Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

ÇЕМЬЕ ФЕСТИВАЛӖН ПӖРРЕМӖШ ЮБИЛЕЙӖ

Хусанта «Ӗмӗрсен ахрăмӗ çемье историйӗнче» фестивалӗн финалӗ тата гала-концерчӗ пиллӗкмӗш хут иртрӗ

Йӗркелӳçӗсем чăннипех юбилей саламӗсене йышăнма тивӗç. Çак пилӗк çул хушшинче 700 ытла çемье историйӗ çинчен халăха каласа панă вӗсем, 10000 ытла çын конкурса хутшăннă. «Ӗмӗрсен ахрăмӗн...» хăйӗн те историйӗ тӗлӗнмелле ӳссе пырать. Тӗслӗхрен, пӗр çемьене кăтартнă çӗрте 74 çын хутшăнни те пулнă. Конкурса хутшăнакан çемьесенчен чылайăшӗ 40–50 çул мăшăрӗсемпе килӗштерсе пурăннине пӗлтерет фестиваль статистики. Чи кӗçӗнни тăватă уйăхра, чи асли – 97 çулта пулни паллă паянхи куна. Ӳлӗм çак цифрăсем тата та улшăнӗç, тата та тӗлӗнӗпӗр.

 

Пархатарлă ăмăртăвăн финалӗнче ултă çемье пулчӗ. Тутарстан Раисӗ каларăш, сцена çине тухакан кашни çемье пӗрремӗш вырăн йышăнма тивӗç. Анчах тӗплӗн виçсе-шухăшласа пӗтӗмлетӳ тăвакан жюри чи маттуррисене тупрӗ-тупрех.

Чăннипе Çемье уявӗ те, пӗтӗмлетӳ конкурсӗ те театр фойинче пуçланчӗ. Кунта кашни çемье хăйӗн йăх историйӗ çинчен каласа паракан, ăруран ăрăва перекетлӗн парса пыракан эткерӗсемпе тӗпел кукри йӗркеленӗ. Паллах, çемье йывăçне те пурте курмалла пысăк картина пек стена çине çакнă. Конкурса Аксу чăвашӗсем те хутшăнчӗç. Кӗçӗн Сӗнчелӗнчи Культура çуртӗнче методист пулса ӗçлекен Вера Уканеева Энтри йăхне тахçантанпах тӗпчет. Несӗлсен йывăçӗн турачӗсем те авă,  мӗнле йăвă. «Ӗмӗрсен ахрăмӗ çемье историйӗнче» фестивале вăл пӗтӗм ратни-хурăнташӗпе килнӗ.

Паянхи куна Энтри йăхӗн 300 çулхи историйӗ паллă. Шанатăп, Вера Викторовна тӗпчеве малаллах тăсать. Тен, самай аслăрах çулсенчи тăхăмӗсем çинчен пӗлтерӗ пире.

Халӗ вара Энтри йăхӗн историне 1759 çултанпа йӗрлесе пӗлме пултаратпăр. Йăх тымарне шыракан Вера Викторовна Энтри утарçăран та леререх кайнă – Тихăн йăхра Энтрирен те аслăрах пулнă иккен. Анчах çакна çирӗплетме архивсенче тата документсем шырамаллине те уççăнах калать тӗпчевçӗ.  

Фойере йӗркеленӗ тӗпел кукринче Энтри йăхӗнчен тухнисем чылайăн пулчӗç, тӗрлӗ çулсенчисем – садике çӳрекен ачасенчен пуçласа аслă, хисеплӗ çулсене çитнисем таранччен. Пурте чăвашла шăкăртаттарса калаçаççӗ, Тутарстан чăвашӗсен паллă купăсçи Эдуард Ильин купăсне тăсса ярсан пурте юрă пуçларӗç. Юрри илемлӗн юхать, калăн куллен пӗрле пухăнса юрă картине тăраççӗ, сăвă калаççӗ. Кăмăлтан хăнасене ӗçме-çимепе сăйлаççӗ. Тумӗсем пӗринчен теприн хӳхӗмрех. Чăн чăваш тумӗсем. Сурпанне те сырнă, хушпуне тăхăннă. Кӗçӗн çулсенчисем те чăваш наци кӗпе-йӗмӗпе. Хусанти телевидени ӗçченӗсем чăваш тӗпелӗпе питӗ кăсăкланнинчен тӗлӗнмерӗмӗр те, Вера Викторовнăран пӗри те тепри ыйтса пӗлет: ку мӗн, çавă мӗнлерех...

Фестивале хутшăннă ытти çемьесене те хурламалли çук, кашни хăйӗн йăхӗ çинчен туллин каласа пачӗç. Лозовойсен-Ярцевсен тымарӗ Чистай уесӗнчен пырать. Вӗрентекенсем, çар çыннисем нумай тухнă çак йăхран. Учительсен пӗтӗмӗшле стажӗ 920 çул. Кайпăç районӗнчи Гарафутдиновсем юрлама ăста, паллă опера юрăçи Галия Кайбицкая та çак йăхран тухнă. Çӗршыв, республика аталанăвне те сисӗнмелле тӳпе кӗртнӗ, ахальтен мар Кайпăçри урама Гарафутдинов ятне панă.

Саба районӗнчи Хантимировсем вăхăтӗнче çăпата хуçса çиме çăкăр ӗçлесе илнӗ. Çемье çакна халӗ те манмасть, çамрăк ăрăва та йăх историне хисеплеме вӗрентет.

Тутарстан Республикин Раисӗ Рустам Минниханов  «Ӗмӗрсен ахрăмӗ çемье историйӗнче» фестивале хутшăнакансене, йӗркелекенсене 5 çулхи юбилейпе саламларӗ. Йăлари хаклăхсене упраса хăварассишӗн талпăннă тапхăрта фестивалӗн хăйхаклăхӗ уйрăмах пысăк пулнине палăртрӗ. Фестивалӗн гала-концертне кăна мар, зонăсенчи тапхăрӗсене те массăллă хыпар хатӗрӗсенче çутатмалли çинчен каларӗ Рустам Нургалиевич.

Жюри пайташӗсем тавлаша-тавлаша канашланă хыççăн çапла пӗтӗмлетӳ турӗç.

III вырăна Лозовойсен-Ярцевсен çемйине пачӗç, 100 пин тенкӗлӗх сертификат парнелерӗç. II вырăна Энтри йăхӗ – Аксу чăвашӗсем йышăнчӗç, 130 пин тенкӗлӗх сертификата тивӗçрӗç. I вырăна Cаба районӗнчи Хантимировсен çемйи йышăнчӗ. 150 пин тенкӗлӗх сертификат пачӗç вӗсене. 

Вырăнсăр юлнисене те асăнмалăх парнесем пачӗç.  

«Ӗмӗрсен ахрăмӗ çемье историйӗнче» фестиваль 5 çул тултарнине кӗнеке кăларса паллă тăвас теççӗ йӗркелӳçӗсем. Унта 2019–2023 çулсенче çӗнтернӗ çемьесем çинчен каласа парӗç: вӗсем тытса пыракан йăласемпе паллаштарӗç, çитӗнӗвӗсем çинчен вулакана пӗлтерӗç, хăйне евӗрлӗхне палăртӗç. Сăнӳкерчӗксемпе видеосене QR-код урлă пăхма пулать. Çакăн пек «чӗрӗ кӗнеке» çӗнтерӳçӗ-çемьесемшӗн кăна мар, Тутарстанпа çывăхрах паллашасшăн, историпе интересленекенсемшӗн те, парнелӗх пама та кăсăк пулмалла. 

 

Татьяна ВАСИЛЬЕВА.

Автор сăнӳкерчӗкӗсем.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

2

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Семья