Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

ÇАМРĂК ÇЫРАВÇĂСЕМ ÇУЛРАН ÇУЛ ЙЫШЛĂ

Иртнӗ эрнере Хусанта ача-пăча тата çула çитмен çамрăксем валли ирттерекен «Глаголица» литература конкурсӗ тăххăрмӗш хут çӗнтерӳçӗсене тăманасем – хрустальтен шăратса тунă кӗлеткесем – валеçсе тухрӗ.

Ноябрӗн 14–18-мӗшсенче Хусанта IX Халăхсен хушшинчи «Глаголица» никама пăхăнман литература премийӗн финалӗ пулчӗ. Кăçал унта 17 çӗршывран 2212 ача хутшăннă, пӗлтӗрхинчен 50 процент ытларах. Çывăхри ют çӗршывсенчен те, инçетрисенчен те – Францирен, Китайран, Монголирен, Испанирен, Германирен, АПШран, Болгарирен – пулнă конкурсантсем. 

Проза, поэзи жанрӗсемпе çыракансем вырăсла тата тутарла хайлавӗсене март уйăхӗнченех йышăнма пуçланă. Çулӗсене кура – 10 – 13 тата 14 – 17 çултисем – икӗ ушкăнран тăракан конкурсантсем 9 номинацире ăмăртнă. Çак проекта йӗркелекен «Счастливые истории» Ыркăмăллăх фондне туса хунă Ирина Хуснутдинова журналистсене тутар чӗлхипе çырнă хайлавсем сахал пулнине кулянса пӗлтерчӗ. Профессиллӗ çыравçăсем суйласа илнӗ ӗçсен авторӗсенчен те хăшӗсем  Хусана килеймен иккен – ашшӗ-амăшӗ инçетри пысăк хулана яма килӗшмен. 

Тутарстанăн шӗкӗр хулине килнисен кăмăлӗсем тулнă – хулапа паллашма экскурсисем йӗркеленӗ вӗсем валли, паллă писательсемпе, поэтсемпе тӗлпулусем ирттернӗ. Тата çырас пултарулăха аталантарма тӗрлӗ семинарсем йӗркеленӗ. Ӗçӗсене альманахра пичетленӗ.

Татьяна ВАСИЛЬЕВА.

Константин Малышев сăнӳкерчӗкӗ

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев