Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Чăваш кӗвви Кронштадтра янăранă

Чăваш Наци Конгресӗн Мăн Канашӗн пухăвӗ çывхарнă май, мероприятисем ирттерес тӗлӗшӗпе Санкт-Петербургри чăваш организацийӗсем пӗр-пӗринпе ăмăртаççӗ теме пулать

Ноябрӗн 20-мӗшӗнче Кронштадт хулинчи Тӗп библиотекăра чăваш культурин пысăк концерчӗ иртнӗ. Питӗрти чăваш культура пӗрлешӗвӗн хастарӗсем тăрăшнипе Котлин утравӗ çинче чăваш кӗввисем пӗрремӗш хут янăранă. Хастарсем наци культурин фестивальне хутшăннă. Программăра Алиса Шарпаева модельер капăрлăхӗсен коллекцине кăтартнă.

Куракансене общество ертӳçи Владимир Живов, Анатолий Рыбкин художник саламланă. Концерт программине Татьяна Ильина ертсе пыракан «Парне» ансамбль, уйрăм юрлакансем хутшăннă.

Концерт вӗçленсен те çынсем саланма васкаман, чăвашсене лайăх уяв йӗркелесе панăшăн мухтанă. Çак уява хатӗрлекенсене тав сăмахӗсем каланă май, Питӗрти Чăваш культура пӗрлешӗвӗн ертӳçин çумне Иван Миронова та палăртса хăвармалла, мероприятие туслăн пуçтарăнса килнӗ кронштадтсене те.  

Владимир Живов сăнӳкерчӗкӗсем.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев