Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Çак идея тӗрӗс, анчах пурнăçа кӗресси иккӗленӳллӗ

Çӗнӗ çулхи уявсене пăрахăçласа çак кунсене отпусксем çумне хушма сӗннӗ ЛДПР лидерӗ Владимир Жириновский

«Çак идея тӗрӗс, анчах пурнăçа кӗресси иккӗленӳллӗ, – тесе пӗлтернӗ Новости РИА-на РФ Патшалăх Думин экономика политикин комитечӗн председателӗн çумӗ Михаил Делягин. – Жириновский идеи тӗрӗс, анчах та вăл ăна ӗнтӗ 18 çул калать, çавăнпа та çак шухăш пурнăçланасси пирки шутлама иртерех». Ун сăмахӗсемпе, çак çулсенче хӗллехи кану пирки Думăра тӗрлӗрен сӗнӳсем пулнă. Вӗсене майри уявсем патне е отпусксем çумне хушма сӗннӗ тата ытти те. Анчах та мӗн пур идея хальлӗхе сӗнӳ шайӗнче çеç çӳреççӗ.

Жириновский шучӗпе Çӗнӗ çулхи каникулсем вăхăтӗнче вилеслӗх шайӗ çӗршывра питӗ хăпарса каять, мӗншӗн тесен алкоголь ӗçесси ӳсет, килти преступленисен, хирӗçӳсен шучӗ нумайланать. Çитменнине, экономикăра та çухатусем пӗчӗк мар, мӗншӗн тесен çак вăхăтра вăл чарăнса ларать, тенӗ депутат.  

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев