Чăваш коллективĕ Казахстанри этно-фестивале хутшӑннă
Казахстанри Алмата хулинче «Алматы — культурная и туристическая столица Шанхайской организации сотрудничества» проект шайĕнче кашни çул иртекен халăхсен хушшинчи «Улы дала-кошпенділер элемі» этно-фестивальне Хусанти çамрăксен «Ӗмӗт» ансамблӗ хутшăннă. Мероприяти «Боралдай сакс курганӗсем» археологи паркӗн территоринче иртнӗ.
Йӗркелӳçӗсем каланӑ тӑрӑх, фестиваль тӗллевӗ — тӗрлӗ халӑхӑн культура йӑли-йӗркине, наци пултарулӑхне популяризацилесси, пӗтӗмӗшле историпе йӑла-йӗркене хисеплесе йӗркелесси, çитӗнекен ӑрура патриотизм туйăмне аталантарасси, çӗршывсем хушшинчи культура çыхӑнӑвӗсене çирӗплетесси.
Сăнӳкерчӗк addnt.ru сайтран.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев