Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Çĕртме уйăхĕн 15-мĕшĕнче аслă поэтăмăр Çеçпĕл Мишши вилнĕренпе 100 çул çитрĕ

Поэта хисеплесе Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн ĕçченĕсем чăваш çыравçисемпе пĕрле Шупашкарти унăн палăкĕ умĕнче пуçтарăнчĕç

Каярах Чăваш Республикин наци библиотекин конференц-залĕнче «Çеçпĕл Мишши пултарулăхĕнче ÿкерĕннĕ чăваш тĕнчи» ятпа çавра сĕтел иртрĕ. Унта тĕпчевçисем, библиотека ĕçченĕсем, çыравçăсем, таврапĕлÿçĕсем хутшăнчĕç.

Çавра сĕтел ĕçне ЧР наци библиотекин директорĕ Роза Михайловна Лизакова тата Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн директорĕ Петр Степанович Краснов уçрĕç. Вĕсем Çеçпĕл Мишшин 125 çулхи юбилейĕ çывхарса пынине, ăна мĕнлерех уявласси пирки калаçрĕç.

 Институт ĕçченĕсем филологи ăслăлăхĕсен докторĕ Виталий Григорьевич Родионов, филологи ăслăлăхĕсен кандидачĕсем Ирина Юрьевна Кириллова, Вера Витальевна Никифорова, Ирина Владимировна Софронова Çеçпĕл Мишши пултарулăхне тĕрлĕ енчен пăхса хакларĕç.  

 Тухса калаçакансем хушшинче çавăн пекех ЧР профессиллĕ çыравçăсен пĕрлешĕвĕн ертÿçи Ольга Геннадьевна Куликова, ЧР наци библиотекин наци литературипе библиографи пайĕн ертÿçи Галина Павловна Соловьева, ЧР тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ Геронтий Лукиянович Никифоров пулчĕç

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев