Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Çак санкцисем пирӗн аграрисене ытларах хамăр заводсем туса кăларнӑ техникăна туянма хистеççӗ

Ял-хуçалăх техникине туса кăларакан тӗнчери чи пысăккисенчен пӗри, Америкăри «Дир» компани хăйӗн продукцине Раççейпе Белоруссине сутма чарăннă.

Компани представителӗн Дженнифер Хартманăн сăмахӗсемпе, икӗ эрне каялла вӗсем Раççее техника кӳме чарăннă, унтан Беларуçе те. «Эпир лару-тăру мӗнле аталаннине тимлӗн сăнатпăр, хальлӗхе америка тата халăхсем хушшинчи санкцисене йăлтах пăхăнатпăр», - тенӗ вăл.

«Дир» компани тракотрсем, сеялкăсем, комбайнсем, çавăн пекех вăрман хатӗрлемелли, çулсем юсамалли тата ытти техника туса кăларать. Раççейри Оренбургра çак фирмăн акмалли тата çӗр сухаламалли техника туса кăларакан завод пур, Домодедовăра заппас пайӗсен склачӗ.

 

Çак санкцисем пирӗн аграрисене ытларах хамăр заводсем туса кăларн техникăна туянма хистеççӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев