Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Çамрăк çыншăн Çӗнӗ çул вилӗмпе вӗçленнӗ

Ӗçкӗ вăл ырри патне илсе çитермест çав. Çырчаллинчи каччăн пурнăçӗ те виçине пӗлмесӗр ӗçнипе вăхăтсăр татăлнă. Çӗнӗ çула кӗтсе илме илнӗ-ха вăл, анчах вăт малалла пурăнма шăпа пӳрмен пулмалла. Тӗрӗсрех каласан, çăмăлттайла ăссăрлăх. Урăхла пулнă-тăк ...

Çӗнӗ çул каçхине килне таврăнма тухнă Çырчалли каччи урамра йăванса кайса шăнса вилнӗ, тесе пӗлтерет «Татар-информ» Информаци агентстви.

Унччен маларах полицие 21-ти каччăн ашшӗпе-амăшӗ ывăлӗ килне таврăнманнине пӗлтерсе шыраттарма пынă. Уяв каç вӗсен ывăлӗ юлташӗсемпе пӗрле клуба кайнă, пӗрле ӗçнӗ, çавăн хыççăн килне урăх таврăнман. Каччă пирки ним те паллă пулман.

Нумай пулмасть унăн шăннă кӗлеткине 37-мӗш комплекс çумӗнчи предприяти патӗнче тупнă. Экспертиза кăтартнă тăрăх, çамрăк çын шăнса вилнӗ.

Паллă пулнă тăрăх, çамрăк çын икӗ юлташӗпе ӗçнӗ хыççăн килне çуран таврăнма шутланă та çитеймен. Ӳкнӗ те урăх тăрайман. Унăн телефонӗ те хăй çумӗнчех выртнă.  Çапла айванла татăлнă çамрăк пурнăç.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Происшествия