Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Çак халăх нумай çул каялла Петӗр Хусанкая çуратнă!

Петӗр Хусанкай тесен вара... Пӗлместӗп, пулӗ-ши, пулмӗ-ши малашне пирӗн çакнашкал Улăп? Пулӗ-ши, пулмӗ-ши пирӗн çакнашкал пур енӗпе те аталаннă, пур енӗпе те ăста, пур енӗпе те тӗлӗнтерӳçӗ, пур енӗпе те поэт-асамçă? Çак сăмахсене мухтав юрри юрлас тесе мар, вăл тунă ӗçсен, вăл тăван халăх валли хăварнă пуянлăхăн тӗшшине чунăмпа туйса тăнăран калатăп.

1987 çулхи кăрлач уйăхӗ. Чăваш халăх поэчӗ Петӗр Хусанкай çуралнăранпа 80 çул çитнине савăнăçлăн уявлама эпир Мускаври литераторсен çуртне пухăнтăмăр. Пирӗн йыхравпа унта тӗнчери тата Совет Союзӗнчи нумай-нумай паллă çыравçă пуçтарăннăччӗ – Пăлхартан, Венгрирен, Украинăран, Белоруссирен, Раççейри автономиллӗ республикăсенчен. Мускаври паллă поэтсемпе куçаруçăсем йышлăччӗ. Çав каçра Калмăк халăх поэчӗ, Социализмла Ӗç Геройӗ, Патшалăх премийӗсен лауреачӗ Давид Кугультдинов калани уйрăмах асра юлчӗ.

– Эрне каярах, – терӗ вăл, – Шупашкартан Мускавра Хусанкай каçӗ пуласси çинчен пӗлтерчӗç те мана çав уява хутшăнма чӗнчӗç. Пыратăп, епле пырас мар-ха, – терӗм эпӗ. – Элистапа Мускав хушшинче сывлăш çулӗ е чукун çул пулман пулсан та эпӗ Петӗрӗн çавнашкал чаплă кӗрекине çуран утса та пулин пурпӗрех çитеттӗмччӗ. Мӗн тери этем! Мӗн тери поэт!

Каярах эпӗ Петӗр Хусанкай пирки çавăн пек ăшă та ырă сăмахсем каланине Сергей Михалковпа Егор Исаевран, Расул Гамзатовпа Юсуп Хапалаевран, Мустай Каримпа Хасан Туфанран, Миклай Казаковпа Борислав Степанюкран тата ятлă-сумлă ытти нумай-нумай çынран илтрӗм.

Эй, аслăран та аслă, пултаруллă та ӗçчен, хăвăн сăнна, хăвăн ху евӗрлӗхне, хăвăн сассуна, тӗррӳне сыхласа хăварнă халăхăм! Эй, çӗр чăмăрӗн çыннисене малалла аталантарма пулăшнă Никита Бичурин пек, Иван Яковлев пек, Константин Ивановпа Çеçпӗл Мишши пек, Александр Изотовпа Петр Дементьев пек, Андриян Николаев пек, Петӗр Хусанкайпа Ухсай Яккăвӗ пек çынсене çуратса ӳстернӗ аслă халăхăм! Тавтапуç сана. Эс пуррипе тӗнче илемлӗрех, ăслăрах, çутăрах, ăшăрах.

Петӗр Хусанкай тесен вара... Пӗлместӗп, пулӗ-ши, пулмӗ-ши малашне пирӗн çакнашкал Улăп? Пулӗ-ши, пулмӗ-ши пирӗн çакнашкал пур енӗпе те аталаннă, пур енӗпе те ăста, пур енӗпе те тӗлӗнтерӳçӗ, пур енӗпе те поэт-асамçă? Çак сăмахсене мухтав юрри юрлас тесе мар, вăл тунă ӗçсен, вăл тăван халăх валли хăварнă пуянлăхăн тӗшшине чунăмпа туйса тăнăран калатăп.

Тӳррипе, чăваш литературинче вăл Константин Ивановпа Çеçпӗл Мишши хыççăн килнӗ виççӗмӗш поэт. Хăшӗ вăйлăрах пулнине палăртасси – пархатарсăр япала.

Çавна каламалла: виççӗшӗ те – çул уçакансем. «Нарспи» пек поэма пулаймӗ, «Хурçă сас» пек сăвăсем шăранаймӗç, «Тилли юррисемпе» «Хушка хумсем» пек ӗнчӗ пӗрчисем тек пулаймӗç. Çавна çуратма çӳлти Турă пăшăлтатса тăни кирлӗ. Турри вара чуна вырнаçакан сăмахсене кашни çыннах пӗлтерсе тăрасшăн мар.

Эй, аслă та мухтавлă Петӗр пиччем! Сан хăватна эпӗ чи малтанах сан пултарулăхунта чăваш чӗлхи, чăваш сăмахӗ, халăхăмăрăн ăслă та сăпайлă, таса та тирпейлӗ, уçă та янравлă, сиплӗ çăл шывӗ пек тăрă та тарăн ăс-пуçӗ хăватлă вулкан пек тапса тăни тăрăх хаклатăп. Эсӗ пирӗн чăваш чӗлхи Гомерпа Петрарка, Шекспирпа Гете, Пушкинпа Есенин, Тукайпа Джалиль, Кудашпа Карим чӗлхисенчен пӗртте кая мар, тен, хăш-пӗр çӗрте вăйлăрах та пулнине ӗнентерӳллӗн кăтартса патăн. Эсӗ пирӗн чăваш литературине тӗнче шайне кăлартăн. Эсӗ Çеçпӗл Мишши сăввисене аллă халăх чӗлхине куçарма пулăшса калама çук пысăк ӗç турăн. Эсӗ Шекспирăн вилӗмсӗр «Ромеопа Джульеттине», Пушкинăн «Евгений Онегинпа» «Полтава» поэмисене, Грибоедовăн «Ăса пула инкек», Лермонтов, Шевченко, Чехов, Вазов, Райнис, Маяковский, Тычина, Рыльский тата ытти паллă çыравçăн хайлавӗсене чăвашла куçарса наци культурин пӳлмине калама çук пуянлатрăн.

Санăн аслă ӗçӳ, санăн наци пуласлăхӗшӗн Тăван çӗршыва парăннă чăн-чăн ывăл пек хыпса çунни чăваш çыннисене, пултарулăх ӗçченӗсене шутсăр пысăк вăй-хăват пачӗç. Çамрăксемшӗн эсӗ чăн-чăн атте пек пултăн, шуррине шурă, хурине хура тесе пӗр пытармасăр каларăн, ят илнӗ çыравçăсене те, тин çырма пуçланисене те тивӗçлипе хакларăн. Шел, паян эпир литература критики тивӗçлӗ шайра тесе мухтанма пултараймастпăр.

Чăваш тӗнчиччӗ Хусанкай тӗнчи: 

Сăпайлăх та ӗçченлӗх, тараватлăх. 

Таçта çитсессӗн те –  чăваш элчи, 

Таçта пулсассăн та –  виçеллӗ, ятлă... 

– тесе çырнăччӗ эпӗ пӗр сăввăмра. Петр Петрович чăвашпа тӗнче литературисен туслăхне аталантарас тӗлӗшпе чăннипех те паттăр ӗç турӗ. Уйрăмах вăл тăванла пăлхар литературине Чăвашра, чăваш литературине Пăлхарта лайăх пӗлсе тăччăр тесе ырми-канми ӗçлерӗ. Халăх поэчӗ çавăн пекех Украина, Белорусси, Кавказ, Балтика, Атăлпа Урал тăрăхӗнчи туслă халăхсен литературисен хушшинчи асамат кӗперне хыврӗ, çав çыхăнусем паян кун та аталансах пыраççӗ.

Анлă тавракурăмлă сăвăç хăйне халăх ӗçӗнче те тивӗçлипе кăтартса пачӗ. Пӗр хушă вăл Раççей Федерацийӗн Аслă Канашӗн тата Чăваш Республикин Аслă Канашӗн депутачӗ пулчӗ, республикăри Писательсен союзӗн правленине ертсе пычӗ, СССР тата РСФСР Писательсен союзӗсен правлени пайташне суйланчӗ. Литература тата общество ӗçӗсенче хастар пулнăшăн 1950 çулта Петӗр Хусанкая Чăваш халăх поэчӗ, 1967 çулта Чăваш Республикин К.Иванов ячӗллӗ Патшалăх премийӗн, 1969 çулта Чăваш комсомолӗн Çеçпӗл Мишши ячӗллӗ премийӗн лауреачӗн ятне панă. Ăна çавăн пекех Чăваш АССР Ӗç мухтавӗпе паттăрлăхӗн Хисеп кӗнекине кӗртнӗ.

Пирӗн тивӗç – тивӗçлисене тивӗçлипе хисеплесси. Тӗнче шайӗнчи классика, тӗнче шайӗнчи кăларăмсем кирлех. Ку вăл тăван халăхăн ялтраса тăракан пуянлăхӗ çинчен тӗнчене куллен пӗлтерсе тăракан палăрăм пулӗччӗ.

Савăнăр, чăвашсем, пирӗн халăх шутсăр пуян пулнишӗн. Çак халăх нумай çул каялла Петӗр Хусанкая çуратнă!

 

Порфирий АФАНАСЬЕВ,

Чăваш халăх поэчӗ.

«Хыпар» кӗнекинчен (1 /59/, 2007, кăрлач, 23) илнӗ.

А.Хусанкай архивӗнчи сăнӳкерчӗксем.

Петӗр Хусанкай ӗç вăхăтӗнче, 1957 çул.

Петӗр Хусанкай чăваш çыравçисемпе пӗрле Болгари хăнисене кӗтсе илет, 1960 çул.

 

АСИЛТӖМ ЭП ПАЯН ХУСАНКАЯ

...Асилтӗм эп паян Хусанкая.

Чăваш та Хусанкай – синоним евӗр.

Таçти-таçти туссен çӗрне каям –

Пӗр кун иртмест ăна аса илмесӗр. 

 

Те куç пăвма пӗлетчӗ Хусанкай,

Те чунӗнче асамлă вăй кӗрлетчӗ – 

Виçсе, касса сăмах вакланă май

Çынна хăй тӗнчине тӳрех кӗртетчӗ. 

 

Чăваш тӗнчиччӗ Хусанкай тӗнчи:

Сăпайлăх та ӗçченлӗх, тараватлăх.

Таçта çитсессӗн те – чăваш элчи,

Таçта пулсассăн та – виçеллӗ, ятлă.

 

Эп Хусанта тӗл пулнăччӗ ăна.

Поэт ун чух ман сăввăма вуларӗ.

 

Мӗн калӗ тетӗп Хусанкай мана? – 

Ни ятламарӗ вăл, ни мухтамарӗ.

 

Тăратчӗ Мударрис юнашарах – 

Тутар пулин те – «хӗреснай аттеччӗ»,

Каларӗ Хусанкай: «Упра, Шараф,

Çак ачана... Эп хам та ун пекрехчӗ...»

 

Мӗн пулнă-ши пирте пӗрешкелли?

Сăн пит-ши? Е лара-тăра пӗлменлӗх?

Татса калаймăп. Маншăн чи кирли – 

Таса чунра та пултăрччӗ пӗрпеклӗх.

 

Манпа паян Хусанкайпа Уяр.

Тӗтре çухалчӗ. Кун каллех хаваслă. 

Хӗвел те тинӗс. Эпӗ пӗччен мар.

Чӗрем тулли – пулни, пурри, пуласлăх.

(«Кăнтăр сăввисем» ярăмран).

 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: #Хусанкая115çул