Чăваш йăли-йӗркине Морозовсем кăтартрӗç
«Ӗмӗрсен ахрăмӗ çемье историйӗнче» (Эхо веков в истории семьи) фестивалӗн Пӗкӗлмере иртнӗ муниципаллă тапхăрне Петровка поселокӗнче пурăнакан Морозовсен пысăк çемйи те хутшăнчӗ.
утарстан Республикин Архив ӗçӗсен патшалăх комитечӗн витӗмӗпе улттăмӗш хут иртекен фестивалӗн статусӗ кăçал уйрăмах пысăк, мӗншӗн тесен 2024 çулта Раççейре Çемье çулталăкне палăртатпăр.
Фестивалӗн Пӗкӗлме районӗнче иртнӗ муниципаллă тапхăрне пурӗ 8 çемье хутшăнчӗ. Кашниех хăйсен йăх-несӗлӗ, çемьери йăла-йӗркесем çинчен каласа пачӗ. Ал ӗçӗсен куравӗсем те интереслӗ, наци апачӗпе йăтăнса ларакан сӗтелсем те кашнинех тулăх. Сцена çинче фестивале хутшăнакансем пултарулăхне кăтартрӗç, хăйсен çемйин историйӗпе паллаштарчӗç. Морозовсем чăваш çемйин йăли-йӗркине, культурине питӗ илемлӗ кăтартса пачӗç, фестивалӗн ятарлă призне тивӗçрӗç. (О.Морозов сăнӳкерчӗкӗ).
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев