Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

 Cентябрӗн 16-мӗшӗнче Шупашкарта Н.И.Ильминские халалланӑ конференци иртӗ

Унăн ячӗ «Н.И.Ильминский тата Атăлçи халăхӗсен этнокультура аталанăвӗ». Ученăй çуралнăранпа 200 çул çитнине халалланă мероприятие Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ ирттерет.

Ильминский чи малтан миссионер пуль. Вăл паллах, педагог та, востоковед та, çутта кăларакан та пулнă. Çапах патша правительствин вырăс мар халăхсене христианствона çывăхлатас тӗллевне вăл питӗ ăнăçлă пурнăçлать. Вăл вăхăтра инородецсем вырăсла пӗлмен, çавăнпа та вӗренме пултарайман. Чиркӳ çумӗнчи шкулсенче «Закон божийри» йӗркесене ăнланмасăр пăхмасăр калама вӗреннин усси пулман. Вырăс мар халăхсен вӗрентӳ системине улăштарса Ильминский пысăк çитӗнӳсем тăвать. Вăлах çамрăк Иван Яковлева халăха вӗрентес çул çине тăратать. Ильминские Хусанти Ар масарӗнче чиркӳ çумӗнче пытарнă. Тутарстан Суверенитет çинчен каланă вăхăтра унăн вилтăпри çинчи хӗресе ватса çӗмӗрни те пулнă.  

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев