Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Çăварни эрни пуçланчӗ

Çăварнин малтанхи вырсарникунне Аслă Çăварни тенĕ, ун хыççăнхи тунтикунпа ытларикуна та Аслă Çăварни шутне кĕнĕ. Çăварни эрнин юлашки вырсарникунне Кĕçĕн Çăварни тенĕ, ун умĕнхи эрнекунпа шăматкун та Кĕçĕн Çăварни шутне кĕрет. Çăварни эрнин кашни кунӗн хăйӗн ячӗ тата хăйӗн йăли пур, анчах унăн яланхи атрибучӗсем – икерчӗ, халăх вăййи, çунапа ярăнасси. Эрне тăршшӗпе кил хуçи хӗрарăмӗсем тăвансемпе çывăх çынсем валли икерчӗ пӗçереççӗ.

Çăварни икерчи

Манна кӗрпипе сӗлӗ хăрпăкне чашăк çине ярса хутăштармалла, кефир хушмалла 1,5 сехет çаплипех лартмалла. Çăмартана кăшт лăкаса илмелле те хутăш çине ямалла. Сахăр песокӗ, тăвар, апат соди, тип çу хушса лайăх пăтраштармалла. Çуланă çатма çинче икерчӗ пӗçермелле. Икерчӗсене ирӗлтернӗ услам çупа сӗрмелле.

170 г манна кӗрпи, 80 г сӗлӗ хăрпăкӗ (овсяные хлопья), 0,5 л кефир, 3 çăмарта, 2 кашăк сахăр песокӗ, çур чей кашăкӗ апат соди, пӗр чӗптӗм тăвар, 3 кашăк тип çу, икерчӗсене çулама услам çу кирлӗ. 

Икерчӗ – кефирпа тата вĕри шывпа

Çăмартана лăкамалла. Сахăр песокӗ хушса тата лайăх пăтраштармалла. Унтан кефир хушмалла. Пăтраштарса тăнă май 1 стакан тин вӗренӗ шыв хушмалла. Пӗчӗккӗн-пӗчӗккӗн çăнăх тата тăвар ярса чуста хатӗрлемелле. Лайăх лăканă чустана пӗр 15 минут ахалех лартмалла. Унтан тип çу хушса пăтраштармалла та çуланă çатма çинче икерчӗ ăшаламалла.

1 стакан кефир, 1 стакан çăнăх, 1 çăмарта, 1 кашăк сахăр песокӗ, 1/3 чей кашăкӗ апат соди, 2 кашăк тип çу, пӗр чӗптӗм тăвар кирлӗ.

Ваниль тутиллӗ икерчӗ – тăпăрчпа

Сӗт çине çăмарта тата сахăр песокӗ ярса лайăх пăтраштармалла, алланă çăнăх хушса чуста хатӗрлемелле. Пăтраштарнă май тип çу тата тин вӗренӗ шыв хушмалла. Хатӗр чустана пӗр 15 минут ахалех лартмалла. Унтан çуланă çатма çинче икерчӗ пӗçермелле. Икерчӗсем çине 1 кашăк ăшлăх (тăпăрч çине сахăр песокӗ, ванилин тата хăйма хушса пăтраштармалла) хумалла та конверт пек хутлатмалла. 

400 мл сӗт, 2 çăмарта, 2 кашăк сахăр песокӗ, пӗр чӗптӗм тăвар, 260 г çăнăх, 3 кашăк тип çу, 200 мл тин вӗренӗ шыв, 0,5 кг тăпăрч, 3 кашăк сахăр песокӗ, 4 кашăк хăйма, 2 г ванилин кирлӗ. 

Сăнӳкерчӗк «Татар-информ» ИА.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество традиции