Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Чăн чăвашла

Чăвашла-тăк, шутласа хунинчен те лайăхрах иртет. Çӗпрел районӗнчи Хулаçырми ача сачӗ çакна хăй çинче тӗрӗслерӗ.

«Здравствуйте! Исенмэ сэз!» – вырăсла та тутарла сывлăх сунса кӗтсе илнӗччӗ пире, суварçăсене, Çӗпрел районӗнчи Хулаçырми ял сачӗн шăпăрланӗсем. Чăвашла каласса та кӗтрӗмӗр, кăлăхах. Ачасем пăртак кулкаласа пире сăнанă хыççăн пăрçа пек саланса кайса выляма пуçларӗç. Ача сачӗн заведующийӗ Елена Мутина çавăн чухне районти вӗрентӳ уйрăмӗ сӗннӗ «Ана теле» программăпа вӗреннине, шкул çулӗчченхи учрежденисем валли чăвашла методика пособийӗсем  çуккине пӗлтернӗччӗ. Паллах, кунта вӗсен айăпӗ çук, çӳлтен хушнине пурнăçламаллах. Лару-тăрăва наци ача сачӗсемпе шкулӗсемшӗн лайăхлатас тесен вӗрентӳ программин системине улăштармалла.

Çапах калаçу чӗрере юлнă пулмалла, харпăр пуçарулăхпа лару-тăрăва улăштарма пикеннӗ. Нумай пулмасть Елена Мутина ача садӗнче чăвашла мероприяти ирттерни çинчен редакцие шăнкăравласа пӗлтерчӗ. «Аннесен кунне халалланă уява эпир пӗтӗмпех чăвашла йӗркелесе ирттертӗмӗр. Чăваш чӗлхипе культурин аталанăвӗнче, ăна упраса хăварассинче пирӗн тӳпе те пултăр терӗмӗр, – хӗпӗртесе калаçрӗ учреждени пуçлăхӗ. – Ашшӗ-амăшсем мероприятие хавхаланса йышăнчӗç. Чăвашла кӗпе-тумтир те хăйсемех çӗленӗ. Уяв шутласа хунинчен те лайăхрах иртрӗ», – пӗлтерчӗ Елена Александровна. Нумай та вăхăт иртмерӗ, мероприяти çинчен кӗске хыпарçитрӗ те.

Аннесен уявне тăван чăваш чӗлхипе культурине халалласа ирттерме шут тытрăмăр. Конкурс пуласси пирки амăшӗсене маларахах пӗлтерсе хутăмăр. Ăна икӗ номинаципе: «Илемлӗ чăваш тумӗ», «Пултаруллă юрăçă» ирттерме шутларăмăр.

Мероприятие воспитательсемпе ачасем халăх юррипе уçрӗç. Ача сачӗн заведующийӗ Елена Мутина амăшӗсене уяв ячӗпе саламларӗ, ырлăх-сывлăх сунчӗ. Атьсем чи çывăх та юратнă çыннисене чăвашла сăвăсем каласа, юрăсем юрласа савăнтарчӗç.

Унтан конкурс пуçланчӗ. Амăшсемпе ачисем хăйсен аллипе ăсталанă халăх тумне кăтартрӗç. Аннесем чăваш халăхӗн тӗрлӗ вăхăтри тумне суйласа илни килӗшрӗ. Ывăл-хӗрӗн тумӗсене тӗрӗсемпе илемлетнӗ, чăннипех тӗлӗнтерчӗç.

Архиповсен, Калюшевсен, Васильевсен, Егоровсен, Портновсен, Копьевсен çемйисене уйрăммăн пысăк тав сăмахӗ калас килет.

Конкурсра яланах çӗнтерӳçӗ пулмалла. «Илемлӗ чăваш тумӗ» номинацире Лариса Копьева хӗрӗпе Ольăпа пӗремӗш вырăна тивӗçрӗç. Вӗсем питӗ капăр тум хатӗрленӗ, амăшӗпе хӗрӗ пӗр пек тăхăнни уйрăмах хитре курăнчӗ. Наталья Архипова ЧĂН ЧĂВАШЛА хӗрӗпе Аньăпа иккӗмӗш вырăна, виççӗмӗш вырăна Ольга Калюшевăпа ывăлӗ Саша йышăнчӗç.

Тепӗр номинацире, юрăçсен конкурсӗнче,  икӗ кукамай палăрчӗ. Клавдия Головина мăнукӗпе Ярославпа юрату çинчен хăйӗн çамрăклăхӗнчи юрра аса илсе юрларӗ. Аслă Аксу ялӗнчен килнӗ Зинаида Мутина мăнукӗпе Сергейпе «Илемлӗ чăваш кӗпи» юррине чуна пырса тивмелле шăрантарчӗç.

Пирӗн уява ял хутлăхӗн пуçлăхӗ Сергей Салифанов хутшăнчӗ. Вăл пурне те праçникпе саламласа малашне те тăрăшса ӗçлеме сунчӗ. «Чăвашлăха упрасси шкулпа ача сачӗн тивӗçӗ кăна мар. Кашни çемьере ăна аталантарасси, сыхласси пирки шутламалла, тăрăшмалла», – терӗ Сергей Ананьевич.

Мероприятин пуçаруçи Татьяна Копьева воспитатель пулнине палăртса хăвармаллах. Унăн шухăшӗ пурне те килӗшрӗ. Конкурссене хатӗрленнӗ çӗре Наталья Тарасова хастар хутшăнчӗ. Уйрăммăн повар пулса ӗçлекен Марина Портновăна палăртас килет. Вăл хăй те артист пек, сăмах май, конкурса та хутшăнчӗ. Уявра ашшӗ-амăшсемпе ачасене ваттисен сăмахӗсене, тупмалли юмахсене аса илтертӗмӗр, тӗрлӗ вăйăсем выляттартăмăр.   

Чăвашлăха аталантарассипе çыхăннă ӗçсене эпир малаллах илсе пырасшăн. Хальхи вăхăтра Чăваш Республикин Вӗрентӳ тата çамрăксен политикин министерстви ирттерекен «Эпӗ пӗчӗкçӗ чăваш – 2019» конкурса хатӗрленетпӗр. Унта пирӗн ача садӗнчен Артем Изя (6 çулта) «Чăваш почӗсен сăввисем» номинацие, Инесса Головина (5 çулта) "Владимир Андреев сăввисем" номинацие, Алина Леонтьевапа Софья Сергеева тата Артем Изя – «Чăваш ача-пăча юрри» номинацие хутшăнаççӗ. Конкурсра вӗсем хăйсене тивӗçлӗ кăтартасса шанса тăратпăр. 

Çӗпрел районӗнчи Хулаçырми ача сачӗн воспитателӗсем. (Сăнӳкерчӗксем ача сачӗн архивӗнчен).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Чуваши Татарстана