Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Cахăр диабечӗ Covid-19-тан вилес теветкеллӗхе 12 хут ӳстерет.

Сахăр диабечӗ чухне ытларах чухне çыннăн виçи ӳсет, çакă теветкеллӗх факторӗсенчен пӗри. Паллах, çак чир республика халăхӗн 7 процентӗнче пур вăхăтра, эпир кун çине тимлӗх уйăрмаллах

Çӗнӗ коронавирус инфекцийӗ ан ертӗр тесе Тутарстанра сахăр диабечӗпе чирлӗ çынсен сывлăхне тимлӗн сăнаççӗ. Мӗншӗн тесен çӗнӗ вирус эндокринлă ситсемăна аркатать. Кун çинчен журналистене ТР сывлăх сыхлав министрӗн пӗрремӗш çумӗ Альмир Абашев пӗлтернӗ.
«Коронавирус инфекцийӗ организма лексен сахăр диабечӗ чире йывăрлатса яма пултарать. Сахăр диабечӗ чухне ытларах чухне çыннăн виçи ӳсет, çакă теветкеллӗх факторӗсенчен пӗри. Паллах, çак чир республика халăхӗн 7 процентӗнче пур вăхăтра, эпир кун çине тимлӗх уйăрмаллах», – палăртнă спикер.
Абашев сăмахӗсем тăрăх, терапевтсемпе участок тухтăрӗсене тата малтанхи медицинăпа санитари врачӗсене диабетиксене сăнаса тăма хушнă.  

«Çак çынсем ОРВИ чирне ертнӗ пулсан, тӳрех профилактика мерисене йышăнаççӗ, коронавирус инфекцине тӗрӗслеме тест тăваççӗ, – ăнлантарнă министр çумӗ. – Енчен те сахăр диабечӗллӗ çынра ОРВИ симптомӗсем палăрчӗç пулсан, ун сывлăхне медиксем тата тимлӗрех тӗрӗслеççӗ: юнри сахăр шайне тӗрӗслеççӗ тата сиимптомсемпе кӗрешеççӗ».  

Абашев сăмахӗсемпе, çакнашкал практика граждансен ку категорийӗ чирленин йывăрлăхне çăмăллатма пулăшать. Медиксен шухăшӗпе сахăр диабечӗ Covid-19-тан вилес теветкеллӗхе 12 хут ӳстерет.
Коронавирус организмри эндокринлă системăна аркатнисӗр пуçне ӳпкесене те сиен кӳрет. Çавăнпа  унăн çăмăл, симптомсăр формисемпе чирленисен те малашне асăрханмалла.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев