Чăвашсене Хусанта çурт панă
Мартăн 30-мӗшӗнче Хусанта ТР Чăваш наципе культура автономийӗн XII отчетпа суйлав конференцийӗ иртрӗ
Мартăн 30-мӗшӗнче Хусанта ТР Чăваш наципе культура автономийӗн XII отчетпа суйлав конференцийӗ иртрӗ
Юлашки çыравпа Тутарстанра 90 пин ытла чăваш пурăннине пӗлетӗр. Отчетпа суйлав пухăвне кашни округран 1000 çын пуçне 1 çын килмелле тесе йышăннă, апла залра 100 яхăн çын пулмалла. Шел, пурте килеймен çак пысăк пӗлтерӗшлӗ мероприятие. ТР ЧНКА председателӗн пӗрремӗш çумӗ К.А.Малышев 78 делегат пухăва килнине пӗлтерчӗ. Кун чухлӗ çынпа отчетпа суйлав пухăвне ирттерме ирӗк пур. К.А.Малышев малтанах пухура тухса калаçакансен регламентне палăртрӗ — тӗп доклада вулаканни 15 минут, ыттисем —5-шер минут (çак вăхăта пăхăнма хӗн пулчӗ-тӗр, трибуна çине хăпарсан кашнин калаçмалли, чунра капланни пур.
Малтанах пуху ӗçне йӗркелесе пыма председатель суйларӗç — ТР Патшалăх Канашӗн депутатне, ТР ЧНКА председательне Дмитрий Анатольевич Самаренкина председатель пулма, Петр Валентинович Плотникова ревизи комиссийӗн председателӗ, Лидия Дмитриевна Квакована пуху секретарӗ пулма сӗнчӗç. Кандидатурăсемпе делегатсем килӗшсе мандачӗсене çӗклерӗç.
Пуху президиумӗнче Раççей Геройӗ, генерал-лейтенант, Раççейри Чăвашсен федераллă наципе культура автономийӗн председателӗ Николай Федорович Гаврилов, ТР Раисӗн Наци политикине пурнăçлассипе департаменчӗн Шалти политика ыйтăвӗсен управленийӗн пуçлăхӗ Данил Махмутович Мустафин, ТР Халăхсен ассамблейин Ӗçтăвкомӗн ертӳçи Ренат Накифович Валиуллин тата Хусанти Халăхсен Туслăх çурчӗн директорӗ Тимур Рафкатович Кадыров пулчӗç. Вӗсенчен кашни трибуна умне тухса залра ларакансене саламларӗ, Тутарстанри наци обществисем хастар, пуçаруллă пулнине, республикăри халăхсен туслăхне тӳпе кӗртнине асăнчӗ.
«Чăваш шăпчăкӗ» таврăнӗ-и?
2021 — 2023 çулсенче пурнăçланă ӗçсем çинчен пӗр çын çеç калаçнă пулсан итлеме те кичемччӗ, ăнланман самантсем те пулӗччӗç. Çавăнпа кашни сферăран ӗçе лайăх пӗлекен çын тухса калаçни питӗ вырăнлă пулчӗ.
Чи малтанах ТР ЧНКА председателӗн пӗрремӗш çумӗ К.А.Малышев сăмах илчӗ. Вăл Чăваш Наципе культура автономийӗ çак тапхăрта мӗнле ӗçсем туса ирттернине каласа пачӗ. Халăх йăли-йӗркисене сыхласа хăварассипе, тăван чӗлхене упрассипе çыхăннă мероприятисем пысăк вырăн йышăнаççӗ ӗçре. Çав вăхăтрах Тăван çӗршыв умне тухса тăнă тӗрӗслеве те пӗрле иртеççӗ: ятарлă çар операцине хутшăннă ентешсене 545 585 тенкӗлӗх гуманитари пулăшăвне пухса панă. 1994 çултан 2018 çулччен пынă Тутарстанри чăвашсен «Чăваш шăпчăкӗ» юрă конкурсне çӗнӗрен чӗртесси çинчен те сăмах хускатрӗ спикер.
Чăнах та çак конкурса пула нумай фольклор ушкăнӗ «халăх ансамблӗ» ята илнӗ, пӗрремӗш хут куракан умне тухнă уйрăм юрăçсем паянхи кун та пултарулăхне кăтартаççӗ. «Чăваш шăпчăкӗ» илемлӗ пултарулăх ушкăнӗсемшӗн сцена культурине те вӗрентекен шкул та пулнă, репертуара суйласа илме те хăнăхтарнă, çи-пуçа ятуллă тăхăнмаллине те кăтартнă.
Çамрăксен ӗçӗсем
Çамрăксен «Аталан» пӗрлешӗвӗн ӗçӗсем çинчен ертӳçи Елизавета Савелькина каласа пачӗ. Чăваш çамрăкӗсем Тутарстанра çеç мар, çӗршыври ытти вырăнсене те тухса çӳренине пӗлтерчӗ. Хастар çамрăксем илемлӗ те, тавçăруллă та. «Аталан» пӗрлешӗве ертсе пынă Юлия Еремеева пӗлтӗр «Раççей Чăваш пики» титулне çӗнсе илчӗ. Çитес вăхăтра пурнăçлама палăртнă плансем те пӗчӗк мар. Кăçал «Науруз гузэле» конкурса чăваш нацине кăтартма Лика Кашкарова хатӗрленнӗ, анчах çӗршывшăн пысăк инкек — «Крокус Сити Холра» теракт — сиксе тухнипе конкурса ирттермен.
Июль уйăхӗнче иртекен чăвашсен «Уявӗнче» кăçал та пӗлтӗрхи пекех çамрăксен фестивалӗ иртӗ. Паллах, çамрăксен идейисем тата нумай, эпир çывăх вăхăтра пулса иртекеннисене çеç асăнтăмăр. Ӳлӗм «Сувар» яланхи пекех мероприятисене çутатсах тăрӗ.
Вырсарни шкулӗ
Хусанти нумай нациллӗ вырсарни шкулӗнчи чăваш уйрăмӗн ертӳçине Сильвия Николаевна Чаркинăна итлеме кăсăк пулчӗ. Кӗскен, ăнланмалла, уççăн шкулăн историне каласа пачӗ. 1998 çулта уçăлсанах пӗрремӗш чăваш ачисене сӗтел хушшине пухаканӗ Валентина Бисякова пулнă, çак сăваплă тивӗçе тӗрлӗ вăхăтра Тамара Вахитова, Ираида Павлова туса пынă. Ачасен шучӗ вăраххăн пулсан та ӳснӗ. Халь чăваш класӗнче 28 ача ашшӗ-амăшӗн, кукамăшӗн-асламăшӗн чӗлхипе калаçма хăнăхать. Хутăш çемьесенчен те çӳреççӗ чăваш вырсарни шкулне. Сильвия Николаевна 1998 çултанпа илсе пыракан педагогсен опытне шута илнипе тата уйрăм, хăйӗн методикипе усă курса вӗрентни (вырсарни шкулӗнчи вӗренӳ йӗрки пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан шкултинчен уйрăлса тăрать) чăваш вырсарни шкулне çитӗнӳсем тума май парать тесе шутлать. Чăваш кӗнеке издательствине С.Чаркина вӗренӳ кӗнекисемпе пулăшнăшăн тав турӗ. Çавăн пекех ТР Раисӗ çумӗнчи Тутар чӗлхине тата Тутарстанра пурăнакан халăхсен тăван чӗлхисене аталантарассипе ӗçлекен комиссине тав турӗ. Çуллахи лагерьте Ассамблейăна кӗрекен наципе культура обществисене çӳрекенсен ачисем канни ырă пулăм тесе шутлать Сильвия Николаевна. Ку ачасене хутшăнма, пӗр-пӗрне лайăхрах пӗлме май парать.
ЧНКЦсене укçа-тенкӗ
2021 — 2023 çулсенчи ТР ЧНКА председателӗ Д.А.Самаренкин чăвашлăха упрассипе, аталантарассипе çыхăннă обществăлла ӗçре хастарлăх кăтартнисене тав туса наградăсем, районсенчи чăваш наципе культура центрӗсен ертӳçисене мероприятисем ирттерме тӗллевлӗ 10 — 15 пин тенкӗлӗх сертификатсем пачӗ. Иртнӗ çул «Аталан» ушкăнри çамрăксем валли чăваш тумӗ çӗленине каларӗ. Тумсене тăхăннă хӗрсемпе каччăна сцена çине чӗнчӗ. Залра ларакансем алă çупса ырларӗç çак пуçарăва. Дмитрий Анатольевич ӳлӗм те тумсем çӗлеме пулăшассине каларӗ.
Дмитрий Анатольевич 2024 çула палăртнă ӗçсемпе паллаштарчӗ, ырă хыпар пӗлтерчӗ. Ку уйрăмах Хусан чăвашӗсене савăнтарчӗ — Тутарстанăн тӗп хулинчи Меховщиксен урамӗнче Чăваш наципе культура автономине çурт панă. Вăл çӗнӗ мар, тӗпрен юсамалла, анчах ку йывăрлăх-и? Мăн асаттесем-асаннесем пысăк ӗçе кӳлӗннӗ чух ниме пуçтарнă. Чи пӗлтерӗшли кунта — пирӗн, чăвашсен хамăрăн çурт пулни. Унта мероприятисем йӗркелеме пулать, репетицисене ирттерме аван. Ку хыпар хусансене кăна мар, республикăри чăвашсене пурне те савăнтарчӗ пулӗ тетӗп.
Залра ларакансем пӗтӗмӗшле илсен ТР ЧНКА ӗçне ырласа йышăнчӗç. Элмет районӗнчи Ерӗспел ялӗнчи Ветерансен канашӗн председателӗн Владимир Григорьевич Кожуковăн сăмахӗсем те çакна çирӗплетрӗç.
Пухăвăн тӗп пайӗ ревизи комиссийӗн пайташӗ Л.Г.Пимукова отчечӗпе вӗçленчӗ — асăннă тапхăрта ТР ЧНКА укçа-тенкӗпе çыхăннă ыйтусене виçеллӗ татса панине палăртрӗ, тӗлсӗр тăкакланă тӗслӗхсем пулман.
Çӗнӗ тапхăра пухăва хутшăннисем пӗр саслăн Д.А.Самаренкина ТР ЧНКА председателӗ пулма суйларӗç. Ревизи комиссийӗнче вара урăх çынсем пулӗç: председателӗ В.Д.Пыльчикова, пайташӗсем — С.В.Садыкова тата Л.Г.Пимукова.
Çитес виçӗ çулта ТР ЧНКА республикăри чăвашсен культура пурнăçне тата интереслӗрех тума пулăшасса шанас килет, ăнăçу сунатпăр.
Автор сăнӳкерчӗкӗсем.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев