Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Çамрăк çемьесене тӗрев

84 çемьене пурăнмалли условисене лайăхлатма субсиди панă

84 çемьене пурăнмалли условисене лайăхлатма субсиди панă

«Çамрăк çемьесене пурăнмалли çуртпа тивӗçтересси» программăпа Тутарстанри 84 çемьене тавăрса памалла мар субсиди панă. Ачаллă çемьесене туянас хваттерӗн 35 процентне тӳлемелӗх сертификатсем панă, ачасăр çемьесене — 30 процентне тӳлемелӗх. 

«Тавăрса памалла мар субсиди çамрăк çемьесене пулăшма хута янă программăсенчен пӗри, 2006 çултанпа ӗçлет. Унтанпа 8 пин çемье пурнăç условийӗсене лайăхлатнă. Çак шанăçпа усă курас текенсен шучӗ çлсерн ӳсет. Пӗлтӗр 38 районтан 80 çемье пурăнмалли условисене лайăхлатнă, кăçал 41 муниципалитетран 84 çемье илнӗ. Пирӗн министерствă пурăнмалли условисене лайăхлатассипе çыхăннă тăватă программăпа ӗçлет. 2023 çулта Тутарстанри 400 çамрăк çемье патшалăх пулăшăвӗпе пурăнма çурт е хваттер туяннă», — тесе каласа панă ТР çамрăксен ӗçӗсен министрӗ Ринат Садыков. 

Тавăрса памалла мар субидие «Çамрăк çемьесене пурăнмаллипе тивӗçтерме» программăпа пурăнмалли туянма е строительствăшăн тӳлеме е ипотека парăмне татма параçӗ. Çак программăпа усă курас тесен чăнах та пурăнмалли условисене лайăхлатмаллине, уйăхсерен тӳлесе тăма хал çитнине ӗнентермелле тата прогаммăна хутшăнакансен упăшкин те, арăмӗн те 35 ултан аслă пулмалла мар. Учета тăма çамрăк мăшăрăн регистраци вырăнӗпе Ӗçтăвкома кайса заявка памалла. 

Сăнӳкерчӗк minmol.tatarstan.ru сайтран.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество