Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Çамрăк çемьесене пӗлме

ТР çамрăксен ӗçӗсен министрӗ Ринат Садыков ТР регионсемпе ӗçлекен центрăн тӳрӗ эфирӗнче çамрăксен пурнăç условийӗсене лайăхлатассипе Тутарстанра тăватă программа ӗçлени çинчен каласа панă


ТР çамрăксен ӗçӗсен министрӗ Ринат Садыков ТР регионсемпе ӗçлекен центрăн тӳрӗ эфирӗнче çамрăксен пурнăç условийӗсене лайăхлатассипе Тутарстанра тăватă программа ӗçлени çинчен каласа панă

Министр программăсемпе мӗнле майпа усă курмаллине те ăнлантарнă. 
«Молодая семья» федераллă программăна чи малтан асăннă вăл — ачасăр çамрăк çемьесем пурăнмалли çуртăн (хваттерӗн) хакӗнчен 30 процент субсиди илме пултараççӗ, ачаллисем — 35 процента çити. Ку суммăна ӳлӗм патшалăха тавăрса памалла мар. 

«Молодая семья» ятлă программа республикăн та пур. Ăна ТР патшалăх пурăнмалли çурт-йӗр фончӗпе пӗрле ТР Çамрăксен ӗçӗсен министерсти пурнăçлать. Ку программăна хутшăнакансемшӗн бюджетлă сферăра ӗçлени пӗлтерӗшлех мар. Чи кирли — мăшăрăн 35 çултан аслă пулмалла мар тата вӗсен пурăнмалли çурт-йӗр кирлине ӗнентермелле. 

‎Виççӗимӗш программа çамрăк çемьесен пурнăç условийӗсене лайăхлатасси çинчен Тутарстан законӗн витӗмӗпе пурнăçланать. Ăна 1999 çултанпах илсе пыраççӗ. Ку енӗпе паянхи куна 5 пин ытла çемье пулăшу илнӗ. Пурăнмалли çуртăн (хваттерӗн) хакӗнчен 60 проценчӗ таранччен рассрочка илме пултараççӗ вӗсем. Парăма 15 çул хушшинче процентсемсӗр тавăрса памалла. 

Çамрăк çемьесене пулăшассипе ӗçлекен тепӗр механизм — ТР Çамрăксен ӗçӗсен министерствин ведомство программи, министерство «Тутарстан студенчӗсен лиги» çамрăксен обществăлла юхăмӗн хастарӗсемпе çамрăксен политикин учрежденийӗн ӗçченӗсемпе конкурс ирттерсе çемьесене социаллă ипотека программипе тунă 49 хваттере параççӗ. 

Çакăн хыççăн Ринат Садыков куракансен ыйтăвӗсене хуравланă — пурăнмалли çурт (хваттер) туянассипе пӗр программăран теприне мӗнле куçмалла, уйрăм çурт çӗклеме укçа-тенкӗ хывма мӗнле программăпа усă курсан лайăхрах тата ытти те... Пуринчен ытла халь ку енӗпе ӗçлекен программăсем çинчен туллин ăçтан пӗлме пулать тесе интересленнӗ çамрăксем. 

Çемье регистрацине тăнă муниципаллă йӗркеленӗвӗн ӗçтăвкомӗнче республикăра ӗçлекен программăсемпе тӗплӗн паллаштараççӗ. Унта профильлӗ пурăнмалли çурт-йӗр уйрăмӗсем ӗçлеççӗ. Вӗсем программа çинчен те тӗплӗн каласа параççӗ, пурăнмалли условисене лайăхлатассипе учета тăма мӗнле документсем пухмаллине те калаççӗ. 

ТР Çамрăксен ӗçӗсен министерствин сайтӗнче «ТР çамрăкӗсене пурăнмалли çурт-йӗр» (Жилье молодым РТ) разделта та кирлӗ информацие пӗлме пулать. 
Эфир вӗçленнӗ май министр Раççейре те, Тутарстанра та çамрăксене вӗренме, ӗçлеме, пурăнма условисем туса пани çинчен каланă. Асăннă программăсем «Вӗрентӳ» наци проекчӗн тӗллевӗсене пурнăçлама май параççӗ.

Сăнӳкерчӗк minmol.tatarstan.ru сайтран

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество