Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Çамрăк ӳнерçӗсен куравне васкăр

120 ӗçрен тăракан экспозицире тӗрлӗ жанрпа ăсталанă ӗçсем – графика, скульптура, инсталляци, цифрăллă искусство.

Сентябрӗн 14-мӗшӗнче 16.00 сехетре ТР Патшалăх ӳнер искусствисен музейӗ çумӗнчи Хальхи вăхăтри искусствăн галерейинче «АРТ-Мастерская XXI» çамрăксен творчество мастеркойӗсен V Пӗтӗм Раççейри форумӗ уçăлать. Ăна РФ Художниксен творчество союзӗ тата Раççей ӳнер академийӗн Атăлçи уйрăмӗ йӗркеленӗ, укçа-тенкӗпе 2023 çул Педагог тата вӗрентекен çулӗ пулнин витӗмӗпе РФ Культура министерстви тӗрев панă.

Раççейӗн тӗрлӗ регионӗнче пурăнакан çамрăк ӳнерçӗсен ку проектра ӳнер искусстинче çитӗнӳ тунисемпе пӗрле ӗçлесе опыт илме май пур.

120 ӗçрен тăракан экспозицире тӗрлӗ жанрпа ăсталанă ӗçсем  – графика, скульптура, инсталляци, цифрăллă искусство. Форума хутшăнакан ӗçсене пӗр тема пӗрлештерсе тăрать – «Ной ковчегӗ».

Сăнӳкерчӗк Хальхи вăхăтри искусствăсен галерейин архивӗнчен.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: 2023 – Год педагога и наставника