Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Чăваш Писателӗсен союзӗ 100 çул тултарчӗ

Чӳк уйăхӗн 16-мӗшӗнче Шупашкарти Чăваш наци библиотекинче Чăваш Республикин Писательсен союзӗ 100 çул тултарнине чысласа пысăк уяв пулчӗ. Унта Чăваш Республикисӗр пуçне ытти регионсенчен те çыравçăсем, вулакансем, чăвашлăха хисеплекенсем, волонтерсем, юнармеецсем хутшăнчӗç.

Писательсене Раççей Писательсен союзӗн пӗрремӗш секретарӗн çумӗ Леон Осипян саламларӗ, Юхма Мишшине тата пултаруллă çыравçăсене Хисеп хучӗсем, хаклă парнесем парса чысларӗ. Çыравçăсене çавăн пекех Чăваш Республикин культура, национальноçсен тата архив ӗçӗсен министрӗн çумӗ Георгий Богуславский тата ыттисем саламларӗç, Писательсен союзӗ чăваш наци тата Раççей культурине сумлă тӳпе хывнине палăртрӗç. 

Чăваш писательсен союзне 40 çул ытла ертсе пыракан Чăваш халăх çыравçи, Чăваш, Тутарстан, Марий Эл, Удмурт Республикисен культурăн тава тивӗçлӗ ӗçченӗ Михаил Николаевич Юхма организаци историйӗпе, паянхи ӗçсемпе, умри тӗллевсемпе паллаштарчӗ.

Союза 1923 çулхи июнӗн 30-мӗшӗнче Чăваш кӗнеке издательствипе «Канаш» хаçат редакцийӗн ӗçченӗсен пухăвӗнче туса хунă. Организаци уставне 1923 çулхи июлӗн 1-мӗшӗнче çирӗплетнӗ. Пуçаруçисем: Николай Золотов, Николай Патман, Николай Шупуççынни, Хумма Çеменӗ, Çтаппан Лашман тата ытти писательсем. 

1934 çулта, СССР Писательсен пӗрлехи союзне туса хунă хыççăн, чăваш çыравçисемпе журналисчӗсен пӗрлӗхӗнчен Чăваш АССР Писательсен союзӗ пулса тăрать, пӗрлехи пултарулăх организацийӗ пек пулса вăл 1991 çулччен тытăнса тăнă. 1991 çулта пӗрлӗх икӗ организаци çине — Чăваш Республикин Писательсен союзӗ (ЧР Юстици министерстви 1992 çулхи январӗн 4-мӗшӗнче регистрациленӗ) тата Чăваш писателӗсен союзӗ (1992 çулхи февралӗн 20-мӗшӗнче регистрациленӗ) пайланнă. Икӗ организаци те пӗр тан правасемпе Чăваш АССР Писательсен союзӗн тăсăмӗ пулса тăнă.

Юбилей уявне Раççейӗн ытти регионӗсенчен, Азербайджанран хăнасем йышлăн пухăннă. Организаци ячӗпе саламлă 184 телеграмма килнӗ, çав шутра Тутарстан Республикинчен, Испанирен, Казахстанран, Тыва Республикинчен. Союзра 142 пайташ шутланса тăрать, тата виççӗшне халь йышăнчӗç.

Пухура чăваш поэтне Çеçпӗл Мишшине аса илчӗç. Шăпах çак кун вăл çуралнăранпа 124 çул çитрӗ. Çыравçăсем çавăн пекех ятарлă çар операцийӗнче паттăрла пуç хунă салтаксене пӗр минут шăп тăрса асăнчӗç.

Тутарстанран ку мероприятие республикăри çыравçăсем те хутшăнчӗç, çав шутра ТР Чăваш наципе культура автономийӗн председателӗн пӗрремӗш çумӗ Константин Малышев, Чăваш таврапӗлӳçисен союзӗн Тутарстанри уйрăмӗн ертӳçи, çыравçă Александр Семенов, тюрколог, çыравçă, тӗпчевçӗ тата куçаруçă Айрат Галимзянов, Тутарстан Республикин Писательсен союзӗн пайташӗ Евгений Турхан хутшăнчӗç.

Çыравçăсем паян чăваш халăхӗн литература йăли-йӗркисене упраççӗ. Вӗсен хайлавӗсенче тăван çӗре, амăшне юратни, аслă ăрăва хисеплени уçăмлăн палăрса тăрать, сăмах урлă вӗсем пирӗн ăс-хакăл пахалăхне упраса хăварма пулăшаççӗ.

Тӗлпулура çыравçăсем Раççейри писательсен пӗрлӗхӗсен тӗп задачисемпе чи çивӗч проблемисене сӳтсе яврӗç, Чăваш Республикин Писательсен союзӗпе Раççей Писательсен союзӗн пултарулăх çыхăнăвӗсене палăртрӗç.

Чăваш Республикин Гражданла оборона тата чрезвычайлă лару-тăру ӗçӗсен патшалăх комитечӗн ансамблӗн концерчӗ уява илем кӳрекенни пулчӗ. Савăнăçлă пуху пурте пӗрле тăрса сăн ӳкерӗннипе вӗçленчӗ. (Василий КАРАБАЕВ. Автор сăнӳкерчӗкӗсем).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: чувашская литература