Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Чăнлă районӗнче чăвашла тухса тăнă хаçатра 30 çул ӗçленӗ Элшел хӗрӗ 65 çул тултарчӗ

Çак тӗлӗнмелле илемлӗ, ăшă чунлă хӗрарăм нумай çул «Чăнлă хыпарӗ» (Цильнинский вестник) район хаçатӗнче вăй хунă. Паян хисеплӗ ӗçтешӗмӗр тивӗçлӗ канура. Елена Кузьмина нумаях пулмасть 65 çул тултарчӗ. Сăпайлă, кăмăллă журналист-ветеранăн пурнăç çулӗ кулленхи ӗçпе, ӗмӗт-тӗллевпе тулли. Ялтан тухнă пӗр çулалли пин-пин тантăшӗнни пекех – мал курăмлă, ӗмӗтлӗ.

Елена Николаевна Пăва районӗнчи Элшел ялӗнче хăй тӗллӗн вӗреннӗ таврапӗлӳçӗ-этнограф, учитель Николай Антонович Юнгеров çемйинче çуралнă. Амăшӗ, Лидия Андреевна, колхозра ӗçленӗ. Хăйӗн сывлăхне шеллемен, тен, çавăнпа та пуль 55 çул тултараймасăрах пурнăçран питӗ ир уйрăлнă. 14 çулти йăмăкне Нинăна Елена пӗр иккӗленмесӗрех хăйӗн çемйине илнӗ. Çамрăк хӗрарăм ун чухне Чăнлă районӗнче пурăннă. Чăваш патшалăх университечӗн филологи факультетӗнче вӗренсе диплом илнӗскер вăл распределенипе Ульяновск облаçӗнчи Аслă Нагаткина лекнӗ. Хăйӗн юратăвне, Валерий Викторович Кузьмина, Çӗпрел районӗнчи Матак каччине, Шупашкарта тӗл пулнă. Туй хыççăн çулталăкран Чăваш Енӗн тӗп хулинче вӗсен хӗрача çут тӗнчене килнӗ. Тен, çавăнпа та пуль Елена Николаевна пӗрле вӗреннӗ юлташӗсемпе çыхăнăва çухатман, телефонпа калаçсах тăрать, тӗлпулусене çӳрет.     
Амăшӗн ӗçченлӗхӗпе ӳркенменлӗхӗ Еленăна та куçнă. Пултаруллăскер,  мӗн ачаран ларма-тăма пӗлмен. Ытти хресчен ачисем пекех вăр-варлăхпа, яваплăхпа уйрăлса тăнă. Ял пурнăçӗ кахалсене юратмасть. Шкултан таврăнса ӗлкӗрейнӗ кăна – кил хуçалăхӗнче темӗн чухлӗ ӗç кӗтнӗ. Çемьере асли пулнă май шăллӗсем мӗн тунине куç хывса тăма тивнӗ. Валерипе тата Владимирпа (ача чухне сарăмсăр вилнӗ) пӗрле пахчара, витере, килте ӗçленӗ.  Выльăх-чӗрлӗх нумай тытнăран ашшӗ-амăшне самай пулăшма тивнӗ, пахча çимӗç шăварнă, хур кӗтнӗ.   
– Çапах та ачалăхăм манăн телейлӗччӗ. Паян та-ха тăван ял клубӗнче концерт лартнисем, илемлӗ пултарулăх ӗçне хутшăнни, сценкăсенче выляни, хавхаланса сăвă вулани асрах. Манпа пӗрле концертсене атте те хутшăнатчӗ. Вăл учитель пулнă-çке. Шкул ачисене хатӗрлентернӗ. Астăватăп-ха, пирӗн тăрăха фольклор пухма студентсем килнӗччӗ. Вӗсен концертӗнче чун-чӗре çунатланса, хӗмленсе кайрӗ. Кăвак хуппи уçăлчӗ тейӗн. Çав самантра хам чăваш пулнишӗн савăннине, мăнаçланнине туйрăм. Чăваш драма тата çамрăксен, пукане театрӗсем те пӗрре мар пулнă пирӗн тăрăхра. Спектакльсем ял çыннисене малалла пурăнма, çанă тавăрса ӗçлеме шанăç, вăй-хал паратчӗç. Вӗсенчен чылайăшӗ пирӗн çуртра чарăнатчӗç, – аса илет ачалăхне Елена.
 Тăван халăхăмăр культурипе литературин ӗçченӗсем те тарават хуçасем патӗнче сахал мар пулнă.
– Сӗтел хушшинче вӗсем историпе географи, культурăпа йăла-йӗрке çинчен калаçатчӗç. Литературăна, çыравçăсен çӗнӗ ӗçӗсене сӳтсе яватчӗç. Атте, Николай Антонович, хăй те аллине ручка тытман кун та пулман пуль. Хăйӗн этнографи хайлавӗсене, прозăпа, поэзипе çырнă хайлавӗсене чăваш хаçачӗсене ярса паратчӗ. Унсăр пуçне вăл шкул ачисемпе Сӗве юханшывӗ хӗррине экспедицисене тухатчӗ. Шкулта музей йӗркелекенсенчен пӗри. Унта паха экспонатсем – çӗр ăшӗнчен чавса кăларнă япаласем, ял çыннисем килсе панă ӗç хатӗрӗсем, тум, савăт-сапа таврашӗ вырнаçтарчӗ. Архивсене çӳретчӗ. Çав пуçарусемпе йăпанса пурăнатчӗ юратнă аттемӗр, педагогика ӗçӗн хастарӗ. Хăйӗн вилӗмсӗр халăхӗн патриочӗ, паттăр ывăлӗччӗ. Тен, Аслă вăрçă вăхăтӗнчи выçă тăлăх ачан чи çутă ӗмӗчӗ-тӗллевӗ пулнă вăл – чăваш ачисене пур енлӗ ăс парасси...
Килти лару-тăру, паллашу-калаçусем, ашшӗн виçесӗр пуçарулăхӗпе ырă кăмăл-туйăмӗ – çаксем пӗтӗмпех Елена Николаевнăн пурнăçӗнче çул-йӗр суйлассине пысăк витӗм кӳнӗ. Чăнлă район хаçатӗнче вăл 30 çул ытла малтан куçаруçăра, унтан корреспондентра ӗçленӗ. Пенсие тухиччен 10 çул юлсан чăваш кăларăмӗ хупăннă. Журналист «Цильнинские новости» хаçатра вăй хума, вырăсла çырма тытăннă. Çавăнтанах пенсие кайнă.
Пурнăç тăршшӗпех унпа юнашар ырă çынсем утни хӗрарăм кун-çулне самай çăмăллатнă. Кăмăл çирӗплӗхӗ, шухăшӗ çине тăма пӗлни, хастарлăхпа хăюлăх Елена Кузьминана йывăрлăхсемпе кӗрешме пулăшнă. Вӗсем вара пурăнан кунра тухкаласах тăнă: амăшӗ вăрах чире пула леш тӗнчене çамрăклах ăсанни, кӗçӗн йăмăкне ăс парса ӳстерни, мăшăрне вăхăтсăр çухатни тата ытти те. Ӗçпе килсӗр пуçне Елена Николаевна обществăлла пурнăçа та хастар хутшăннă. Вăрах вăхăт хушши вăл редакципе типографири профсоюза ертсе пынă. Ку вăл çăмăл мар 90-мӗш çулсенче-ха – ун чухне кашниех хушма укçа ӗçлесе илес тесе ăшталаннă. Ачисене ура çине тăратмалла пулнă, лавккасен сентрисем пушă, ним туянма-тупма çук. Ӗç укçине вăхăтра тӳлемеççӗ. Елена Николаевнăн ирхи 4 сехетре тăрса çухрăмра вырнаçнă витене кайса выльăх-чӗрлӗх пăхма тивнӗ. Унсăр пуçне хирте те çӗрулми лартнă, пилӗк авнă, пахча çимӗç ӳстернӗ. Хăйсен аллипе ӳстернӗ тухăçа пасара кайса сутмалла пулнă. Çавăнпа та отпускне те кашни çул пӗр вăхăталла илнӗ. Пур çӗре те ӗлкӗрме тăрăшнă. Апла пулин те йывăрлăх çине нихăçан та ӳпкелемен. Хăюллă, маттур пулма тылӗ çирӗппи хавхалантарнă. Хаклă упăшки, ачисен ашшӗ, ялан юнашар пулнă. Шел, вăл çук паян. Елена ăна ялан ырăпа аса илет. 10 çул каялла усал шыçă мăшăрне çут тӗнчерен вăхăтсăр уйăрнă.
– Юратнă çын вилӗмӗ пирӗн çемьешӗн ытла та пысăк çухату пулчӗ. Ыйтнине пурнăçлакан ӗçчен арçынпа ӗмӗр ӗмӗрлеме ӗмӗтленеттӗм. Вăл пурне те пулăшатчӗ, ачисемшӗн ырă тӗслӗхчӗ. Мӗнле ыйтупа, кам пырсан та пулăшма тăрăшатчӗ. Паян эп хам вăхăтăма мăнукăмсене, хӗрӗмсене халаллатăп. Кӗрӳсем ывăлсем пекех çывăх, шанчăклă, ăслă. Турă пурне те курса, майлаштарса пытăр, – терӗ Елена Николаевна.                  
Ырăлăхпа хӗрхенӳ – Елена Кузьминан шалтан тухакан туйăмсем. Чăн-чăн ял ӗçченӗ. Çын ыратăвне ăнланма, чун-чӗрипе пурне те пулăшма хатӗр çын. Вăл паян та ют çын инкекне çывăх курса май килнӗ таран хавхалантарма, ăнланма, хирӗç утăм тума тăрăшать. Пӗччен çынсене пулăшать.
Елена Николаевна та пур анне пекех ачисем хăйсен ăрăвӗнчи  çынсенчен аванрах пурăнччăр тесе ӗмӗтленнӗ. Çавăнпа та  умне ачаран пысăк тӗллевсем лартма хăнăхтарнă – чи малтан вӗренме кӗрсе професси илмелле, хăвăн ăсупа ура çине тăма тăрăшмалла. Мӗнле пулсан та юлташ тупмалла, мăшăрпа вӗçме çăмăлтарах.  
Паян вăл хăйӗн хӗрӗсемпе чăннипех те мухтанма пултарать. Алена нумай вăхăт хушши Аслă Нагаткинри Россельхозбанк офисне ертсе пынă, паян – Чăнлă районӗнчи ял территорийӗсен комплекслă аталанăвӗн агентствине. Лидия 10 çул район хаçатӗнче вăй хунă, паян социаллă проектсене ӗçе кӗртессипе ӗçлет. Çамрăкла амăш ăшшисӗр юлнă йăмăкӗ Нина (чăваш сăвăçи) вырăнти технологипе сервис техникумӗнче воспитатель тивӗçӗсене пурнăçлать.
– Вăхăт урхамах пек чупать те чупать. Паян кашнин хăйӗн çемье. Савăнăçлă кил-йышра мăнуксем çитӗнеççӗ. Эпӗ пуян кукамай тата икӗ хутчен мăнакка. 3 мăнук, йăмăкăн хӗрачисем юратупа ырлăхра ӳсеççӗ. Мана питӗ юратаççӗ, пурте çепӗççӗн кукамай тесе чӗнеççӗ, – тет Елена Николаевна.
Ăна вышкайсăр тимлӗхӗпе çепӗç кăмăлне кура хӗрӗсен юлташӗсен ачисем те: «Асанне, халсем мӗнле?» – тесе сывлăх сунаççӗ. Унăн ăшши пурин валли те çитет.   
Елена Николаевна малашнехи пурнăçӗ çине ӗненӳпе, юратупа пăхать. Ку вăхăтра хăйне упрамаллине, сывă пурнăç йӗркине пăхăнса пурăнмаллине пӗлет журналистика ӗçӗн ветеранӗ. Вăхăтсăр ватăласшăн мар чунпа та, сăнпа та илемлӗ хӗрарăм. Урăхла пулма та пултараймасть – миçе çын Аслă Нагаткинра унăн сывлăхӗшӗн кӗлтăвать, ырă кăмăлӗпе вашаватлăхӗшӗн тав тăвать. Елена Кузьмина вара хăнасене, кӳршисене яланхиллех хапăл.
   

Алена СЕЛИВАНОВА.
Ульяновск облаçӗ,
Аслă Нагаткин.
Кузьминсен çемье архивӗнчи сăнӳкерчӗксем.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: юбилей