Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Чăнкă тăвайккинчен ярăнакансен фестивалӗ

Хусан Кремлӗ патӗнче сноубордистсемпе йӗлтӗрçӗсене мартăн 10-мӗшӗнче «Крутой спуск» I фестивале кӗтеççӗ

Хусан Кремлӗ патӗнче сноубордистсемпе йӗлтӗрçӗсене мартăн 10-мӗшӗнче «Крутой спуск» I фестивале кӗтеççӗ


Хӗл питӗ юрлă, йӗлтӗрçӗсемшӗн тӳлек çанталăк уйăхӗ-уйăхӗпе тăчӗ пулин те йӗлтӗрепе ярăнса тăранман курăнать. Вырсарникун сноубордпа, йӗлтӗрпе ярăнакансем Кремль патне пухăнӗç.

Çурхи хӗвел айӗнче васкаса ирӗлекен юра шăнтаймăн, хулари юра машинăсемпе Кремль хысакне пушатаççӗ, тракторсем трасса хатӗрлеççӗ. Кун пек мероприяти пӗрремӗш хут иртет, тен, çавăнпа, тен, интереслӗ культура программи йӗркелеме шантарнипе Кремль стенисем патӗнчен Пинçуллăх тӳремне чăнкă тăвайккинчен анма хатӗррисем нумаййипе регистрацие мартăн 6-мӗшӗнчех вӗçленнӗ — 300 çын заявка пама ӗлкӗрнӗ.

Мероприятие хутшăннăшăн укçа тӳлемелле мар. Фестиваль хӗллехи спорт тӗсӗсене юратакансемшӗн чăн-чăн шоу пуласси куçкӗрет, халиччен пулман интереслӗ мероприятие курма юратакансене те Кремль патне йыхравлаççӗ. Фестиваль 12.00 сехетре уçăлать, сехет маларах регистраци, йӗркелӳпе çыхăннă ыйтусене татса парӗç. 


Кăнтăрла иртсе виçӗ сехетре çӗнтерӳçӗсене чысланипе фестиваль вӗçленет.

Сăнӳкерчӗк В.Васильевăн («Татар-информ» ИА архивӗнчен).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество