗнче — регион шайӗнче, федераллă шайра пӗтӗм çӗршывран ӗç шыракан 900 пин çын хутшăннăччӗ. 35 пин ӗçпе тивӗçтерекен 785 пин ваканси сӗннӗччӗ. Ун чухне 123 пин çын ӗç тупнăччӗ. 
Тутарстанра 2023 çулта Пӗтӗм Раççейри ӗçлӗх ярмăркки харăсах 55 площадкăра иртнӗ. Республикăн районӗсемпе хулисечен 32 пин çын ӗç шыраса пынă унта. 3,4 пинӗ чăнах та ӗçе вырнаçнă, вӗсенчен 1,3 пинӗ ОПКпредприятийӗсене. Кăçал регионти тапхăр Тутарстна апрелӗн 12-мӗшӗнче 45 площадкăра пӗр вăхăтра иртет. Хусанта 9.00 — 13.00 сехетсенче Нужин профессор урамӗнчи 2-мӗш çуртра («УНИКС» культурăпа спорт комплексӗнче) кӗтеççӗ. 
Пӗтӗм Раççейри ярмарккăн площадкисенче тренингсем, курав-презентацисем, онлайн-собеседованисем, кандидатсене офлайн та суйласа илеççӗ. 
«Хусан вертолет завочӗ» АО, «Элекон Завод» АО, «Электроприбор» УАО Хусан завочӗ, «Хусан моторсем тăвакан производство пӗрлешӗвӗ» АО, С. П. Горбунов ячӗллӗ Хусан авиаци завочӗ — «Туполев» ПАО филиалӗ, «Хусан патшалăх казеннăй тар завочӗ» ФКП, «Радиоприбор» АО, «Казанькомпрессормаш» АО, «Хусан оптико-механика завочӗ» АО, «Хусан электротехника завочӗ» АО, «Хусан синтетикăллă каучук завочӗ» АО, "ХусанЭкспресс Фулфилмент«ТЯО (г. Казань), «Нэфис Косметикс» АО, «Çу комбиначӗ» АО, «Казэнерго» АО, «Хусан хулин апат-çимӗç тата социаллă апатлану департаменчӗ» АО, «Вкусно и точка» сеть, «Итле китчен» ТЯО, «Россельхозбанк» ПАО, «Сбербанк» ПАО, «АК БАРС» БАНК ПАО тата республикăри ытти пысăк предприятисемпе организацисем хăйсен вакансийӗсене сӗнеççӗ. 
Ӗç вырăнӗсем тупма пулăшакан «Работа России. Время возможностей» Пӗтӗм Раççейри ӗçлӗх ярмăрккан регионти тапхăрне пурте хутшăнма пултараççӗ. 
Татьяна Васильева.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество