Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Çăра хура чей вырăнне симӗсси усăллăрах

Коронавируспа чирлесе ирттернӗ хыççăн мӗнле ӗçмеллисене ӗçессинчен тытăнса тăрсан аванрах пулассине журналистсене экспертсем пӗлтернӗ.

Малтанхи ретре çăра кофе тата хура чей тăраççӗ. Çакă чир хыççăн хăвăртрах сипленме пулăшать. Çакăн çинчен диетолог-врач Анжелика Дюваль пӗлтернӗ.

«Ӗçме юраманнисен шутне эпӗ çавăн пекех пылак газировкăсене, пекетри соксене кӗртнӗ пулăттăм. Çак соксене килте хатӗрлесен лайăхрах», - тесе хушнă специалист.
Анжелика Дюваль Covid-19-па чирлесе ирттернӗ çынсене облепихăпа шур çырличен морссем туса ӗçме сӗннӗ тата симӗс чей.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев