Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

ÇĂРА ТЫТКĂНӖНЧЕ

Калав

Хӗллехи сивӗ кун Витя тумланчӗ те картишне тухрӗ. Пăхрӗ те – аслăк айне кӗрекен алăк çинче пысăк çăра çакăнса тăрать. Мӗншӗн-тӗр вăл тӳрех ун куçӗ тӗлне пулчӗ. Ун патне ура айӗнчи юра шăтăртаттарса утса пычӗ – çăра çăварӗ тӗлӗнчех. Арçын ача ун çине ăшă сывлăш вӗрчӗ. Çăра пасарса, шуралса кайрӗ. Халь кăна хураччӗ-çке! Арçын ача кăштах пăхса тăчӗ те çăра çинчи паса ирӗлтерем-ха тесе тата вӗрчӗ. Вăл тата шурăрах пулса тăчӗ.
«Мӗн пулчӗ-ха ăна, мӗншӗн вӗрсен шуралать вăл?» – кăсăкланчӗ Витя.
Вăл паса ирӗлтерес шутпа чӗлхине кăларчӗ те çăра çумне перӗнтерчӗ. Ай, мӗн ку?! Ун чӗлхине сивӗ çатăртаттарса, пӗçертсе илчӗ! Туртса илес тет вăл – хăйпăнмасть. Хайхи ун чӗлхи тимӗр çăра çумне çыпăçсах ларчӗ. Ăна туртма хăтланать – тата хытă ыратать! Мӗн тумалла! Лек­рӗ-тӗк—лекрӗ! Кăшкăрас – кăшкăрма май çук. Чӗлхи ытла сивӗпе ним пӗлми пулчӗ ӗнтӗ... Витя çăрана икӗ аллипе ярса илчӗ те пӗр хускалмасăр тăрать. Ун çине сывлăшне темиçе хут хыттăн вӗрсе кăларчӗ – усси çук, ăшăтмасть, тимӗр пурпӗр хăй тыткăнӗнчен ямасть. Арçын ача хăраса ӳкрӗ.
«Хăçанччен тăмалла кун пек?! Чӗлхе çăтăр-çăтăр туса ыратать. Кун пек пулмасть, мӗнле те пулсан хăтăлмаллах тимӗр çăра тыткăнӗнчен», –  шухăшларӗ вăл.
Вара мӗн пулать те мӗн килет тесе пуçне хыçалалла карт! туртрӗ –  чӗлхи хӗртнӗ тимӗр перӗнтернӗ пек çатăртатса ыратса кайрӗ.
Витя кукленсе ларчӗ те çăварне икӗ аллипе хупларӗ. Эх, ыратать! Эх, ыратать! Вăл çăра çине пăхрӗ: тимӗр çине чӗлхе ӳчӗ çыпăçса юлнă! Вăл сурчӗ те шурă юр юнпа хӗрелчӗ.
Çăра тыткăнӗнчен хăтăлнăскер нумай шутласа тăмарӗ, пӳртелле вирхӗнсе кӗчӗ. Ним тăвайман енне витререн пӗр курка шыв ăсса илчӗ те туххăмрах ӗçсе ячӗ. Ун çăварне кăмакаран кăларнă кăмрăк хыпнă пек çунтарать. Вăт пулчӗ ку!
Ку мыскара хыççăн Витя икӗ эрнене яхăн вӗри тата хытă апат çиеймерӗ. Сивӗннӗ шӳрпе, чей тата сӗт ӗçкелесе пурăнчӗ.
Ваттисем: «Кашни шăтăка сăмсуна ан чик», – тенӗ çав. Сăмсана çеç мар, чӗлхене те пӗлмен япала çумне перӗнтермелле мар. Сивӗ тимӗр çумне – пушшех те.

Николай ЛАРИОНОВ-ЙӖЛМЕЛ

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев