Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Чарӑнӑва вырӑнтан куҫарма пысӑк хӑвӑртлӑх кирлӗ

 Тутарстанра ҫӑмӑл машина остановкӑна чӑл-пар салатнӑ

Паян ирхине 4-ра Элметри Белоглазов урамӗнче Renault автомобильпе пынӑ 31 ҫулти водитель, пысӑк хӑвӑртлӑха пула рульне кирлӗ пек тытса ӗлкӗреймесӗр, бордюр ҫине пырса тӑрӑнса чарӑну енне ыткӑнса кайнӑ.

Вӑйлӑ ҫапӑннипе чарӑну павильонӗ чӑл-пар саланнӑ, машина хайрӑлса пӗтнӗ метал купине ҫаврӑннӑ.
Аварине пула ҫӑмӑл машинан водителӗ тата пассажирӗ аманнӑ. Вӗсене больницана илсе ҫитернӗ, анчах та медиксем пӑхса сывлӑхӗсене тӗрӗсленӗ хыҫҫӑн, килӗсене ӑсатнӑ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

2
X