Çамрăк футболистсем ачасемпе тӗл пулнă
«Рубин» командинче вылякансем апрелӗн 7-мӗшӗнче Республикăн ача-пăча клиника больници (ДРКБ) çумӗнчи хăна çуртӗнче пурăнакан çамрăк пациентсем валли мастер-класс ирттернӗ.
Тӗлпулу пресс-конференцирен пуçланнă. Ачасем «Рубин» футбол клубӗн çамрăк составне кӗрекен 17 çулти Богдан Хайруллинран, 18 çулти Артем Горностаевран тата хӗрарăмсен командин тӗп составне кӗрекен 23 çулти Ксения Кулиничран футболистăн кулленхи пурнăçӗ çинчен ыйтса пӗлнӗ. Ирхине миçере вăранни, кунне миçе хут тренировка пулни, мӗнпе апатланни интереслентернӗ вӗсене.
«Тренировкăсем 6 çултан пуçланчӗç, çавăнтанпа кашни ир маншăн 6 сехетре тытăнать», – пӗлтернӗ Богдан Хайруллин çамрăк аудиторие шухăша ярса.
Унтан клуб командинче хӳтӗлевçӗре вылякан Ксения Кулинич çăмăл тренировка ирттерме сӗннӗ. Футболистсем вăйă выляс умӗн тăвакан упражненисем кăтартнă. Çавăн пекех вӗсем ачасене тактика вăййин урăмлăхӗсемпе, пенальтин тата команда вăййин вăрттăнлăхӗсемпе паллаштарнă.
Ачасене тӗлпулу питӗ килӗшнӗ. Вӗсем футболистсене хăйсенчен ярасшăн пулман, вӗсемпе сăн ӳкерӗннӗ, автографсем илнӗ.
Ачасенчен пӗри, 13 çулти Егор тусӗ «Рубинпа» вылянине ӗненмес тесе видео ӳкеренме ирӗк ыйтнă. Футболистсем хаваспах килӗшнӗ, Егорăн тусӗ валли пӗрле онлайн-салам çыртарнă.
«Семья вместе» ыркăмăллăх фончӗн сăнӳкерчӗкӗсем.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев