Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Чăваш Çӗпрел ачине салтакран таврăнма пӳрмен…

1961 çулхи апрелӗн 12-мӗшӗ мӗнле кун иккенне тӗнчере пурте пӗлеççӗ – çак кун пӗрремӗш хут этем космоса вӗçнӗ. Пӗрремӗш космонавт Юрий Алексеевич Гагарин «Восток-1» космос карапӗпе 1 сехет те 48 минут хушшинче Çӗр йӗри-тавра çаврăннă. Çак пулăм питӗ пысăк пӗлтерӗшлӗ пулнă – пӗтӗм совет халăхӗ савăннă. Чăваш Çӗпрел çыннисем те ыттисемпе пӗрле хӗпӗртенӗ.

Эпӗ хамăн кукка (аннен шăллӗ) пирки çырса кăтартасшăн. Вăл 1980 çулта Плесецк космодромра ракетăна космоса вӗçтерес умӗн авари вăхăтӗнче вилнӗ. Эпир ача чух куккана яланах Юрий Гагаринпа танлаштараттăмăрччӗ, мӗншӗн тесен кукка апрелӗн 12-мӗшӗнче çуралнă, салтакри хӗсмечӗ те космоспа çыхăннă.

Матрӳшке татма кайни

Юрий Гагарин пуçласа космоса вӗçиччен шăп çулталăк маларах, 1960 çулхи апрелӗн 12-мӗшӗнче, Чăваш Çӗпрелӗнче пурăнакан Алексей Константиновичпа Вера Терентьевна Кудрявцевсен çемйинче пысăк савăнăç пулнă – вӗсен улттăмӗш ачи çуралнă, виççӗмӗш ывăл. Юрий ят хураççӗ ăна. Юра çирӗп те яштака кӗлеткеллӗ пулса ӳснӗ, спорта юратнă, ытларах вара çăмăл атлетикăна килӗштернӗ. Юлташӗсемпе виçӗ çухрăмра вырнаçнă вăрмана çӳреме кăмăлланă, унта хӳшӗсем туса çӗр те каçнă. Лашасене юратнă ачасем, вӗсене утланса çӳреме вӗреннӗ. 

Пӗр çулхине çапла Юра 6–7-мӗш класс вӗренсе пӗтерсен, юлташӗсемпе, килтисене каламасăрах, инçетри Ульяновск облаçӗнчи Паркай енне лашасемпе матрӳшкене каяççӗ. Амăшӗ çӗр çывăрмасăр ачишӗн пăшăрханса, чӗрине çунтарса кӗтсе ларать. Ирхине тул çутăлсан кил умне кӳлнӗ лаша килсе чарăнать. Амăшӗ тарăхнипе ачине хӗнеме патак тытсах тухать. Лаша урапи çинче матрӳшке вырăнне туллиех «кутлă кута» (зопник клубненосный) выртнине курать те хырăм тытса кулма тытăнать. Ачине хӗнес кăмăлӗ те сӳнет вара. Юра юлташӗсемпе йăнăшпа урăх курăк татса килнӗ иккен. Тен, хурланнă та пуль çавăншăн, килшӗн тăрăшнă вӗт-ха ӗнтӗ...

Тӗшмӗшех-ши?

Сакăр класс пӗтерсен Юра Кивӗ Çӗпрелӗнчи 90-мӗш номерлӗ профессиллӗ училищӗне вӗренме кӗрет, механизатора вӗренсе тухать. 1978 çулхи çуркунне салтака кайма вăхăт çитет. Юра пӗрре те иккӗленсе тăмасть, повесткăна алла илсенех юлташӗсемпе пӗрле яла салтак юрри юрлама тухаççӗ, тăванӗсене салтака ăсатас каçа чӗнсе çӳреççӗ. Нумай тăван-юлташ пуçтарăнать салтак ăсатма. Купăс каласа, ташласа-юрласа ăсатаççӗ Юрăна.

Мăнкун çывхарса килнӗ. Чăвашсем авалхи йăлана пăхăнса праçникчен пӳрт ăш-чиккине çăваççӗ, кил-картишне тасатаççӗ. Юрăн тетӗшӗ те салтак ăсатсан тепӗр куннех юлташ-хӗрсене пӳрт çутарать. Çын инçе çула тухсан пире урай та шăлтармастчӗç. Халӗ пупсем кун пек япаласене тӗшмӗш кăна теççӗ, анчах та тӗшмӗш кăна-ши? Юрăн амăшӗ нумай çул хăйне ӳпкелерӗ çуртне çутарнăшăн.

Хӗсмете Юра Кудрявцев Архангельск облаçӗнчи Мирный хулине лекет, космодром Плесецк – РВСНра (Ракетные войска стратегического назначения) служит тума тытăнать. Тутар Республикинчен унта тата та ачасем пулнă. 

Таврăнма Турри пӳрмен

Службăна рядовой стрелокран тытăнать, кайран механик пулать, аслă  механике çитет. Ракетăсем космоса вӗçтереççӗ. Амăшне, ывăлӗн лайăх службишӗн, Тав çырăвӗсем килеççӗ. Икӗ çул сисмесӗрех иртсе каять, дембель приказӗ те тухать, пӗр уйăхран киле те таврăнмалла. Килте ашшӗ-амăшӗ, акăшсемпе тетӗшсем, тăванӗсем, юлташӗсем кӗтеççӗ. Анчах та Турри пӳрмен салтака вӗсемпе тӗл пулма...

1980 çулхи мартăн 18-мӗшӗ. «Восток-2М»  ракета-носитель 21 сехет те 19 минутра космоса вӗçмелле, «Икар» çар спутникне уçлăха кăлармалла пулнă. Анчах та палăртни пурнăçланайман. 19 сехет те 1 минутра ракета-носителе заправить тунă чухне взрыв пулать. Каярах пулса иртнӗ инкеке тӗпчеме килнӗ Правительство комиссийӗ çапларах пӗтӗмлетӳ тунă: «Причиной катастрофы явилась вспышка (локальный взрыв) в районе подстыковки заправочной коммуникации жидкого кислорода к баку окислителя третьей ступени ракеты-носителя, где с началом заправки возникла течь кислорода и имел место пролив керосина. Волной сжатия была нарушена герметичность подводящих коммуникаций кислорода и сжатого воздуха, что привело к образованию обогащенной кислородом струи, прожогу бака горючего 3-ей ступени и образованию горящей газожидкостной смеси, стекавшей вдоль корпуса ракеты-носителя. При достижении горящей смесью площадок кабины обслуживания произошел взрыв в нижней части ракеты-носителя, который привел к общему пожару на пусковой установке... Правительственная комиссия пришла к выводу, что причиной вспышки (локального взрыва) в районе 3-ей ступени ракеты-носителя является взрыв (воспламенение) пропитанной кислородом ткани в результате несанкционированных действий одного из номеров боевого расчета».

Кунта каласа хăвармалла: шӗвӗ кислород тултарнă вăхăтра пăрăх (шланг) юхтарма тытăнать. Юхнине чарас тесе Ярулло Великоредчанин ефрейтор ăна шывпа йӗпетнӗ мунчалапа (тряпка) чӗркет. Унччен те çакăн пек меслетпе усă куркаланă иккен. Комисси çак сăлтава пула катастрофа пулнă тесе йышăнать.   

Салтаксен айăпӗ çук

1981 çулхи июлӗн 27-мӗшӗнче те ракетăна топливо тултарнă вăхăтра каллех çакăн евӗр авариллӗ лару-тăру килсе тухать. 24-мӗш номерлӗ расчет водород перекиçӗ тултаракан пăрăх хӗрме пуçланине асăрхать те çийӗнчех топливине юхтарса илме команда парать. Çапла тунăран  катастрофа пулмасть. Тӗрӗсленӗ хыççăн комисси çакăн пек йышăну тунă: перекись пăрăхӗ хӗрни перекись системин фильтрӗсене йăнăш технологипе тунинче, фильтрсене çыпăçтарнă чух таса тăхлан (олово) вырăнне припой ПОС-40, ПОС-60, ПОС-90 усă курнă, апла тума вара юраман.

Çапах та космодром ветеранӗсем çине тăнипе катастрофăпа çыхăннă ӗçе 1995 çулта тепӗр хут пăхса тухнă.  Тӗпчевӗн пӗтӗмлетӳллӗ актӗнче çапла çырнă: «Межведомственная комиссия полагает необходимым полностью реабилитировать личный состав боевого расчёта космодрома Плесецк, участвовавших в подготовке к пуску РН типа Р-7А («Восток-2М» – Прим.) 18 марта 1980 года, и восстановить их в правах и льготах». 

1996 çулхи февралӗн 5-мӗшӗнче Раççейӗн ун чухнехи оборона министрӗ П.С.Грачев космодромăн çар расчетне реабилитацилесси пирки калакан йышăнăва алă пуснă. 1999 çулхи декабрӗн 11-мӗшӗнче Правительство комиссийӗн ларăвӗнче 1980 çулхи мартăн 18-мӗшӗнче пулса иртнӗ катастрофăра çарăн харпăр йышӗ айăплă мар тесе йышăннă.  

Çак катастрофăра пурӗ 48 çын вилнӗ. Юрий Кудрявцевăн отделенийӗнче йӗкӗреш лейтенантсем Сергейпа Леонид Сорокинсем тăнă. Катастрофа умӗн Леонид Сорокин библиотекăна документсем илме кайнă пулнă, çапла вăл вилӗмрен çăлăнса юлнă.

Тутар Республикинчен çак катастрофăра 5 салтак вилнӗ: Рушан Зайнуллин ефрейтор (Ешӗлвартан), Владимир Захаров ефрейтор (Елабуга районӗнчен), Юрий Кудрявцев ефрейтор (Çӗпрел районӗнчен), Рашит Шарипов сержант (Элкел районӗнчен), Фаик Яруллин ефрейтор (Элкел районӗнчен).

Витя шăллӗн сăнӳкерчӗкне курсан чăтаймарӗ, йӗрсе ячӗ 

Юрий Алексеевич Кудрявцев вилни пирки амăшне военкоматран ял лавккине килсе калаççӗ, вăл ун чухне лавккара сутуçă пулса ӗçленӗ. Çухалса кайнипе килне тухса чупать салтак амăшӗ, лавккине те питӗрме манать, укçи-тенки те çавăнтах юлать. Кайран темиçе сехетрен, кăшт лăплансан, лавккине хупма каять: пӗр пус укçине те, таварне те никам та перӗнмен – вăхăчӗ çапла пулнă. Кун пирки кайран шавах каласа паратчӗ Вера Терентьевна. 

Çар комиссариатӗнчен пуç хунă салтаксене тăванла масарта пӗрле  пытарасси пирки пӗлтереççӗ. Пытарма вара Юрăн пӗртăван тетӗшӗ Виталий Алексеевич Кудрявцев тата йыснăшӗ Николай Васильевич Хрисанов каяççӗ. Вӗсене Ульяновскран Ил-76 çар самолечӗпе илсе каяççӗ.

Николай Васильевич каласа панинчен: «Мирный хулине çитсен кашни çынна пӗрер сопровождающи пачӗç. Кӗскен мӗн пулса иртнине ăнлантарчӗç. Хамăра çирӗп тытма калаçса татăлтăмăр: хăраса ӳкмелле  мар, йӗмелле мар. Взрыв пулнă çӗре кайса килтӗмӗр, хăрушă картина куртăмăр. Кайран офицерсен çуртне кайрăмăр, пуç хунă салтаксене çавăнта хупă тупăксене тирпейлесе вырнаçтарнă. Зала кӗрсен хăрушă картина килчӗ куç умне: 48 тупăк, кашни тупăк çинче салтак çӗлӗкӗ тата сăнӳкерчӗкӗ. Витя шăллӗн сăнӳкерчӗкне курсан чăтаймарӗ, йӗрсе ячӗ, пӗртăван шăллӗ вӗт. Эпӗ шăл çыртса чăтрăм, йӗмерӗм. Амăшӗсем офицерсен шинелӗнчен çакланнă: «Отдай мне сына!» – тесе йӗреççӗ.  Офицерсем нимӗн тума пӗлмеççӗ». 

Мартăн 20-мӗшӗнче Мирный хулинчи Ленин урамӗнче 48 салтака юлашки çула ăсатас хурлăхлă  церемони пуçланнă. Хулари пӗтӗм халăх  ăсатма тухнă. Çӳлерех асăннă пек, салтаксене пурне те Мирный çумӗнчи мемориалта пытарнă, кашни салтакăн сăнӳкерчӗкне, хушаматне гранит хăма çине вырнаçтарнă. 

Кудрявцевсене хваттер те, награда та лекмен

Чăваш Çӗпрел ялӗн масарӗ çинче Юрий Алексеевич Кудрявцева асăнса  палăк лартнă. Кашни çул Çимӗкре тăванӗсем, ял-йыш масар çинче пуçтарăнса асăнаççӗ Юрий Алексеевича.

Совет Союзӗ арканиччен çак катастрофăра вилнӗ салтаксен тăванӗсен çулталăкра пӗрре тӳлевсӗрех Мирный хулинчи вилтăпри çине кайса курма май пулнă, анчах та Юрăн тăванӗсем паянхи кунччен çак майпа усă курман. Тен, малашне май пулӗ, ӗмӗтсем пур.

1998 çулта Чăваш Çӗпрелне Елизавета Афанасьевна Синдюковăсем патне Ешӗлвартан тăванӗсем килнӗччӗ. Пӗр арçынни тăхăрьялсем пулчӗ. Вăл Вера Терентьевна Кудрявцевăпа курса калаçасси пирки пӗлтерчӗ. Вăл çак катастрофăра вилнӗ Ешӗлвар каччин Рушан Зайнуллинăн ашшӗсемпе кӳршӗллӗ пурăнать иккен. Зайнуллинсем ачи вилнишӗн вăхăтӗнче хваттер илни пирки пӗлтерчӗ. Кудрявцевсене те памаллах пулнă пуль хваттер, анчах та ун пирки вӗсем пӗлмен. Çакăн пирки пӗлсен тăванӗсем район администрацине кайса пăхнă, анчах та унта вăхăт нумай иртни пирки кăна каланă. Ачи вăхăтсăр салтакра вилнишӗн Вера Терентьевнăна пенси çумне укçа хушса тӳлетчӗç. Вăл 2014 çулта, пӗр уйăхран 90 çул тултармаллаччӗ, çӗре кӗчӗ. Ывăлне мӗн виличчен асра тытрӗ.

Интернетри информаци тăрăх, çак катастрофăра вилнисене тата суранланнисене реабилитаци тунă хыççăн наградăлама тăратни пирки информаци пур, анчах та Кудрявцевсен тăванӗсем патне паянхи кунччен те нимле награда та çитмен.

Чăваш Çӗпрелӗнче Юрий Алексеевич Кудрявцев 1980 çулта паттăрла пуç хунăранпа салтакра никам та вилменччӗ. 2022 çулхи нарăс уйăхӗн 24-мӗшӗнче СВО пуçланчӗ. Вăрçă çухатусăр пулмасть теççӗ. Çӗпрел районӗнчен ятарлă çар операцийӗнче паттăрла пуç хунă пӗрремӗш салтак Чăваш Çӗпрел ачи пулчӗ. Каярах тата та вилекенсем пулчӗç. Вăрçи хăвăртрах пӗттӗрччӗ, çухатусем урăх ан пулччăр, ашшӗ-амăшӗсен, тăванӗсен куççуль юхтармалла ан пултăрччӗ.  

Алексей ХРИСАНОВ.

Çӗпрел районӗ,

Чăваш Çӗпрел.

Автор архивӗнчи сăнӳкерчӗксем.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: День космонавтики космос 2025 ГодЗащитникаОтечества