Çемье телейӗ хӗрарăмран килет
«Сувар» вулакан тантăшсемпе аппа-йăмăксене, мăнаккасемпе кукамай-асаннесене, аннесене «Нечкэбил» конкурсăн 2023 çулхи лауреачӗ, 2024 çулта «Çулталăк хӗрарăмӗ» республика конкурсӗнче çӗнтернӗ Наталия Клементьева Пӗтӗм тӗнчери хӗрарăмсен кунӗпе саламлать. Февралӗн юлашки кунӗсенчен пӗринче ТР Патшалăх Канашӗнче «Гражданла обществăпа патриотизма аталантарма чи кирли – çемье» темăпа çавра сӗтел иртрӗ. Волонтерсемпе, тӗрлӗ ведомствăсенче ӗçлекенсемпе пӗрле нумай ачаллă çемьесем те пулчӗç унта. Çӗпрел районӗнчи Алешкин Саплăк ялӗнчи Алексейпе Наталия Клементьевсем те хутшăнчӗç. Çавра сӗтел хыççăн пирӗнпе калаçма та вăхăт тупрӗç вӗсем. Сире те паллаштаратпăр çак тӗслӗхлӗ çемьепе.
– Наталия Николаевна, эсир çавра сӗтел хушшинче калаçнă, мӗн çинчен пулчӗ сăмахăр, мӗн çине пусăм турăр?
– Çемье çинчен, ачамăрсем çинчен каларăм, ятарлă çар операцийӗнчи ывăлăмăрсем çинчен каласа патăм. Хӗрарăмăн çемьери вырăнӗ çинче чарăнса тăтăм, унăн çемçерех, чăтăмлăрах пулмаллине каларăм. Чăвашла сăвă та вуларăм. Сӗтел хушшинче ларакансем куççульленчӗç. Сăмахӗсене ăнланмасан та сăвă мӗн çинчен пулнине питӗ лайăх ăнланнине пӗлтерчӗç. Чăваш чӗлхин илемне, вăл çемçен илтӗннине, çепӗç пулнине палăртрӗç.
– Наталия Николаевна, эсир Алексей Николаевичпа ултă ача çуратса ӳстернӗ. Евгений, Дмитрий, Николай, Кирилл, Мария, Давид. Эпир пӗлетпӗр, Евгенийпе Дмитрий паянхи кун Тăван çӗршыв интересӗсене ятарлă çар операцийӗнче хӳтӗлеççӗ. Нумай хумханатăр пулӗ вӗсем пирки. Час-час çыхăнма май килет-и ывăлăрсемпе?
– Женя 2023 çултанпа унта. Вăл дрон операторӗ. Отпуска та килсе кайрӗ. Дима контракт çырнине вăл Луганска çитсен тин пӗлтӗмӗр. Дима пире систермесӗр кайрӗ. Мускавра ӗçлетчӗ. Тăруках вăл пӗр документ ярса пама ыйтать, теприне. Мӗншӗнне каласшăн мар. Ыйтсан: «Прораба куçасшăн эпӗ», – тет. Анне чӗри сисӗмлӗ, чун вăркама пуçларӗ. Мăшăрпа калаçрăм, шикленнине пӗлтертӗм. Анчах мӗнех тăвăпăр ӗнтӗ эпир? Пӗлместпӗр те вӗт, ăçта вăл, мӗн сăлтавпа ыйтрӗ хутсене. Дима разведчик. Ывăлсем куллен çыхăнăва тухаççӗ. Пӗррехинче Дима эрне шăнкăравламарӗ, канăçа çухатрăм çавăн чух. Талăк çыхăнăва тухманни те пăлхантарать – эрне сассине илтменни чӗрене хӗсет. Чӗрӗ-сывă тавăрма ыйтса кунӗ-кунӗпе кӗлӗ вуларăм. Эрнерен ывăлăмăн сассине илтсен чӗрере лăштах пулчӗ. Вăл аманнине, госпитальте выртнине пӗлтерчӗ. Çавăн чухне эрнелӗхе киле ячӗç ăна.
– Хытах аманнăччӗ-и? Эрне хушшинчех сипленме ӗлкӗрейрӗ-и?
– Дрон снарячӗсен ванчăкӗсем урине, кăкăрне кӗрсе ларнă... Уринчи ванчăкӗсене кăларчӗç, кăкăртине кăларма шикленчӗç-ши? Ăна операци тăвас темерӗç.
– Çапăçу хирӗнче пулнăскерсен кăмăлӗсем те улшăннă пулӗ?
– Дима СВОна кайиччен те сăмах ваклама юратмастчӗ, халӗ тата сахалрах калаçакан пулнă. Асли, Женя, апла мар. Вăл малтанхи пекех шӳтлет, калаçать.
– Эсир Патăрьел районӗнчи Именькасси ялӗнчен качча килнӗ Алешкин Саплăка. Çемье пысăкчӗ-и?
– Эпир аттепе аннен тăватă хӗр ӳснӗ. Манăн анне Алешкин Саплăкран Именькассине качча пынă, эпӗ Алешкин Саплăка килтӗм, таврăнтăм пулать.
– Нумай ачаллă çемьере ӳснипе хăвăрăн та пысăк çемье пуласса ӗмӗтленсе ӳснӗ пулӗ?
– Çук, ӗмӗтленмен. Качча килсенех хунямапа пурăнтăмăр. Пысăк çемье çинчен шутлама хӗсӗкрехчӗ. Уйрăлса тухас терӗмӗр, çурт никӗсне те ятăмăр. Çăмăл марччӗ пӳрт лартма. Çавăн чух Турăран пулăшу ыйтрăм, Турă паракан кашни ачана кун кăтартма пултăм. Ăна панă сăмаха тытрăм (йăл кулать). Кайран тата хӗр шырарăмăр пулӗ, тупăнчӗ. Мария хыççăн татах арçын ача Давид çуралчӗ.
– Мăшăрăр питӗ ăнланакан, сире пулăшма хатӗр çын пулӗ. Урăхла пулсан ултă ачана çитӗнтерме хӗн пулӗччӗ.
– Чăнах та Алексей маншăн чи шанчăклă çын. Савăнăçа та, пăшăрханăва та чи малтан ăна каласа паратăп. Вăл манпа пӗрле савăнать, пӗрле кулянать. Ӗçре те пулăшать.
– Алексейпе пӗр çӗртех ӗçлетӗр-и?
– Вăл «Прогресс» муниципаллă унитарлă предприятире электросварщик пулса ӗçлет. Культура çуртне пулăшма та ӳркенмест.
– Ӗçӗр çинчен каласа парăр-ха. Мӗн ӗçлетӗр? Чылай пулать-и Культура çурчӗн заведующийӗнче ӗçлеме пуçланăранпа? Халӗ мартăн 8-мӗшӗ тӗлне мероприяти хатӗрлетӗр пулӗ-ха?
– Çӗпрелте тухса тăракан «Тăван ен» район хаçатӗнче çулталăк ӗçлерӗм, культура сферинче ӗçлеме пуçланăранпа тăватă çул çитрӗ. Мана питӗ килӗшет ку ӗç. Хама ун валлиех çуралса ӳснӗн туятăп. Çынсем те манăн ӳсӗме кураççӗ, ырлаççӗ. Алешкин Саплăкри Культура çуртне пӗлтӗр тӗпрен юсарӗç. Халӗ кунта оборудованийӗ те çӗнӗ, светомузыки те пур, çăвакан машинине те туянса лартнă. Пирӗн Культура çурчӗ пекки районӗпе урăх çук теççӗ. Халăх та клуба çӳреме пуçларӗ. Икӗ ансамбль ӗçлет Культура çурчӗ çумӗнче. «Çăлкуç» фольклор ушкăнне хам ертсе пыратăп, «Феерита» ташă ансамбльне – унта 7 çултан пуçласа 35 çултисем çӳреççӗ – Культура çурчӗн илемлӗх ертӳçи Ольга Порфирьева йӗркелесе ертсе пырать. Халӗ эпир мартăн 22-мӗшӗнче иртекен творчество отчетне хатӗрленетпӗр. Паллах, Хӗрарăмсен кунӗ тӗлне, Аслă Çӗнтерӗве халалланă илемлӗ концерт номерӗсем те пулӗç унта.
– Наталия Николаевна, сирӗн ачасем те хутшăнаççӗ пулӗ концертсене? Юрлаççӗ-и, ташлаççӗ-и?
– Творчество каçӗнче çемье ансамблӗ пек сцена çине тухасшăн. Мария хӗрӗм ӳкерме юратать, ывăлсен те кашнин чуна çывăх ӗçӗ пур.
– Культура çурчӗ ӗçлемест тесе ӳпкелешекенсемпе тӗл пулма тӳр килет. Сирӗн пачах урăхла, эрнипех килекене хапăл туса йышăнатăр-и?
– Тӗрӗсех, эпир нумай пулмасть СВОри ентешсем валли маскировка сеткисене çыхма пуçларăмăр. Малтанах хутшăнакансем нумайăн пулассăн туйăнмастчӗ, анчах кашни пуçтарăнмассерен йышлансах пыраççӗ. Тивӗçлӗ канурисем, тăванӗсем, ятарлă çар операцийӗнчи салтаксен амăшӗсем, ачасем, уйрăмах кӗçӗн классенчисем хавхаланса çӳреççӗ. Ӗçленӗ чухнех юрласа та илетпӗр. Ял халăхӗ çапла пӗр шухăшлă пулни питӗ савăнтарать. СВО валли укçа пухас çӗре те хутшăнаççӗ. Паян кăна пӗр çын 10 пин тенкӗ пачӗ.
– Пенсионер-и? Ӗçлет-и?
– Ӗçлекен çын. Сетка çыхмалли пусма туянма укçа пухма пуçларăмăр (ку ӗçе хам тумастăп, ача садӗнче ӗçленӗ Равия Валеева туса пырать). Пусма илсен те укçа паракансем тупăнсах пычӗç. Халӗ фронта кирлӗ япаласем туянма пухатпăр.
– Наталия Николаевна, пӗр социаллă сетьре эсир çырнă сăвăсене вуларăм. Питӗ ăшшăн, ачашшăн вуланаççӗ йӗркесем. Çакăн çинчен каласа парăр-ха, тархасшăн, мӗнле çырăнаççӗ сăвăсем? Вӗсене пӗрремӗш вулакансем, итлекенсем мăшăрăрпа ачăрсем пулӗ ӗнтӗ?..
– Никама та вуласа памастăп. Вӗсем мана кăна пырса тивеççӗ пек, хамшăн çыратăп пек. Соцсетьри страницăна çеç лартатăп. Эпӗ хӗр чухне те çырнă. Анчах ун чухне калавсем çыраттăмччӗ. Шупашкарта тухса тăракан «Тантăш» хаçатра та калавсем, статьясем пичетленнӗ. Пӗр каçра пӗр калав çыраттăмччӗ, мӗнле çырнине халӗ каласа параймăп. Калавсене йăмăксене вуласа параттăм.
– Пирӗн хаçат шăпах мартăн 8-мӗшӗ тӗлне тухать. «Сувар» вулакан мăнаккасене, кукамай-асаннесене, аннесене, хӗр-тантăшсене, аппасемпе йăмăксене салам сăмахӗсене каласамăр.
– Хӗрарăмсен питӗ ăслă пулмалла пурнăçра, вăл çемьене ертсе пырать. Калаççӗ-ха, арçын пурнăç тыткăчи тесе. Ку йăнăш мар, анчах хӗрарăм хăйӗн чăтăмлăхӗпе, çепӗçлӗхӗпе ертсе пырать. Упăшкапа, ачасемпе тимлӗ, сисӗмлӗ, ырă чӗреллӗ, чăтăмлă пулмалла. Хутшăнусене чи малтан упăшкапа йӗркелемелле. Кама чи малтан апат антарса памалла? Упăшкана çитермелле. Ачусене пӗрремӗш вырăна тăратсан пурнăç силленме тытăнать, пӗрремӗш вырăнта упăшка тăмалла. Хӗрарăмпа арçын, упăшкапа арăм пӗрле, туслă пулсан çав тери пысăк вăй пулса тăраççӗ, çемьешӗн те, обществăшăн та.
Сăнӳкерчӗксем авторăн тата Клементьевсен çемье архивӗнчен.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев