Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Çеçпӗл Мишши ячӗллӗ премие Алексей Енейкинпа Антонина Андреева тивӗçнӗ.

Чăваш Республикин Çеçпӗл Мишши фончӗ 2021 çулта Халăхсен хушшинчи Çеçпӗл Мишши ячӗллӗ премие кама парассине палăртнă.Алексей Николаевича премие «Чăвашкино» Патшалăх киностудийӗпе пӗрле режиссер-сценарист пулса «Тӗрӗслӗх çутаттăр Çеçпӗлӗн ятне» документлă фильм ӳкернӗшӗн панă, Антонина Васильевнăна вара – Çеçпӗл Мишшин Шупашкарти музейӗн ертӳçи пулса нумай çул ăнăçлă ӗçленӗшӗн тата общество пурнăçне хастар хутшăннăшăн.

Чăваш Республикин Çеçпӗл Мишши фончӗ 2021 çулта Халăхсен хушшинчи Çеçпӗл Мишши ячӗллӗ премие кама парассине палăртнă.
Вӗсем – «Чăваш Ен» Патшалăх телерадиокомпанийӗн телевиденипе радиовещани информаци программисен службин корреспонденчӗ Алексей Николаевич Енейкин тата Çеçпӗл Мишшин Шупашкарти музейӗн ертӳçи Антонина Васильевна Андреева.

Алексей Николаевича премие «Чăвашкино» Патшалăх киностудийӗпе пӗрле режиссер-сценарист пулса «Тӗрӗслӗх çутаттăр Çеçпӗлӗн ятне» документлă фильм ӳкернӗшӗн панă, Антонина Васильевнăна вара – Çеçпӗл Мишшин Шупашкарти музейӗн ертӳçи пулса нумай çул ăнăçлă ӗçленӗшӗн тата общество пурнăçне хастар хутшăннăшăн. Фонд шухăшӗпе вӗсем иккӗшӗ те Çеçпӗл Мишшин пултарулăхне тӗпчес, ăна халăх хушшинче сарас тӗлӗшпе нумай вăй хунă.
Алексей Енейкин – Елчӗк тăрăхӗнчен. И.Я.Яковлев ячӗллӗ Чăваш патшалăх педагогика университетӗнче аслă пӗлӳ илнӗ, 2011 çултанпа «Чăваш Ен» патшалăх телерадиокомпанийӗн корреспонденчӗ пулса ӗçлет.
Антонина Андреева – Шăмăршă районӗнче çуралнă. Чăваш патшалăх университечӗн чăваш филологийӗпе культура факультетӗнче аслă пӗлӳ илнӗ. 2003 çултанпа Шупашкарти Çеçпӗл Мишши музейӗнче вăй хурать.

Николай ПЛОТНИКОВ.
Автор сăнӳкерчӗкӗсем.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Чувашия