ÇАВĂН ПЕК ПАТТĂР ÇЫНСЕМ ПУРĂННĂ КУРАКЬЕЛӖНЧЕ
Вăрçăра пулнă çынсем вăрçă çинчен аса илме юратман, çавăнпа ача-пăча вӗсен паттăрлăхӗ çинчен пӗлмен те темелле
Раççей Федерацийӗн Оборона министерствин планӗпе «Астăвăм Çулӗ» («Дорога Памяти») портал ӗçлеме тытăнсан эпир вăрçăра пулнă, тылра ӗçленӗ хамăр тăвансене, çывăх пӗлекенсене çав проект тытăмне кӗртме тытăнтăмăр – вăрçăпа çыхăннă вӗсен кӗске биографине, сăнӳкерчӗкне (камăн пур, çук пулсан – унсăрах). Çӗршывӗпех лартрӗç çынсем хăйсен тăванӗсене (пӗр çеккунт хушшинче темиçе çын çинчен хăвăрт-хăвăрт материал кӗрсе ларатчӗ). Ытларах вăл юхăм Çентерӳ кунӗ тӗлне питӗ вăй илет. Нумай çын хăйӗн тăванӗсем манăçа тухасран çав проекта хутшăнать.
Шыракан тупатех
Эпир те тăрăшрăмăр. Пурнăçланă ӗçе хамăрăн тӗп эксперта – аннене, пӗрремӗш вӗрентекене – Лидия Николаевна Ермиловăна кăтартрăмăр. Вăл тăвансене пурне те курнă хыççăн хăй мӗн ачаранах лайăх пӗлекен çынна та – ачаран пӗрле ӳснӗ юлташӗн (вăл та Лидия ятлă) ашшӗне, Тутарстан Республикин Нурлат районне кӗрекен Куракьел ялӗн çыннине – Якур пиччене (Егор Федорович Петрова) – çав «Астăвăм Çулӗ» проектра курасшăн пулчӗ. Шырарăмăр – çук. Вара ăна та унта кӗртес тесе çине тăрсах ун çинчен материал шырама тытăнтăмăр. Анне, Л.Н.Ермилова, хăй мӗн пӗлнине, мӗн астунине каласа пачӗ: «Егор Федорович Петров – 1941–1945 çулсенчи Тăван çӗршывăн Аслă вăрçин ветеранӗ. Унăн ашшӗ – Федор Петрович Петров – Пӗрремӗш тӗнче вăрçинче тата граждан вăрçинче пулнă. Пӗччен картла вылянă вăл ватăлсан, утиялтан-мӗнтен алсасем çӗленӗ. Юрă ӗнӗрлесе çӳренӗ:
Дайте в руки мне гармонь
Золотые планки!
Парень девушку домой
Провожал с гулянки…
Умне картсем сарса хунă та тунката çине, çур литр эрех лартса хунă умне – ун патне кам та пулин чарăнса картла вылятăр тесе (пӗччен питӗ тунсăх пулнă ӗнтӗ ăна – ват çынна). Хăйсен кил-çурчӗ умӗнче ларнă çапла. Мăшăрӗ унăн – Кӗтерук. Якур пиччи, Егор Федорович, вӗсен усрав ывăл пулнă. Çав усрав ывăлӗ çитӗнсен вăрçа кайнă».
«Подвиг народа» сайтра Егор Федорович Петров çинчен çырнине тупрăмăр та тӗлӗнсе кайрăмăр. Вăл иккен Хӗрлӗ Çăлтăр орденӗн кавалерӗ. Кам пӗлнӗ? Ӗлӗк вӗт, вăрçă хыççăнах, çапăçусенче пулнă çынсем вăрçă çинчен пит калаçман. Мӗн те пулин аса илсен те пӗр-пӗрне пăшăлтатса кăна каланă ача-пăча хăлхине ан кӗтӗр тесе.
Хӗрлӗ Çăлтăр орденне вилес умӗн кăна панă
Егор Федорович Петрова Хӗрлӗ Çăлтăр орденне мӗнле паттăрлăхшăн панине те çырнă. Акă Е.Ф.Петровăн çар тата 1941 – 1945 çулсенчи вăрçăпа çыхăннă биографийӗнче çырнă йӗркесем:
«Петров Егор Федорович, 1919 г.р., красноармеец, в РККА с 1939 года. Призван Октябрьским РВК Татарской АССР, Октябрьский р-н.
Место службы: Крымский фронт – декабрь 1941 г. по апрель 1942 г., Северо-Кавказский фронт – июнь 1943 г. по июль 1943 г. Имеет три ранения, одну контузию. Награжден Орденом Красной Звезды (1944).
Подвиг: Тов. Петров Егор Федорович, наводчик противотанкового ружья, во время боев за высоты «Безымянная» и «Сахарная голова» из своего противотанкового ружья уничтожил одну фланкирующую пулеметную точку противника, тем самым дал возможность продвинуться нашей пехоте вперед, а также уничтожил из автомата и фрицев.
Тов. Петров достоин правительственной награды – Ордена Красной Звезды.
Командир Отдельной роты Противотанковых ружей 255-й Краснознаменной Таманской морской стрелковой бригады капитан Горюнов. 4 мая 1944 г.».
Егор Федоровичăн сăнӳкерчӗкне унăн хӗрӗ – Лидия Егоровна Федорова (Петрова), Самар облаçне кӗрекен Красноармейски районӗнчи Любицкий поселокӗнче пурăнаканскер, ярса пачӗ. Сăнӳкерчӗк çинче Якур пичче наградăсемпе ларать. Пăхатпăр, Хӗрлӗ Çăлтăр орденӗ çук. «Ăçта?» – ыйтатпăр. «Ăна аттене вилес умӗн пӗр çул маларах кăна – 1996 е 1997 çул-и, лайăх астумастăп – килсе пачӗç», – терӗ. Хӗрлӗ Çăлтăр орденне Егор Федорович Петрова 53 çул иртсен тин шыраса тупса панă. Юрать ветеран хăй сывă чухне наградине илсе ӗлкӗрнӗ. «Аçăр тӗлӗнчӗ-и, савăнчӗ-и?» – тесе ыйтсан: «Ун чухне вăл ӗнтӗ чирленӗччӗ, выртса тăратчӗ», – терӗ (хушшăмăр инçе пулнипе эпир унпа телефонпа калаçрăмăр).
Ачаранах астунисене анне, Л.Н.Ермилова, каласа пачӗ: «Егор Федорович Петровпа мăшăрӗн Алтатье (Евдокия) аппан, Ерепьелӗнчен пулнă вăл, ачисем: Петр, Федор, Лидия, Александр, Геннадий (ача чухне пусса кайса вилнӗ), Геннадий (вара тепӗр ывăлне те çав ятах хунă). Ултă ача çуратнă, пиллӗкӗшӗ ӳснӗ. Куракьелӗнче пурăннă. Пиртен пӗр килӗ урлă кăна пурăннă: çумра асаннесем, унтан вӗсемччӗ (Петровсем). Умӗнче тарасаллă пусăччӗ. Журавль. Якур пичче купăс та калатчӗ. Хăйсем патӗнче каланă, туйсене çӳремен – унта çӗрӗпе каламалла вӗт. Аттепе (Николай Федорович Егоров) Нягашкин чухлӗ каламан. Нягашкин Иван пичче хăй те калатчӗ, ывăлӗ Микулай та калатчӗ. Пети, тепӗр ывăлӗ, каламан. Якур пиччесем виçӗ ăру пурăннă килӗнче. Уйрăлса тухман. Ӗлӗк пӗрле пурăннă. Урай хăмисене пăхса тӗлӗнеттӗмччӗ: вӗсем пилӗк стеналлă çӗнӗ пӳрт тунăччӗ, урайӗсем – сарлака хăмасемччӗ. Вӗсем хырă пулнă-тăр ӗнтӗ. Яп-яка сăрланăччӗ (эпир ун чухне çитӗннӗ ӗнтӗ). Чӳречисем хупăллăччӗ. Хӗлле сивӗрен хупнă каçхине, çулла – хӗвелтен, шăрăхран. Ӗлӗк шăна питӗ нумайччӗ. Егор Федорович Петров пысăк тракторпа ӗçлетчӗ ялта, «Москва» колхозра. Ӗмӗр тăршшӗпех механизатор пулнă. Кайран, тивӗçлӗ канăва тухсан, трактор паркӗнче хуралçăччӗ.
Хӗрӗ, Лидия Егоровна, ашшӗне, Егор Федоровича, Куракьелӗнчен Самар облаçне пурăнма илсе кайнă. Вилсен яла, Куракьелне, илсе килсе пытарнă».
Çапла эпир Егор Федорович Петров çинчен информаци пухса тата унăн сăнӳкерчӗкне «Астăвăм Çулӗ» проекта кӗртрӗмӗр.
Виçӗ вăрçăран сывă таврăннă
Егор Федорович Петровăн ашшӗ çинчен те çӗнӗ материал тупма май килчӗ. Лидия Егоровна Федорова хăйӗн аслашшӗ Федор Петрович Петров çинчен çакна та каларӗ: «Вăрçă вăхăтӗнче асатте Ленинградра блокадăра пулнă. Çавна пӗлетӗп». Шел пулин те, Ф.П.Петров миçемӗш çулта çуралнине, вилнине никам та астумасть. Вара «Подвиг народа» сайт çинче шырама тытăнтăмăр. Унта Петров Федор Петрович ятлисем, 1941 – 1945 çулсенчи вăрçа хутшăннисем, пурӗ 50 страница. Кашни страницăра 50-шар çын Петров Федор Петрович ятлă. Вара ывăлӗн, Егорăн, çуралнă çулӗ çине таянса (усрав ывăл пулнă пулин те) шырарăмăр. 1890-мӗш çулсенче çуралнисене пурне те тенӗ пекех уçа-уçа пăхрăмăр – çуралнă ял ячӗ тăрăх та пулин тупас тесе. Вара 1898 çулта çуралнисен хушшинче списокра чи юлашкинчен Тутар АССРӗнчи Октябрьски районӗнчи Куракьелӗнче çуралнă Петров Федор Петрович тухрӗ. Питӗ савăнтăмăр!
«Подвиг народа» сайт çинчи наградăлани çинчен калакан документăн номерӗ: 84. Документăн дати: 06.04.1985. Тăван çӗршывăн Аслă вăрçин I степеньлӗ орденӗпе наградăланă. Эппин, Хӗветӗр пичче (куракьелсем ăна Трушук тетчӗç, вырăсла «дружок» сăмахран) – Петров Федор Петрович – виçӗ вăрçа хутшăннă паттăр (çавна эпир ача чухне нимӗн те пӗлмен, питӗ шел). 1941 – 1945 çулсенчи вăрçа, эппин, ашшӗ те, ывăлӗ те хутшăннă. Ун пекки сайра пулман, тата та пулнă. Вăрçăра пулнă çынсем вăрçă çинчен пит калаçма, аса илме юратман. Çавăнпа ача-пăча вӗсен паттăрлăхӗ çинчен пӗлмен те темелле.
«Пӗррехинче кайрăм та Лида (Лидия Егоровна Федорова (Петрова) юлташăм патне – картишӗнче карта. «Ку мӗн ара?» – ыйтатăп хайхи. «Карта». Хӗветӗр пичче хатӗрлесе хунă иккен хăйне валли. Хатӗр пултăр тесе. Хăй вилсен», – аса илсе каласа парать анне. Çулӗсем нумаййине кура малтан хатӗрлесе хурас тенӗ виçӗ вăрçăран сывă таврăннă çын.
Çавăн пек паттăр çынсем пурăннă Куракьелӗнче: пулас ăрусем валли хăйсен вăхăтӗнче Тăван çӗршыва тивӗçлӗ хӳтӗленӗ. Çӗре çити тайма пуç Тăван çӗршыва хӳтӗлекенсене пурне те!
Елена ФЕДОТОВА,
филологи ăслăлăхӗсен
кандидачӗ,
Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхӗсен институчӗ.
Шупашкар хули.
Автор архивӗнчи сăнӳкерчӗк.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев