Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Çемье ансамблӗсене! Музыкантсен династийӗсене!

Конкурсантсен хăйсен музыкăллă çемйи çинчен мини-фильм ӳкрсе йӗркелӳçӗсене ярса памалла

 

Конкурсантсен хăйсен музыкăллă çемйи çинчен мини-фильм ӳкрсе йӗркелӳçӗсене ярса памалла 

«Родники» патриотла проект витӗмӗпе Çемье çулталăкӗнче «Пӗрле. Çулталăкăн музыкăллă çемйи «Çăлкуçсен версийӗпе» ятарлă конкурс пуçланать. Конкурсра çӗршыври пур творчество коллективӗ — юрăçсем, музыкантсем, творчество династийӗсем — хутшăнма пултарать.
Чи музыкăллă çемьене 1 миллион тенкӗ награда парса хавхалантарӗç. 
«Пӗрле. Çулталăкăн музыка çемйи «Çăлкуçсен версийӗпе» конкурса «Родники» проектăн идеологӗ, илемлӗх ертӳçи, РФ халăх артисчӗ Олег Газманов çемйи çинчен ӳкернӗ мини-фильм уçать. Ăна мартăн 1-мӗшӗнче сайта лартнă, конкурса хутшăнакансемшӗн вăл хăйне май тӗслӗх пулӗ. 
Конкурсантсен те хăйсен музыкăллă çемйи çинчен мини-фильм ӳкрсе йӗркелӳçӗсене ярса памалла. Кинокартинăра çемье юрланине, музыка хатӗрӗсемпе каланине кăтартмалла (пӗтӗмпех е пысăк мар пайне).
Фильмăн стильне, жанрне, форматне конкурса хутшăнакансем хăйсем суйласа илеççӗ: илемлӗ фильм, документлă кино, хроника, киноэссе, фильм-дневник, анимаци картини. Профессиллӗ оборудованипе ӳкернӗ-и, телефонпа-и — ку та пит пӗлтерӗшлех мар. 
Фильм 7 минутран ытла пулмалла мар. 
Заявкăсене фильмпа пӗрле 2024 çулхи майăн 31-мӗшчен йышăнаççӗ. 
2024 çулхи июнӗн 01 — 15-мӗшсенче жюри чи лайăх 7 мини-фильма суйаса илнӗ хыççăн «Родники» сайтне лартаççӗ. 
Конкурсăн финалӗ 2024 çулхи июлӗн 8-мӗшӗнче «Çемье, юрату тата ӗнентерӳ» кунӗнче Мускавра пулать. 7 номинант-çемье онлайн-трансляципе кăтартакан финал концертне хутшăнса фильмсенчи юрăсене юрлаççӗ. Çак концерт вăхăтӗнче жюри чи пултаруллă çемьене суйласа илет.

Автор сжнӳкерчӗкӗсем.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество