Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Чăваш чӗлхи кунне Тутарстан чăвашӗсем анлăн паллă тăваççӗ

Ыран, апрелӗн 25-мӗшӗнче, Чăваш чӗлхи кунне паллă тăватпăр. Тата çак кун Аслă Вӗрентекенӗмӗр Иван Яковлевич Яковлев çуралнăранпа 176 çул çитет. Тутарстанри Чăваш наципе культура центрӗсем культура тата вӗрентӳ учрежденийӗсемпе пӗрле тăван чӗлхемӗр кунне халалласа тӗрлӗ мероприятисем ирттереççӗ.

Апрелӗн 23-мӗшӗнче


× Анат Кама хулинчи «Мирас» Культура çуртӗнче Чăваш халăх артисчӗн, Тутарстан Республикин тава тивӗçлӗ артисчӗн Вячеслав Христофоровăн тата ытти чăваш эстрада юрăçисен концерчӗ иртнӗ.


× Пăва районӗнчи Тинкешре «Тăхăрьял шăпчăкӗ» конкурс иртрӗ.

 

Апрелӗн 24-мӗшӗнче


× Хусанти Туслăх Çуртӗнче Чăваш çамрăкӗсен лидерӗсен форумӗ (11.00 сехетре пуçланать) тата уяв концерчӗ (17.00 сехетре пуçланать) пулать.


× Республикăри чăваш шкулӗсенче 13.00 сехетре «Пӗтӗм чăваш диктанчӗ» акци иртет.


× Пасарлă Матакри Культура çуртӗнче каçхине 19.00 сехетре Чăваш чӗлхи кунне халалласа чăваш артисчӗсен концерчӗ пулать.

 

Апрелӗн 25-мӗшӗнче


× Ирхине 9.00 сехетре Çарăмсан районӗнчи Çӗнӗ Йӗлмел ялӗнче шкул ачисен хушшинче «Афанасьев вулавӗсем» иртеççӗ.


× 10.00 сехетре Теччӗ районӗнчи Кăнна Кушкинче Иван Яковлевич Яковлевăн палăкӗ тата вăл çуралнă çурт вырăнне чечек хурӗç.


× 12.00 сехетре Пăва хулинчи Ленин урамӗнчи 51 «а» çурт умӗнче Аслă Вӗрентекенӗмӗрӗн И. Я. Яковлевăн палăкне уçаççӗ.


× 12.00 сехетре Нурлатри Туслăх Çуртӗнче «Кӗмӗл сасă» ача-пăча фестиваль-конкурсӗ тата чăваш хореографи коллективӗсен хушшинче «Чăваш ташши» фестиваль-конкурс иртет.


× 16.00 сехетре Елабуга хулинчи А. С. Пушкин ячӗллӗ библиотекăра «Нарспи» ентешлӗхӗн тӗлпулăвӗ иртет.

 

Апрелӗн 26-мӗшӗнче


× 18.00 сехетре Çырчалли хулинчи «Родник» Туслăх Çуртӗнче «Ялан янра, чăваш сăмахӗ» сăвă калакансен конкурсӗ пулать.


× 19.00 сехетре Нурлат хулин Культура çуртӗнче Чăваш халăх артисчӗн, Тутарстан Республикин тава тивӗçлӗ артисчӗн Вячеслав Христофоровăн тата ытти чăваш эстрада юрăçисен концерчӗ иртет. 

 

Апрелӗн 27-мӗшӗнче 


× 17.00 сехетре Анат Кама хулинчи «Мирас» Культура çуртӗнче «Тамаша» халăх театрӗ «Пуçана-тăк, пуçана!» спектакль лартать.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: День чувашского языка