Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Чаплӑ машинасене кӑларма арабсем пулӑшаҫҫӗ

Елабугӑри заводран Aurus автомобильсен тӗрӗслев партийӗ тухнӑ, анчах та вӑл машинасене сутлӑха кӑлармӗҫ

Раҫҫейри премиум-класслӑ Aurus Senat автомобильсен проектне графикпа килӗшӳллӗн пурнӑҫа кӗртеҫҫӗ. "Алабуга" экономика зонинчи Ford Sollers завод машинӑсен пилотлӑ проектне кӑларнӑ, тесе пӗлтерет РФ Промышленность тата суту-илӳ министерстви. 

"Aurus" проект Раҫҫей Минпромторгӗ ҫирӗплетнӗ производство графикӗпе килӗшӳллӗн пырать. Аurus пандеми тапхӑрӗн мӗн пур йывӑрлӑхне иртнӗ тесе ҫирӗплетме пулать",– тесе пӗлтереҫҫӗ ведомствон пресс-службинче. 

Хальхи вӑхӑтра автомобильсем Раҫҫейӗн "НАМИ" патшалӑх наука центрӗнче кирлӗ тӗрӗслевсене иртеҫҫӗ. Пилот партийӗнчи машинасене сутлӑха кӑлармаҫҫӗ.

"Алабуга" пӗрлешӳллӗ экономика зонин Aurus проектне инвестици партнерӗ пулса арабсен «Тавазун» фончӗ кӗнӗ, вӑл премиаллӑ автомобильсене тунӑ ҫӗре 6,6 млрд тенкӗ укҫа кӗрет.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев